Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн экономика министрӗпе Владимир Аврелькинпа тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе Леонид Черкесовпа хулари общество апатланӑвӗн тата суту-илӳ предпрятийӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ.
Михаил Игнатьев вӗсенче Чӑвашра туса илекен апат-ҫимӗҫ пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ӑна вӑл лавккасен сентрисем ҫинче, кафесемпе ресторансен менюнче шыранӑ.
Тӗп хулари Гагарин урамӗнчи «Парус» тата Константин Иванов урамӗнчи «Евразия» кафесене Элтепер ырланӑ. Унти апат-ҫимӗҫ те паха имӗш, ассортимент та анлӑ-мӗн. «Смак-Гурмэ» суту-илӳ ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Александр Никоноров апат-ҫимӗҫрен 80-а яхӑн проценчӗ — Чӑвашра туса илни.
«Россия» ресторанпа ҫавӑн ятлӑ хӑна ҫуртне ҫитсен Михаил Васильевич территорие хӑтлӑх кӳме сӗннӗ. Официантсем апата епле ҫимӗҫрен хатӗрленине те пӗлсех кайман курӑнать.
«Мега-Галакси» суту-илӳпе кану комплексӗнче Михаил Игнатьев волонтерсем официант евӗр ӗҫлеме хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслеве пӗтӗмлетнӗ май Элтепер потребитель пасарӗнчи лару-тӑрӑва тӗрӗслесси влаҫ органӗсен тӗллевӗсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ.
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Мускаври Семенов тӳремӗнче чӑваш ял хуҫалӑх производителӗсен продукцийӗсен ярмӑркки уҫӑлнӑ. Унта Чӑвашри агрофирмӑсем, хресчен фермер хуҫалӑхӗсем хӑйсен апат-ҫимӗҫне кӑларнӑ. Пӗр эрнере Мускавра пурӑнакансем чӑваш пылне, кӑвасне, ҫӑкӑрне тутанма, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ туянма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин шатерӗ таҫтанах курӑнать. Ярмӑрккӑ хӑнисене республикӑри ушкӑнсем юрӑпа кӗтсе илеҫҫӗ. Унта Шупашкар, Ҫӗрпӳ районӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитнӗ.
Чӑваш ҫимӗҫне кӑларакан предприяти пайташӗсем ярмӑрккӑна килнӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш квасӗпе кӗтсе илнӗ. Чӑваш Ен мускавсене хӑналама, тӗлӗнтерме яланах хапӑл. Ярмӑрккӑра сувенирсем, ҫӑматӑсем та пулнӑ.
Шӑрттана уйрӑмах кӑмӑлланӑ. Ӑна пӗрремӗш кухинех илсе пӗтернӗ. РФ Преиденчӗ ҫумӗнчи Чаваш Республикин тулли праваллӑ пайташӗ Леонид Волков ҫын организмӗшӗн хамӑр ӳстернӗ пахча ҫимӗҫ усӑллине аса илтернӗ.
Паянтан пуҫласа Европа пӗрлешӗвӗнче 1600 ваттран хӑватлӑрах тусанҫӑтӑшсене (пылесоссене) лавккасенче сутма, туса кӑларма тата ытти патшалӑхсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Саккун кӑларакансен шухӑшӗпе ку 2020 ҫул тӗлне 19 тераватт-сехет перекетлеме май парӗ. Ку виҫе 4 электростанци хӑвачӗпе танлашать имӗш.
Еврокомисси пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак вӑхӑтччен сутакан тусанҫӑтӑшсен вӑтам хӑвачӗ 1800 Вт-па танлашнӑ. Уйрӑмах юлашки кунсенче суту-илӳ хӗрӳ пынӑ — 1600 ваттран хӑватлӑраххисем ытти кунсемпе танлаштарсан 50% ытларах сутӑннӑ. 2000 ваттлисене вара пушшех те туянса пӗтернӗ.
Тепӗр 3 ҫултан саккун тата та вӑйлӑланӗ — 2017 ҫулхи авӑнӑн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа 900 ваттран хӑватлисене сутма юрамӗ. Ҫак саккуна ҫыракансен шухӑшӗпе тусан пуҫтарасси аппарат хӑвачӗпе пӗрре те ҫыхӑнман имӗш. Тусанҫӑтӑшсене хӗстереҫҫӗ пулсан кофемашинӑсене ирӗк парасшӑн — вӗсен хӑватне унччен чарни электроэнергие ытлашшиех перекетлемест иккен.
Хуласенче кӗркунне «Кӗр парни» уйӑхлӑх йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Хальхи иртнӗ вырсарникун уҫӑлнӑ.
Кун пек уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче хуласенчи суту-илӳ вырӑнӗсене ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене ирӗклӗн усӑ курма май параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вырӑн укҫа ыйтмаҫҫӗ.
Шупашкара илсен, тӗп суту-илӳ вырӑнӗсене Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра, «ДАР» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ. Тӗп хулара кӑна мар, республикӑри район центрӗсенче те «Кӗр парни» халӑха кӗтет. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче уйӑхлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурлан 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӗҫ.
РФ Экономика министерстви апат-ҫимӗҫ хакӗсем самай ӳснине палӑртнӑ. Ҫакна ҫурлан 15–21-мӗшӗсенче ирттернӗ мониторинг кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн пӗтӗмлетнӗ.
Министерство палӑртнӑ тӑрӑх, чӑх, сысна какайӗсен, пулӑ, услам ҫу хакӗсем хӑвӑрт ӳснӗ. Ытларах аш-какай хакланнӑ: пӗр эрнере 0,5 процент ӳснӗ (ҫулталӑк пуҫланнӑранпа — 19,9%). Чӑх какайӗ пӗр эрнере 0,9% хакланнӑ.
Пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла хакӗ вара йӳнелнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, апат-ҫимӗҫ хакӗ 7,9% ӳснӗ. Ку кӑтарту 2009 ҫултанпа пулман.
Ветеринари службин ӗҫченӗсем Шупашкарти пасарсенчи апат-ҫимӗҫе тӗрӗслеҫҫӗ.
Какайра трихинеллез ҫук-и? Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлара радиаци ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслеҫҫӗ. Пыла, пулла, сӗте те тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ.
Лавкка сентрисем ҫине ҫирӗп тӗрӗслев витӗр тухнӑ ҫимӗҫсем ҫеҫ лекеҫҫӗ. Санкцисем пасарсене, таварсене витӗм кӳмен.
ЧР патшалӑх ветеринари тӗрӗслевӗн аслӑ инспекторӗ Алексей Семенов каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ Чӑваш Ене ытларах кӳршӗ регионсенчен килет: Тутарстанран, Мари Элтан, Чулхула облаҫӗнчен. Импорт ҫимӗҫсем те пур. Хӑшӗ-пӗрине Турцирен, Египетран кӳрсе килеҫҫӗ.
Республикӑра «Вырӑнтине суйла — хамӑрӑннине туян» акци иртмелле. Ҫав ыйтупа ӗнер Ял хуҫалӑх министерствинче канашлу пухнӑ.
Ҫак акцие ҫӗршыв Президенчӗн хӑш-пӗр ятарлӑ экономика мерисем йышӑнассипе ҫыхӑннӑ Хушӑвне пурнӑҫласа йӗркелеҫҫӗ иккен. Хамӑр патри продукци пирки халӑх патне тӗллев лартнӑ май ҫынсене кунти патне илӗртесшӗн.
Республикӑри акци авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса раштав таран пымалла. Ӑна пуҫараканӗсем — Ял хуҫалӑх, Экономика аталанӑвӗн министерствисем. Акци операторӗ — Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати.
Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче хамӑр патри продукци ҫинчен каласа кӑтартакан информаципе анлӑ паллаштарма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли радио-телевиденипе хаҫатран тытӑнса реклама экранӗсемпе урамра ҫырса ҫакасси таранах шухӑшлаҫҫӗ.
Телевизорпа «Тӗрӗслевлӗ туяну» текен проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ку вӑл Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗринпе ирттерекен ҫавӑн йышши кӑларӑма ҫывӑх пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче хамӑр патри тата республика тулашӗнче кӑларакан продукцие туянӗҫ те ӑна экспертсем хаклӗҫ.
Хула кунӗнче тата ун умӗн, ҫурлан 16-мӗшӗнче, Шупашкарта эрех-сӑра сутассине чакарӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ постановлени йышӑннине пӗлтерет.
Хула кунне халалланӑ массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнта эрех-сӑра сутма пачах чарӗҫ. Ҫак кунсенче хулари чылай лавкка сентрисем ҫинчен алкоголь шӗвекне пуҫтарӗҫ. Общество апатланӑвӗн предприятийӗсем те менюран эрех-сӑрана кӑларӗҫ. Предприяти ертӳҫисене йӗркене пӑссан штраф тӳлеттерӗҫ.
«Ирӗклӗх» «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» ҫыпӑҫтаркӑчсене пур ҫӗре те ҫитерме тӑрӑшать. Организаци ертӳҫи Дмитрий Степанов каланӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ общество транспортӗнче хӑйсене ӑнланмасран шикленсе чӑвашла калаҫма вӑтаннӑ. Халӗ вара ҫыпӑҫтаркӑчсене курсан хӑрамасӑрах тӑван чӗлхепе пуплеме пултараҫҫӗ.
«Чӑвашпичечӗ» чӑвашла калаҫма тытӑнсан «Ирӗклӗх» хастарӗсем ҫырусемпе ытти предприятисем патне тухнӑ. «ТАВ» суту-илӳ компанийӗ ҫырӑва пӗрремӗш хуравланӑ.
«Эпир сирӗн ҫырӑва пӑхса тухрӑмӑр, акцие хутшӑнма хатӗр. Лавккасенчи сутуҫӑсем хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменни пирки ыйтӑм ирттертӗмӗр. Пур лавккара та, Улатӑртине шута илмесен, чӑвашла пӗлекенсем ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ хуравра.
«Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырни ҫитес вӑхӑтра «ТАВ» компанин Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Вӑрнарти, Йӗпреҫри, Патӑрьелти, Каҫалти, Шӑмӑршӑри лавккасенче пулмалла.
Раҫҫейри харӑсах виҫӗ савут хӑйӗн мӗнпур ӗҫченне канма янӑ. Ҫак вӑхӑтра производство пуҫӗпех чарӑннӑ. Канаканнисен шутӗнче — Тольяттинчи «АвтоВАЗ», «GM-АвтоВАЗ» тата Volkswagen концернӑн Калугӑри савучӗ.
Юлашкинчен асӑннин ӗҫченӗсем утӑн 28-мӗшӗнче канма кайнӑ та ҫурлан 25-мӗшӗччен ӗҫ пирки шухӑшламасӑр пурӑнӗҫ. «АвтоВАЗ» ӗҫченӗсен канӑвӗ пӗр эрне кӗскерех пулӗ — ҫурлан 18-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗнӗҫ. «АвтоВАЗ» ытти ҫул халӑха массӑллӑ канма яман иккен.
Маларах Раҫҫейри ытти хӑш-пӗр савут та хӑйсен ӗҫченӗсене канма янӑ. Анчха вӗсем кӗҫ-вӗҫ ӗҫе тухмалла. Всеволожскри Ford ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗнӗ, Питӗрти Hyundai — ҫитес уйӑхӑн 4-мӗшӗнче.
Савутсем кансан та унти хуралҫӑсем, урапа (машина) юсакансем тата ытти ҫавӑн йышши тытӑм пурпӗрех ӗҫлӗ.
Тепӗр хыпар та пур. Европа усламҫисен ассоциацийӗн шучӗпе кӑҫал Раҫҫейре ҫӗнӗ урапа сутасси 12 процент, е 335 пин штук, чакса 2,45 миллион штукпа танлашмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |