Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Шупашкарти Ксения Собчак штабӗ алӑ пуснисене вӑхӑт тухиччен пуҫтарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Тимӗр Акташ 19.01.2018 10:47 | 1963 хут пӑхнӑ
Политика

Ксения Собчакӑн Чӑваш Енри штабӗ ӑна Раҫҫей президент суйлавне хутшӑнма кирлӗ алӑ пуснисене пухассин планне вӑхӑт пӗтиччен пурнӑҫланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗн корреспондентне Чӑваш Енри штаб координаторӗ Дарья Комарова пӗлтернӗ.

— Кӑрлачӑн 17-мӗш тӗлне эпир 2500 ҫеҫ кирлӗ пулин те пурӗ 2680 алӑ пусни пухрӑмӑр, — тенӗ Комарова.

Собчакпа тата ытти пулас кандидатсемпе ҫыхӑннӑ телесюжетсене федераллӑ телеканалсем ҫеҫ мар кӑтартаҫҫӗ, вырӑнти ЧПТРК та. Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче тухнӑ телесюжетра паллӑ телеертӳҫӗн штабӗнчен Шупашкартипе федералли хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартнӑ. Видеокадрсенче ҫавӑн пекех вырӑнти хастарҫӑсем пулнӑ, алӑ пуснисене пухасси мӗнле пынине сӑнлакан стенд. Цифрӑсене ӗненсен чи сахалтан кирлӗ алӑ пуснисен шутне пухакансем кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех пухайнӑ. Корреспондент каланӑ тӑрӑх Шупашкарти хастарҫӑсем малалла Ксения Собчакӑн Мари Элти штабне пулӑшӗҫ.

Ксения Собчакӑн Шупашкарти штабӗ Калинин урамӗнчи 109 ҫуртӑн 1-мӗш хуралтинче вырнаҫнӑ. «Шупашкар трикотажӗ» хапрӑкпа тата 2-мӗш полици уйрӑмӗпе юнашар. Кунта ӗҫлӗ лару-тӑру-хуҫаланать. Урамра иртсе каякан суйлавҫӑсемпе ӗҫлеме кунта куҫса ҫӳрекен юрта пур — вӑл ӗҫри реквизит. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗпе Тӗнче тетелӗнче тухнӑ пӗр журналистӑн репортажне сӑнлама та усӑ курнӑччӗ.

— Штабри пилӗк ӗҫтеше 72 алӑ пуснисене пухакан пулӑшать, — пирӗн корреспондента пӗр хастарҫӑ ҫапла ӑнлантарчӗ. Ку йӗркесен авторӗ алӑ пусмалли хут ҫине хӑй те алӑ пусрӗ, уншӑн открыткӑсем тата Собчакӑн илемлетнӗ буклечӗсене тивӗҫрӗ, штабри ӗҫлӗ лару-тӑрӑва ӳкерсе илчӗ.

#суйлавсем, #Шупашкар, #политика, #Мари Эл

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2018.01.19 10:48
Аçтахар Плотников
Асӑрхаттаратӑп: хыпара вырӑсларан Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи валли куҫарнӑ, ҫавӑнпа текста тиркеме кирлӗ мар :).

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем