Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Челепири йӗрке хуралҫисем Чӑвашри ҫамрӑка тытса чарнӑ. Право хуралӗнчисен аллине 1989-мӗш ҫулхи арҫын контрафактлӑ таварпа ҫакланнӑ.
Чӗрӗскер хулари Артиллери урамӗнчи суту-илӳпе кану комплексӗн территорийӗнче пирус сутнӑ. Ку продукцие йӗрке хуралҫисем контрафакт паллиллӗ тесе хаклаҫҫӗ тата тавар ҫине паллӑ брендсен тавар паллине вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ арҫын продукцие туянакансене тӗнче тетелӗ урлӑ шыранӑ. Саккас паракансем тупӑнсан вӑл тавара илсе кайса панӑ.
Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ чух унӑн 6430 сигарет пачки пулнӑ. Ӑна 264 480 тенкӗпе хакланӑ. Контрафакт сутакан тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа штрафлама пултараҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи Элеккӗнушкӑнь ялӗнче юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле лавккана ҫаратнӑ. Сентресем ҫинчен апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, пирус ҫухалнӑ.
Ку ӗҫе кам тунине тӳрех тупса палӑртнӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан 54 ҫулти арҫын хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленнӗ-мӗн. Ӗҫмелли-ҫимелли туянса укҫа пӗтермен — кайнӑ та лавкка ҫаратнӑ.
Ҫаратнӑ лавккана полицейскисем Аза ятлӑ йытӑпа тӑрӗсленӗ. Вӑл шӑршӑпа шӑпах ҫав арҫын патне илсе ҫитернӗ. Лешӗ вӑрланӑ япаласене кил картишӗнчи ҫӑла пытарнӑ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: унччен те вӑл судпа айӑпланнӑ.
Шупашкарти Тӗп пасарта суя продукци сутнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнчен 5 миллион ытла тенкӗлӗх тавар туртса илнӗ.
Пасарта суя кофе, пирус, леденец сутнӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем ҫак ӗҫпе аппаланакан ушкӑна пӳлнӗ. Ушкӑн Кавказ тӑрӑхӗнчи виҫӗ республика ҫыннисенчен тӑнӑ. Вӗсем Чӑваш Ене контрафактлӑ тавар кӳрсе килнӗ. Вӗсене Тӗп пасарта сутнӑ.
Складсене тата суту-илӳ вырӑнӗсене тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 25 пин ытла единица суя кофе, пирус тупнӑ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ суя тавара ӑҫта туса кӑларнине тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса хӑвармалли ҫӗнӗ мел шухӑшласа кӑларнӑ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче лавккара сутуҫӑра ӗҫлекен 20 ҫулти хӗр полицие ҫитнӗ.
Хайхискер ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ҫак кунсенче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, укҫа куҫармалли терминал хуҫи-мӗн вӑл. Арҫын сутуҫа аппарата программӑлама ыйтнӑ.
Ун валли арҫын 1000 тенкӗлӗххине — 2, 500 тенкӗлӗххине — 2, 100 тата 50 тенкӗлӗххине икшер хатӗрлеме ыйтнӑ. Сутуҫӑ ӑна шанса кассӑран укҫа илнӗ. Арҫын укҫана тавӑрма шантарнӑ. Хӗр «кӗмӗле» лешӗ каланӑ номер ҫине куҫарса панӑ.
Унтан арҫын каллех тепӗр «операци» тума ыйтнӑ. Ҫапла пике ултавҫа 10 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Арҫын кайран шӑнкӑравлама шантарнӑ. Анчах паллӑ ӗнтӗ — вӑл ҫухалнӑ. Телефонне сӳнтерсе хунӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫав арҫын кам пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ сутлӑха тепӗр икӗ укҫа конверчӗ кӑларчӗ. Хальхинче пӗрине эпир кӗрхи сӑнпа хатӗрлерӗмӗр. Унпа хуть те мӗнле уявра усӑ курма юрать — пит енӗ ҫине «Саламлатпӑр!» ҫырнӑ. Теприне вара ҫуралнӑ кунпа саламлама хатӗрлерӗмӗр. Икӗ укҫа конверчӗ ҫинче те салам сӑввисем пур. Авторӗсем Владимир Андреев тата Геннадий Дегтярёв.
Укҫа конверчӗсене уйрӑм сутӑҫсенчен (сӑмахран, концертсенче), «Чӑвашпичет» киоскӗсенче туянма пулать. Вӗсен хакӗ — 30–35 тенкӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене «СУМ» ларккара туянма пулать. Хакӗсем: «Ҫуралнӑ кун ячӗпе» — 35 тенкӗ; кӗрхи сӑнпа хатӗрленӗскер — 35 тенкӗ.
Аса илтеретпӗр, маларах эпир чӑваш эрешӗллӗ «Саламлатпӑр!» укҫа конверчӗ тата юбилейпа саламламаллине кӑларса. Вӗсем иккӗшӗ те сутлӑхра пур.
Сӑмах май, нумай туянакансене пӗчӗкрех хакпа сутатпӑр. 100-тен ытларах туянакана хакӗ 20 тенкӗ пулать. Ҫыхӑнмалли номер: 8-(8352)-50-66-17.
Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци савутне сутса яма йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла республикӑн унитарлӑ предприятийӗ, каярах акционерсен обществи туса хунӑ предприятин акци пакетне сутлӑха кӑларнӑ.
Пурлӑх халиччен республикӑн харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Аукционта акцисен 75 процентӗнчен 1 акци сахалтарах сутма палӑртнӑ. Ӑна туянас текенсен малтанласа 27 миллион тенкӗ хатӗрлесе хумалла. Илес текенсем тупӑнсан аукцион вӑхӑтӗнче ку хак хӑпарасси паллӑ ӗнтӗ. Аукционӑн пирвайхи утӑмне 1 миллионпа хакланӑ. Суту-илӳ кунне юпа уйӑхӗн 17-мӗшне палӑртса хунӑ. Савутӑн ҫӗнӗ хуҫи пулса тӑрас текенсен заявкисене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакассинче вырнаҫнӑ савут вилнӗ выльӑха тирпейлесе ашпа шӑмӑ ҫӑнӑхӗ хатӗрлет.
Ҫак кунсенче Шупашкарти лавккасем четреме ерчӗҫ пулӗ. Ара, пирӗн пата «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» каларӑм ертӳҫи пӗр кӗтмен ҫӗртен персе ҫитнӗ-ҫке-ха.
Малтах вӑл Тӗп пасара тӗрӗсленӗ. Александр Молочко унта наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман, мӗншӗн тесен вӑл кӑлтӑксем тупнӑ. Чӑннипе, ҫав пасара апат-ҫимӗҫ туянма хам та ура ярса пусмас тесе сӑмах панӑччӗ. Урамра пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла сутакансем шутсӑр харсӑр, темӗн те пӗр каласа хӑртма пултараҫҫӗ. Сентре ҫинче вӗсен яп-яка та ҫап-ҫавра улма-ҫырла выртать. Хакӗ те пысӑках мар пек. Анчах хутаҫа мӗн тултарса параҫҫӗ вӗсем? Ятарласа витӗр курӑнманни, хура тӗсли ҫине яраҫҫӗ тата. Пӗррехинче унтан панулми туянтӑм. Ара, сентре ҫинче йӑлтӑртатса кӑна выртать те иртсе кайма хал ҫитмерӗ. Сутуҫӑ ҫимӗҫе мӗншӗн хура хутаҫа тултарни пирки шухӑшлама ӑс ҫитмерӗ-ха. Киле кайнӑ чухне ӑнсӑртран ӑнлантӑм: ҫӗрӗккине талтарман-ши вӑл? Хутаҫа уҫса пӑхрӑм кӑна – тарӑхса кайрӑм. Чӑнах та ҫӗрме пуҫланӑ панулми! Ирӗсӗрех ывӑтма тиврӗ.
Тепрехинче пасарта айккинче сӑнаса тӑнӑ чухне сутуҫӑсем ҫынсене улталамалли тепӗр меслетпе усӑ курнине асӑрхарӑм.
Лавккара сутӑнакан теттесенче хими япали нумайрах пулнине тупса палӑртнӑ. Погремушкӑра стирол пулнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ лавккасене тӗрӗсленӗ. Китайра туса кӑларнӑ тетте пахалӑхӗ вӗсене тивӗҫтермен. Унра хими япали пуррине тупса палӑртсан лавккана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ку лавкка Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Сутӑнакан пур тетте те пахалӑхсӑр пулман. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ иккӗленӳ ҫуратнӑ.
Ҫав теттене 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Китайра туса кӑларнӑ. Вӑл таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшсе тӑман. Лавкка хуҫин куншӑн явап тытма тивӗ. Штрафшӑн укҫа сахал мар кӑларса хумалла: 300 пин тенкӗ. Теттене сентре ҫинчен илсе тӗп тунӑ.
Шупашкара «Магазинно» телекӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко килнӗ. «Пятница» телеканал ӗҫченӗсем хулари Тӗп пасарта пулнӑ.
Хӑнасем пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ. Пасар хуҫи вырӑна ҫитиччен Молочко иҫӗм ҫырлине, хурмана, панулмине, арпуса тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ. Хурмапа арпусра кӑштах нитрат нумайрах пулнӑ. Помидорпа хӑярта вара — питӗ лайӑх. Александр Молочко темиҫе хутаҫ помидорпа хӑяр туяннӑ.
Телеертӳҫе аш-какай килӗшнӗ. Анчах павильонра срокран тухнӑ кӑлпасси те тупнӑ. Пӗтӗмпе 40 пин тенкӗлӗх кӑлпасси юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна тӳрех тӗп тума каланӑ. Апат-ҫимӗҫӗн сертификачӗ, санитари пирки те асӑрхаттарусем пулнӑ. Шел те, Тӗп пасар «Магазинно» наклейкӑна тивӗҫмен.
Шупашкарта харӑсах темиҫе вырӑнта «Светофор» магазин уҫӑлни чылаях пулмасть-ха. Маларах хӑшӗсем ырӑпах асӑнакан ҫав лавккара юлашки вӑхӑтра 200 тенкӗрен кая мар тавар илмелле йышӑннӑ. Пӗрисем кун пек ыйтнине кура тухса кайнӑ, теприсем тӗрӗслӗх шырама тытӑннӑ. Юлашкинчен асӑннисем Роспотребнадзорӑн пайӗсене ҫӑхавлама тытӑннӑ.
Сӑмах май каласан, ку сеть лавккисем федерацин 20 ытла регионӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен, пурӗ 300 ытла точка уҫнӑ.
«Йӳнӗ таварсен лавкки» тесе хӑйне рекламӑлакан Шупашкарти «Светофорта», акӑ, 200 тенкӗрен каярах суммӑлӑх (ытти хуласенче ку виҫе 500 тенкӗпе те танлашать) сутмаҫҫӗ.
Сахалтан та ҫавӑн чухлӗ суммӑлӑх тавар туянма хисетни, Роспотребнадзор управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна пӑсни пулать, ун пек тума пӗр саккун та ирӗк памасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |