Юлашки вӑхӑтра ял эрех ӑшне путни кулянтарать. Арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те черкке енне туртӑнаҫҫӗ. Намӑс-симӗс пирки манса пыраҫҫӗ. Ачисен умӗнче хӑть вӑтанасчӗ.
Пӗррехинче чӳречерен пӑхрӑм. Курах кайрӑм: ӳсӗр хӗрарӑм урам варрипе саркаланса, тайкаланса утать. Чим-ха, ара, ку манӑн класс ертӳҫи вӗт. Хӗллеччӗ. Хайхискер юр тӑрӑх нуски вӗҫҫӗнех утрӗ. Ҫӑматне аллинче тытнӑ. Пӗр кинемей патӗнчен килнине тӳрех чухларӑм. Ялан ҫавӑнта пухӑнаҫҫӗ вӗсем. Лешӗн патӗнчен тухнӑ чухне пушмакне те тӑхӑнайман шельмӑ ӳсӗр хӗрарӑмӗ. Тепӗр тесен, кунран тӗлӗнмерӗм. Вӑл тахҫанах черкке тӗпӗнче телей шырать. Упӑшкине пытарнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ тӗллевне ҫухатрӗ вӑл. Турӑ ача-пӑчаллӑ пулма пӳрмерӗ вӗсене. Питӗ лайӑх вӗрентекенччӗ вӑл. Ачасемпе пӗрле ялсем тӑрӑх концертсемпе ҫӳретчӗ. Чӑваш литературипе чӗлхин урокӗсене питӗ лайӑх ертсе пыратчӗ. Упӑшки шартлама сивӗре шӑнса вилнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫ кустӑрми аялалла кусма пуҫларӗ унӑн. Ҫурчӗ ӗҫкӗҫсен йӑвине ҫаврӑнчӗ. Кунӗпе кам кӑна хутламасть-ши унта? Йӗркеллӗ пурӑннӑ хӗрарӑмах ҫапла пулса кайрӗ.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Йӗпреҫ районӗнче пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллашма Шупашкартан пырса ҫитнисене вырӑнти тӳре-шара хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫ пирки отчетланӑ.
Республикӑран кайнисем те трибуна умне тухнӑ. Михаил Игнатьев обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗпе район Чӑваш Енре чи начарри пулнишӗн ӳпкеленӗ.
Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫи, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Малов йӗпреҫсене хӳтӗлеме пӑхнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатланури тавар ҫаврӑнӑшӗ чакнин сӑлтавӗнчен пӗри уйрӑлакансен хисепӗ 12 процент сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Николай Малов шучӗпе, ҫемьесем арканманнине кура «килте лайӑхрах та тутлӑрах пӗҫереҫҫӗ».
Сӑрана рекламӑланӑшӑн явап тыттарӗҫ. Лавкка вырнаҫнӑ ҫурт ҫинче унӑн ячӗ ҫакӑнса тӑнӑ — «Свежее разливное пиво» (чӑв. Ярса памалли сӑра). Анчах лавкка ача-пӑча спорт шкулӗнчен 30 метрта кӑна вырнӑҫнӑ пулнӑ. Ҫитменнине, ҫывӑхра ача-пӑча лапамӗ пулнӑ.
Полици уйрӑмӗ ку рекламӑна саккунсӑр майпа вырнаҫтарнӑ тесе монополипе кӗрешекен службӑна пӗлтернӗ. Ведомство ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра лавкка ҫинчи реклама ҫухалнӑ. Баннера хура тӗспе сӑрланӑ.
Сӑмах май, ача-пӑча, вӗренӳ, медицина, санаторипе курорт, сывлӑха ҫирӗплетмелли организацисен, театр, цирк, музей, культура ҫурчӗ, концерт, курав залӗсен ҫывӑхӗнче алкоголь продукцине рекламӑлама юрамасть. Кунашкал реклама асӑннӑ учрежденисенчен 100 метр аяккарах пулмалла.
Нумаях пулмасть Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «фанфуриксене» 30 кунлӑха сутма чарасси пирки йышӑну тунӑччӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Ку йышӑну кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑйран тухмаллаччӗ. Анчах Роспотребнадзор «фанфурика» 60 кунлӑха сутма чарма сӗннӗ. Премьер-министр вара ҫакна ырланӑ, паян ку йӗркене тӑсма йышӑннӑ.
РФ Правительстви «фанфурик» сутма чарнӑ вӑхӑтра Раҫҫейре ку эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ чакнине ӗнентереҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейре спиртлӑ шӗвексене, 25 процент ытлараххисене, сутма чарнӑ. Ку йышӑну 30 талӑк вӑйра пулӗ.
Ҫак тапхӑрта Роспотребнадзор 70 ытла суту-илӳ тата усламҫӑсене объектне тӗрӗсленӗ, йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Спиртлӑ 26 шӗвеке лабораторие тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Продукци йӗркепе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртман. Сутма юраман шӗвеке лавкка сентрисем ҫинче асӑрханӑ. Кунашкал икӗ тӗслӗх пулнӑ. Шупашкарти «Ярмарккӑ» суту-илӳ комплексӗнче «Огуречный», «Персиковый», «Грейпфрутовый», «Медовый» лосьонсем сутнӑ. Пӗтӗмпе 147 штук. Ку 14,7 литрпа танлашать.
Кун пирки ШӖМе пӗлтернӗ. Канашра «Промхозстройра» вара пӗр «Медовый» тоник сутнӑ.
Юлашки вӑхӑтра уявсенче ҫын нумай пухӑнакан вырӑнта эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кунашкал чару Ҫӗнӗ ҫулта та пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ. Вӗсем алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутма юрамӗ.
Чи малтан ку Хӗрлӗ тӳреме пырса тивет. Ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккасене те эрех-сӑра сутса тупӑш тума май килмӗ.
Чӑваш Енри психиатр-наркологсем пирӗн республика ертӳҫипе Михаил Игнатьевпа пӗр шухӑшлӑ. Тухтӑрсем региона ертсе пыраканӑн пуҫарӑвне ырланине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗччӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура та сӳтсе явнӑ. Тӗрӗссипе, фанфурик сутакансене республикӑра унччен те ырламастчӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва республика парламентӗнче те хускатман мар.
Михаил Игнатьев спиртлӑ хутӑшсене сутма чарас пуҫарӑвне Республикӑн наркологи диспансерӗн психиатр-наркологӗсем ырланине ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев Иркутск облаҫӗнче ҫынсем катӑркас настойкине ӗҫсе вилни пирки калаҫнӑ. Унта кунашкал шӗвеке ӑша ярса 40 ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Михаил Игнатьев ҫакна япӑх тӗслӗхпе танлаштарнӑ: аптекӑсенче настойка (халӑхра ӑна «фанфурик» теҫҫӗ) сутни акӑ мӗн патне илсе ҫитерет.
Канашлура Михаил Игнатьев республикӑра «фанфурик» сутассине чарса лартма хушнӑ. Ку сахалтан та тӗрӗслев мероприятийӗсем вӗҫлениччен тӑсӑлӗ.
Эрех сутакан заведенисене шыраса малашне хальхи пек 70 метр мар, 100 утӑм таран кайма тивӗ. Эрех ярса паракан заведенисене социаллӑ объектсенчен унчченхилле 70 метр мар, 100 метрта ҫеҫ уҫма ирӗк паракан саккун тухнӑ. Республика шайӗнче йышӑннӑ ӗҫлӗ хут раштавӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Вӑл нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ, эрех-сӑрана ваккӑн сутакан кафесене пырса тивет.
Тепӗр улшӑну та пур. Пӗчӗк кӑна кӗтес йышӑнаканнисене эрех ярса пама чарӗҫ. Кафере 8 сӗтелтен кая мар вырнаҫни кирлӗ, унта 32 ҫын лармалӑх вырӑн тупмалла. Эрех ӗҫтерекен заведенисен калӑпӑшӗ 100 тӑваткал метртан кая мар пулмалла. Уйрӑм вырнаҫнӑ кафесенче эрехе ирхи 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен кӑна суттарӗҫ.
Социаллӑ объектсенчен инҫерех пулмаллине маларах асӑнтӑм та, 100 метртан ҫывӑхарах ларнине кура Шупашкарти «На привале» тата «Кубанская Лоза» кафесене хупма ӗлкӗрнӗ. Чару хулари тата тепӗр 24 заведение пырса тивӗ.
Шупашкарти Мир проспектӗнче тӗлӗнсе каймалла «У Петровича» кафе пурӑнать. Ӑна йӗрке хуралҫисем те тарӑхаҫҫӗ, хула ҫыннисем те. Вӑл пур, пӗр уҫӑлнӑскер, ҫаплипех ӗҫлет.
Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнманнине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура ҫӗртме уйӑхӗнчех палӑртнӑччӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме пакунли тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑччӗ.
Хулара пурӑнакансемпе Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков раштавӑн 8-мӗшӗнче тӗл пулсан та ҫынсем Петрович пирки аса илнӗ, кафене пула ӳсӗрсем ҫӳрени, шӑв-шав тӑнине пӗлтернӗ.
Тӗп хуламӑрӑн сити-менеджерӗ ку ыйтупа ӗҫлени пирки хуравланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кунашкал кафесене ӗҫлемелли йӗркене ҫирӗплетни пирки каласа панӑ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн эрех ярса паракан хупахсенче пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 100 тӑваткал метртан сахалрах мар, лармалли сӗтелсен шучӗ саккӑртан кая мар пулмалла. Вӗсен 10-па 22 сехет хушшинче кӑна ӗҫлеме ирӗк пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |