Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.9 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш театрӗ сезона вырӑсла спектакльпе хупӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.06.2026 04:49 | 54 хут пӑхнӑ
Культура
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезона вырӑсла спектакльпе хупӗ. Куракансене вӑл утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Денискины рассказы» ача-пӑча камитне пырса курма чӗнет.

93-мӗш театр сезонне хупма суйласа илнӗ ӗҫ — совет саманинчи ача-пӑча литературин классики. Денис Кораблев ятлӑ арҫын ача ҫинчен Виктор Драгунский драматург алӑ ҫул каялла ҫырнӑ.

Спектакле лартакан режиссёр, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Михайлов пӗлернӗ тӑрӑх, вӑл икӗ ӑрӑва танлаштарса пӑхас тенӗ. Аслисем: «Эпир ун пек пулман. Пирӗн вӑхӑтра ачасем урӑхла пулнӑ», — теме юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ачасем пурте пӗрех тесе шухӑшлать режиссёр.

Мӗнех, спектакль епле пулса тухнине ӑна кайса курсан хаклама май килӗ.

#культура, #театрсем, #спектакльсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем