Республикӑри пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен хӑш-пӗр проектне 2023 ҫулта Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн гранчӗпе пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «История Нарспи» балет лартма, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» концерт программи валли 5-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне Леонид Андреев пьеси тӑрӑх «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль лартма, Вырӑс драма театрне Борис Полевойӑн «Повесть о настоящем человеке» хайлавӗ тӑрӑх спектакль лартма 3-шер миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
СССР лётчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне «Планеты Солнечной системы» паллаштарупа ландшафт композицине йӗркелеме, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне «Чӑваш юмахӗсем» спектакле вырӑсла тата чӑвашла лартма 1-шер миллион тенкӗ парӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫитес сезон юбилейлӑ пулӗ. 105-мӗш сезонта куракансене харӑсах темиҫе премьера кӗтӗ.
Авӑн уйӑхӗнче Раҫҫей драматургӗн, театрпа кино актерӗн Александр Коровкинӑн хайлавӗ тӑрӑх «Мӑнаккасем» камитпе сцена ҫине тухасшӑн. Спектакле Алексей Герасимов режиссёр лартӗ. Пьесӑна чӑвашла Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Антонова (Матвеева) куҫарнӑ.
Репертуара Александр Островскийӗн «Последняя жертва» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль кӗртӗҫ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева лартӗ. СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Вера Панован «Проводы белых ночей» пьеси тӑрӑх «Уйрӑлу каҫӗ» мюзикл хатӗрлӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитес сезонта Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, актер, сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗ. Кун пирки культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева театрӑн черетлӗ сезонне пӗтӗмлетнӗ май пӗлтернӗ.
Иосиф Трера халалласа вӗрентӳ форумӗ йӗркелӗҫ. Михаил Юхма повеҫӗ тӑрӑх «Шурсямга — молодой волк» (чӑв. Шурҫамка – ҫамрӑк кашкӑр) спектакль лартӗҫ. Вырӑс тата чӑваш классикине тӗпе хурса ача-пӑча спектаклӗсем хатӗрлӗҫ. Михаил Ҫеҫпӗле халалласа тулли сюжетлӑ спектакль лартасшӑн. Пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем ирттерме, тӗлӗнмелле проектсем хатӗрлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ӗҫченӗсем квалификацие ӳстернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 8 ҫын «Пултарулӑх ҫыннисем» регионти программӑпа килӗшӳллӗн пӗлӳ шайне ӳстерӗ.
Вӗрентӗве Раҫҫейӗн театр ӳнерӗн институчӗн тата Кемӗрти культурӑпа ӳнер институчӗн Вӗренӳ центрӗсен никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ. Театр ӗҫченӗсем хӑйсен пӗлӗвне инҫет ҫыхӑну мелӗпе анлӑлатнӑ.
Культура учрежденийӗн директорӗн ҫумӗ Вячеслав Ильин, сӑмахран, «Культурӑри менеджмент тата маркетинг» енӗпе вӗреннӗ.
Кӑҫал кӗркунне театрӑн тата тепӗр 2 ӗҫченӗ пӗлӗве туптӗ.
Иосиф Александрович Дмитриев ман асӑмра вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, пурнӑҫри самантсемпе асра юлнӑ. Чи малтанах, эпӗ ӑна пӗрремӗш хут 1978-мӗш ҫулхи ҫулла Чӑваш академи драма театрӗнче курнине астӑватӑп. Эпир ун чух Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищине вӗренме кӗме пултарулӑх экзаменӗсем тытатпӑр. Пӗр ҫамрӑк ҫын театр картишӗнче темиҫе ачана сӑвӑ вулама пултарайманнишӗн вӑрҫсах тем калать. Ахӑртнех, вӑл комисси ларакан вырӑнтан тухса артист пулма вӗренме кӗрес текен ҫамрӑксене картишне тухсах ятлама шутланӑ пулас. Каярах конкурса хутшӑннӑ май, эпӗ вӑл ултӑ ҫул каярах Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухса халь Мускаври ГИТИСра режиссер пулма вӗренме кӗнине пӗлтӗм.
Иосиф Дмитриев эпир Мускаври аслӑ театр институтӗнче вӗренме пуҫласан пӗрремӗш курса пирӗн пата пынӑччӗ. Пирӗнпе вӑл вӗрентӳ урокӗ пекки те ирттерсе пӑхнӑччӗ. Анчах эпир тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑскерсем, ӑна ӑнланса пӗтереймерӗмӗр курӑнать, вӑл пирӗн пата ҫӳреме пӑрахрӗ. Мускавра вӗреннӗ чух эпир кашни кунах тенӗ пек театрсене ҫӳренӗ, пире вӗрентекенсем уйрӑмах малтанхи курссенче ҫине тӑрсах ҫӳреттеретчӗҫ, тепӗр кун спектакль ҫинчен хамӑр шухӑшсене ыйтса пӗлетчӗҫ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш сезона хупнӑ.
Культура учрежденийӗнче Дмитрий Шостаковичӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Москва, Черемушки!» юрӑ-кӗвӗллӗ камите кӑтартнӑ. Ӑна лартассипе Мускаври Дмитрий Отяковский режиссёр-постановщик тата Питӗрти Оганес Айрапетян ӳнерҫӗ тӑрӑшнӑ.
Куракансем спектакле кӑмӑлласа йышӑннӑ, артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Чӑваш Енри театрсем Раҫҫейри наци театрӗсен пӗрремӗш конгресне хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тетарӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конгресс ӗҫне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ те (сӑнӳкерчӗкре Юрий Владимиров директора асӑрхарӑмӑр) ҫитнӗ.
Конгресс Якут Республикинче ҫӗртме уйӑхӗн 22-26-мӗшӗсенче иртнӗ.
Конгреса ҫӗршыври 27 театр хутшӑннӑ. Пухӑннисем валли тӗрлӗ сесси, режиссёр ӗҫӗсен питчингӗсене ирттернӗ. Отрасльти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явнӑ май нумай нациллӗ сценӑна аталантарасси пирки калаҫнӑ. Тепӗр ыйту — кадрсем ҫитменни. Ҫӗршывӑн пысӑк хулисенче наци драматургӗсем хатӗрлесси тавра калаҫнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ «Атӑлҫи юмахӗ» ятпа наци театрӗсен фестивальне ирттернӗ май Ачасемпе ҫамрӑксен наци драматургийӗн лабораторине ӗҫлеттерет-ха. Конгресра наци чӗлхисене упраса хӑварасси тата сарасси пирки те сӑах хускатнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 8-16-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери III оперетта фестивалӗ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра театрта Дмитрий Шостаковичӑн «Москва, Черемушки» музыкӑллӑ камитне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Фестиваль шӑпах унпа уҫӑлӗ.
«Москва, Черемушки» ӗҫе хальлӗхе Пысӑк тата Мариински театрсенче ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ.
Фестиваль афишинче — Ф. Легарӑн «Веселая вдова» (ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑтартӗҫ), И. Кальманӑн «Марица» ӗҫне — ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче.
Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валериан Пайгусов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ.
Валериан Евстратьевич (26.05.1937-11.03.2001) Етӗрне районӗнчи Тептӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1959-1996 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра Валериан Пайгусов 100 ытла роле калӑпланӑ. Вӑл пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче 20 ҫул ҫитнӗ.
Кӑҫал Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 62-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Унӑн алӑкӗ 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Ун чухне Федор Васильевӑн "Шывармань" наци оперине лартнӑ.
Ҫуралнӑ кун ячӗпе ыран оперӑпа балет театрӗнче гала-концерт пулӗ. Унта театрӑн опера тата балет, симфони оркестрӗн солисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Ку таранччен театрта 160 ытла опера балет, оперетта, мюзикл, ача-пӑча спектаклӗ, юрӑ-кӗвӗ камичӗ лартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |