Чӑваш Енри спортменка Алиса Петрова Сауд Аравийӗнче иртнӗ экстремаллӑ чупура финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ҫапла вӑл 80 пин доллара тивӗҫнӗ.
Чупу пуш хирте иртнӗ. Спортмсенсем тӗрлӗ чӑрмавлӑ дистанцире хӑйӑр тӑрӑх чупса тупӑшнӑ. Алиса 90 ҫухрӑма 8 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ. Ку вӑхӑта чарӑнса апат ҫини те кӗрет.
Алиса каланӑ тӑрӑх, старт умӗн ҫумӑр пуҫланнӑ, кӑшт сивӗтнӗ, ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ. Йӗркелӳҫӗсен кун хыҫҫӑн дистанцие йӗркене кӗртме тивнӗ.
«Пире ӑнчӗ, сывлӑш температури лайӑхчӗ, 25 градусран ытларах марччӗ», - тенӗ Алиса Петрова.
Ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче бокс енӗпе первенство иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ.
Пенза хулинче иртнӗ ӑмӑртура 15-16 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче Муркаш шкулӗнче вӗренекенсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Алексей Алексеев 52 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Артемий Алексеев вара 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ Мария Александрова Мускавра иртнӗ Раҫҫей первенстинчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ. Вӑл 15 ҫул тултарман спортсменсен хушшинче 36 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Мария - Комсомольски тӑрӑхӗнчен. Вӑл Владимир Григорьев тата Максим Степанов тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Ҫак кунсенче Ӗпхӳре биатлон енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртрӗ. Ӗнерхи спринтра пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова та пулчӗ.
Спортсменка тата унӑн упӑшки Вячеслав Татьяна темле пысӑк ҫитӗнӳ тӑвасса шанманнине пытармарӗҫ.
«Хальлӗхе темле вӑйлӑ кӑтарту пуласса шанмастӑп, ку вӑл пӗрремӗш старт. Старта тухсан вӑй илетӗн. Спорт – манӑн ӗҫӗм. Карьерӑна малалла тӑсасшӑн», — терӗ ентешӗмӗр «МАТЧ ТВ»
эфирӗнче.
Татьяна выртса пенӗ чух 5 мишене те лектерчӗ, тӑрса пенӗ чух пӗр мишень хупӑнмарӗ. Финишра ентешӗмӗр 29-мӗш пулчӗ.
Чӑваш Енре «Кӗрешӳ» спорт центрӗ уҫӑлӗ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарта Наци кӗрешӗвӗн тӗнчери пӗрремӗш вӑййи иртрӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӗрешӳ енӗпе ӗҫлекен уйрӑмсене кашни районпа хулара уҫмалла тесе хушнӑ. Раштав вӗҫӗнче вара Олег Николаев республикӑра Наци кӗрешӗвӗсен центрӗ кирлине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров «ТАСС» информаци агентствине пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кӗрешӳ» центра Шупашкарти 11-мӗш спорт шкулӗнче ака уйӑхӗнче уҫӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче Хусанта Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи спортсменсен кикбоксинг енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта вӗсем «фулл-контакт» тата «К-1» дисциплинӑсенче тупӑшнӑ. Хусанта 680 ытла спортсмен чемпион ятне тивӗҫессишӗн кӗрешнӗ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем пилӗк медале ҫӗнсе илнӗ. Ылтӑн медале Михаил Сачков (67 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Самад Дадашов (60 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тата Фёдор Портнов (86 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тухнӑ. Даниил Степанов (54 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») тата Арина Педюсева таврӑннӑ (48 килограмчченхи виҫере, «фулл-контакт») бронза медальпе таврӑннӑ.
Ку шӑматкун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» старт пулӗ. Шупашкарта вӑл Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче иртӗ.
Кӑҫал старт вырӑнне ҫитме питӗ меллӗ пулӗ. Спортсменсене Республика тӳремӗнчен автобуссемпе илсе кайӗҫ. Рейссем ирхи 9 сехет ҫурӑран пуҫласа 11-ччен пулӗҫ. Каялла автобуссемпех 13-14 сехетсенче илсе килӗҫ.
Сӑмах май, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне» хутшӑнас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗччен регистрациленме пулать. Старт умӗн те вырӑнта регистраци тума пулать. 17 ҫул тултарманнисен тухтӑр панӑ справка пулмалла.
Чӑваш кӗрешӗвне йӗркелесе янӑ Николай Петров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 67 ҫулта пулнӑ.
Николай Петров - спортсмен, каратэ енӗпе СССР спорт мастерӗ. Вӑл 1955 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралнӑ. Кривой Рогри авиаци училищине, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори тата юридици факультечӗсене пӗтернӗ. Вӑл шотокан-каратэ, самбо, кунг-фу вӗреннӗ.
Николай Петровпа паян 12 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир соборӗнче сывпаллашӗҫ.
«Ҫулталӑк тӑршшӗпех, хам ача кӗтнине пӗлнӗренпе, хама васкатма тӑрӑшмарӑм, тепӗр хутчен шухӑшласа пӑхма шанчӑк патӑм. Анчах пулмарӗ. Шел те, юлашки ҫулсенче мана ҫӑмӑл атлетика киленӳ пама пӑрахрӗ. Ҫапла спорт карьерине официаллӑ майпа вӗҫлетӗп. Сектора таврӑнмӑп», - тесе ҫырнӑ Анжелика Сидорова спортсменка хӑйӗн Телеграм-каналӗнче шӑматкун.
Ҫапла, вӑл спортран каять. Халӗ Анжелика – 32 ҫулта. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ывӑл ҫуратнӑ. Сидорова – метр ҫӳллӗшне шӑчӑпа сикнӗ историри тӑваттӑмӗш хӗрарӑм. Вӑл – Токиора иртнӗ Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ, тӗнче тата Европа чемпионки. 2014 ҫултанпа Анжелика ӑмӑртусенче Чӑваш Ене тата Мускава хӳтӗленӗ.
«Чӑваш Енӗн спорт легендисем» музей ҫӗнӗ экспозиципе пуянланнӑ. Асӑннӑ музей «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче вырнаҫнӑ.
Спорткомплексӑн иккӗмӗш хутӗнче республикӑн тӗп спорт ведомствин ертӳҫисенче ӗҫленӗ ҫынсен сӑнӗсен портрет галерейине вырнаҫтарнӑ. Спорт ведомствине пирӗн республикӑра, сӑмах май каласан, 1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ӑна физкультурӑн облаҫри канашӗ тенӗ.
Чӑваш Енӗн Спорт министрествинче пӗлтернӗ тӑрӑх, музей кӑҫал спортсменсен спорт экипировкисемпе тата наградисемпе пуянланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |