
Анатолийпе Виталий Глазковсене пауэрлифтинг енӗпе «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята панӑ. Хушӑва РФ Спорт министерстви алӑ пуснӑ. Каччӑсем Суздаль хулинче иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Анатолипе Виталий — йӗкӗреш. Куславкка каччисем Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗреннӗ. Халӗ ӗҫлеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт валли вӑхӑт тупаҫҫӗ: ҫамрӑксем ӑсталӑхне Шупашкарти В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче аталантараҫҫӗ.
Виталий – паурлифтинг енӗпе Ази первенствин ҫӗнтерӳҫи, Анатолий Раҫҫейри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ шутланать.

Шупашкара ҫӗршыври чи маттур ҫӑмӑл атлетсем пуҫтарӑнӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче хулари «Олимпийски» стадионта Шупашкара ҫӗршыври ҫӑмӑл атлетсем пуҫтарӑнӗҫ. Унта 72 регионти спортсменсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем чупассипе, хӑварт утассипе, сикессипе, ывӑтассипе ӑмӑртӗҫ.
Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗнче наградӑсен 22 пуххине выляттарӗҫ.
Ӑмӑртӑва ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре уҫӗҫ.

Алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Александров спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Нумаях пулмасть вӑл Японирен виҫӗ медальпе таврӑннӑ.
Кирилл ишесси енӗпе палӑрать. Спортӑн ку тӗсӗпе вӑл пӗчӗк чухнех кӑсӑкланма тытӑннӑ, ашшӗ-амӑшӗ ӑна бассейна илсе кайнӑ. Кирилл Японири Фудзи-Сидзуока хулинче иртнӗ ӑмӑртура арҫын спортсменсемпе ӑмӑртса виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ: икӗ «ылтӑн» тата пӗр «кӗмӗл».
Сӑмах май, нумаях пулмасть Кирилл Александров Калуга хулинче иртнӗ чемпионатра Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Палӑртса хӑварар: Кирилл – 14 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать.

Пирӗн ентешсем, спортсменсем, Раҫҫей чемпионатӗнче пирӗн республика чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ.
Ӑмӑрту ҫивӗч пулнӑ: 300 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн ентешсем 3 медаль ҫӗнсе илнӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Фарход Рахмоналиев (52,2 килограмм таран) финалта выляса ярса кӗмӗл медель илнӗ.
Хӗрарӑмсен хушшинче ӑмӑртса Вера Лоткова (56,7 килограмм таран) тата Ева Митрякова (61,2 килограмм таран) пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Палӑртса хӑварар: спортсменсем Шупашкарти 11-мӗш спорт шкулӗнче Антон Григорьев тата Александр Шмелев тренерсем патӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ.

Чӑваш спортсменӗсем сетокан-карате енӗпе иртнӗ чемпионатра Маврикире иртекен тӗнче чемпионатне кайма путевка ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Люберцы хулинче пулнӑ.
Пирӗн спортсменсем — Виктор Фомиряков, Владимир Тютин, Артем Портнов тата Сергей Петров — командӑпа тупӑшнӑ кумитэре ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӗсем авӑн уйӑхӗнче иртекен тӗнче чемпионатне кайма хатӗрленеҫҫӗ.
Александр Максимов вара тепӗр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл харпӑр катӑра иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: спортсменсем «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптаҫҫӗ, тренерӗсем – Дмитрий Фомиряков, Сергей Фомиряков тата Валерий Фадеев.

Шупашкар спортсменӗ Виталий Глазков пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ Ази первенствинчен ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту Китайри Хайнань провинцире ҫу уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче иртнӗ. Китайри первенствӑна каймалли путевкӑна вӑл кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Мускавра иртнӗ Раҫҫей первенствинче ҫӗнсе илнӗ. Ун чухне Виталий 490 килограмм пухса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Пирӗн ентеш Китайра 53 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл виҫӗ енлӗ кӗрешӳре пӗтӗмпе 500 килограмм пухнӑ.
Палӑртса хӑварар: Виталий В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Тренерӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Вячеслав Кастрюков.

Улатӑрта пурӑнакан Варвара Николаева 9 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем хӑйӗнчен пысӑк.
Варвара спортра ҫитӗнӳсем тӑвать. Ахӑртнех, ун пирки кӗҫех Улатӑрта мар, ҫӗршывӗпех пӗлӗҫ. Вӑл халӗ Чӑваш Енӗн каратэ енӗпе пӗрлештернӗ командине кӗрет.
Варвара татами ҫинче – 4 ҫул ҫурӑранпа. Тантӑшӗсем урамра пуканелле вылянӑ чухне вӑл спортпа пиҫӗхнӗ. Вӑл тӗнче чемпионӗ Сергей Сергеев патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Варя ку таранччен вун-вун турнира хутшӑннӑ. Анчах ку уншӑн – ӑнӑҫу ҫулӗн пуҫламӑшӗ кӑна-ха.

Пуш уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Краснодар крайӗнчи Архипо-Осиповка хулинче маунтинбайк енӗпе «кӗске ҫаврӑм» дисциплинӑра Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем те, Олимп резервӗсен В. Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортсменсем, хутшӑннӑ. Пухмача вӗсем виҫӗ медальпе пуянлатнӑ.
Алина Карлова хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче тупӑшса Раҫҫей Кубокӗн пӑхӑр медальне ҫӗнсе илнӗ. Полина Иванова 15-16 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче вӑй виҫнӗ, Иван Семенов 13-14 ҫулсенчисемпе тупӑшнӑ. Иккӗшӗ те кӗмӗл медаль хуҫисем пулса тӑнӑ.

Италире иртнӗ Паралимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрештернӗ команди медальсен зачетӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан пирӗн 6 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем 12 медаль ҫӗнсе илнӗ: 8 ылтӑн, 1 кӗмӗл тата 3 пӑхӑр медаль. Палӑртса хӑвармалла: Паралимп вӑййисен историйӗнче ҫавӑн пек сахал атлетпа ҫавӑн чухлӗ медаль ҫӗнсе илни пулман.
Анастасия Багиян йӗлтӗрпе чупса 3 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, Иван Голубков вара — 2 ылтӑн медаль. Ту йӗлтӗрӗпе янӑракан Варвара Ворончихина тӳрех 4 медаль илнӗ: 2 ылтӑн, пӗр кӗмел тата пӗр пӑхӑр. Алексей Бугаев пухмача пӗр ылтӑнпа тата икӗ пӑхӑрпа пуянлатнӑ.

Чӑваш Енри велочупуҫӑ Евгений Евграфов нейтраллӑ статус илнӗ. Ку ӑна тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма май парать.
Нейтраллӑ статуса вӑл Пӗтӗм тӗнчери велочупуҫӑсен пӗрлӗхӗнчен илнӗ. Ҫапла вӑл халӗ UCI календаре кӗртнӗ тупӑшусене хутшӑнма пултарать.
Палӑртса хӑварар: Евгений Евграфов 27 ҫулта, вӑл – Раҫҫей спорт мастерӗ тата Раҫҫейӗн велоспорт (маунтинбайк) енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Евгений Шупашкарти Олимп резервӗсен В.Ярды ячӗллӗ 7-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
