К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл 105 ҫулхине уявлӗ.
Шӑпах ҫав кун, шӑп та лӑп 105 ҫул каялла, Хусанта Александр Островский пьеси тӑрӑх «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» чӑвашла спектакль лартнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та чӑваш театрӗн сулмаклӑ кун-ҫулӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче теарта юбилей ячӗпе савӑнӑҫлӑ каҫ иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ.
Программӑра — театр историйӗпе кӗскен паллаштарни, хӑнасен саламӗ, культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсене тӗрӗ наградӑпа чыслани, спектакльсенчи сыпӑксем, юрӑ-ташӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн Анисим Асламасӑн музыкипе «История Нарспи» (чӑв. Нарспи историйӗ) балет лартма хатӗрленеҫҫӗ.
«Нарспи» поэма — чӑннипех те вилӗмсӗр шедевр. Ҫӗр ҫул ытла вӑл хайлав ҫынсен чунӗсене тыткӑнлать. Театрта унччен Григорий Хирпӳ музыкипе «Нарспи» опера лартнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫ валли театр художникӗ Валентин Фёдоров костюмсен пӗрремӗш эскизӗсене, ӗҫ декорацийӗсене хатӗрленӗ. Маларах ҫав художник «Нарспи» оперӑпа мюзикл лартнӑ чух художник-постановщик пулса тӑрӑшнӑ.
Спектакле СССР халӑх артисткине, Шупашкарта ҫуралнӑ Надежда Павловӑна халаллӗҫ. Ӗҫе сцена ҫине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларма палӑртнӑ. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XXVII балет фестивальне уҫасшӑн.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗнче ҫулсеренех Чӑваш музыкин фестивалӗ иртет. Кӑҫал вӑл хӑйӗн форматне тата чиккине ылмаштарӗ.
Программӑна кӗртнӗ мероприятисем тӗрлӗ ҫӗрте: Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин концерт залӗсенче — иртӗҫ. Районсене те ҫитсе килме палӑртнӑ.
Оперӑпа балет театрӗ «Нарспи» оперӑпа «Хуркайӑк ҫулӗ» балет кӑтартӗ. Чӑваш халӑх артисткине Тамара Чумаковӑна халалласа асӑну каҫӗ иртӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Тӑван халӑх сасси», Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Чуна уҫма юрла, тӑван» программӑсемпе паллаштарӗҫ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли — вокалпа симфони музыкипе. Фестиваль гала-концертпа вӗҫленӗ.
Должноҫе палӑртса ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшнине Лидия Филиппова журналист асӑрханӑ.
«Чӑвашла куҫарнӑ чухне васкаса каллех йӑнӑш тунӑ. Ҫавӑн пекки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурчӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать», — чунне ыраттарса палӑртнӑ канӑҫсӑр чунлӑ калем ӑсти.
«Кам вӗсене ҫавӑн пек куҫарса парать-ши? Ҫакӑн пек майпа чӗлхене упраса хӑваратпӑр, ҫавӑн пек ӑна аталантаратпӑр шутланать...» — пӑшӑрханса ҫырнӑ журналист тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ хӑйӗн постӗнче.
Сӑмах май каласан, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫинче «Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ» тесе ҫырса хуни ҫаплипех ҫакӑнса тӑнине те аса илтернӗ журналист.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ.
Пӗлтӗр культура ӳнер учрежденийӗнче 7 ҫӗнӗ постановка лартнӑ. Вӗсене ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ. Раштавӑн 15-мӗшӗнче, сӑмахран, театрта «Яту сан ӗмӗре ҫуталтӑр» музыкӑпа поэзи каҫӗ иртнӗ. Ӑна Казахстанӑн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ Иосиф Дмитриев (Трер) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫав кун тӗлне Лолита Чекушкина композитор Иосиф Трерӑн «Ӑрӑм» поэми тӑрӑх оратори хатӗрленӗ. Проекта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртнӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗнер пысӑк кинозал уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑм ячӗпе театра республикӑ культура министрӗн ҫумӗ Надежда Павлова та пырса ҫитнӗ.
«Ҫеҫпӗл» кинозал валли оборудовани туянма кӑҫал 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана Тӑван ҫӗршыври кинематографие аталанма пулӑшакан федераци фондӗнчен уйӑрнӑ.
Курав залӗнче 472 ҫын вырнаҫаять. Унта цифра кинооборудованийӗ, сасӑ аппаратури, ҫӗнӗ киноэкран, 3D форматлӑ кино кӑтартмалли хатӗр вырнаҫтарнӑ.
Министр ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Культура» нацпроект пулӑшнипе Чӑваш Енре 22 кинозал уҫнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Арслан Вагапов хореографӑн, балетмейстерӑн, педагогӑн тата художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ каҫ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Узбекистанра ҫуралнӑ, ачалӑхне Урал тӑрӑхӗнче ирттернӗ, аслӑ пӗлӗве Ленинградра (халӗ — Питӗрте) илнӗ, унтан ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе опыт пухнӑ ҫав ӑста пирӗн патра та ят-сум ҫӗнсе илнӗ.
Юбилей каҫне пынисем хореографа хакласа нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫине палӑртакан конкурс иртнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Илемлӗх ертӳҫин пуканне асӑннӑ театрта директорта ӗҫлекен Андрей Попов йышӑннӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтерни тӑрӑх хакласан, илемлӗх ертӳҫи пулма пурӗ 5 ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурса хутшӑннисем — ятарлӑ професси пӗлӗвӗллӗскерсем, унсӑр пуҫне тӗп режиссёрта (дирижерта, балетмейстерта) виҫӗ ҫултан кая мар тӑрӑшнӑскерсем. Конкурс комиссийӗ пултарулӑх енчен Пермьри Андрей Попова ҫитекен ҫуках тесе пӗтӗмлетнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче мухтавлӑ режиссёра Иосиф Дмитриев-Трера асра тытаҫҫӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халлалласа ӳнер учрежденийӗ «Яту сан ӗмӗре ҫуталтӑр» музыкӑпа поэзи каҫне ирттерме палӑртса хунӑ.
Пултаруллӑ артистӑн, режиссёрӑн, поэтӑн пултарулӑхне сума сӑвакансем театра раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ҫав каҫ Лолита Чекушкина композитор ҫырнӑ ораторипе паллашма май килӗ. Унӑн никӗсӗнче — Иосиф Трерӑн «Ӑрӑм» поэми.
«Иосиф Александровичпа эпир пӗрле нумай ӗҫленӗ. Вӑл маншӑн пулӑшуҫӑ тата юлташ пулса тӑнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ тапхӑрта вӑл мӗн тери йӗр хӑварнине каласа пӗтерме те ҫук», — тет композитор.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ҫак кунсенче Тӗменпе Ижевск хулисенчи куракансене спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче Тӗменти Пысӑк драма театрӗн сцени ҫине тухӗҫ, раштавӑн 2-мӗшӗнче — Ижевскра, унти Патшалӑх наци театрӗн сцени ҫине.
Гастроль программинче — Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗ, Игорь Муренкон «Ай мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камичӗ тата Юлий Кимӑн «Кто принцессу поцелует?» (чӑв. Принцессӑна кам чуптӑвӗ?) музыкӑллӑ юмахӗ.
Чӑвашла спектакльсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |