Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.9 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: 4 чӑваш ҫамрӑкӗ артист пулма Мускавра вӗренӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.07.2026 09:11 | 245 хут пӑхнӑ
Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ итлев ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: институтра тӑватӑ ҫул вӗренмелле. Чӑваш Ен студентсене стипенди тӳлесе тӑрӗ, общежитире вырӑнпа тивӗҫтерӗ. Диплом илсен артистсем Чӑваш патшалӑх драма театрне ӗҫлеме таврӑнӗҫ.

Чӑвашла лайӑх пӗлекен, артист пулас ӗмӗтлӗ ҫамрӑксем юрласа, сӑвӑ, монолог тата юптару каласа тупӑшнӑ.

Халӗ вара театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче ҫапларах хыпарланӑ: «Туссем! Питӗ савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерме васкатпӑр!

4 пултаруллӑ ҫамрӑк Борис Щукин ячӗллӗ Театр институтне кӗмелли тӗрӗслевсен юлашки турне ӑнӑҫлӑ иртнӗ!».

#артистем, #ҫамрӑксем, #театрсем, #Мускав

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_14232
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2067.23.0909
2026.07.03 20:41
Agabazar
Совет тапхăрĕнче ушкăнăн-ушкăнăн (студисемпе, ик теçетке студентран кая мар) вĕреннĕ, тÿлесе тăрассине те Чӑваш Ен çине тиемен (пĕрпĕтĕм СССР е Раççей-çке-ха!). Чăваш чĕлхи валли те вырăн пулнă (Дмитрий Данилов, Ева Лисина...)

Тяптушкин пек Мускаврах юлсан мĕн пулать?
Agabazar // 2067.23.0909
2026.07.03 20:45
Agabazar
Bĕтелсе пыртпăр, вĕтелсе!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем