Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри триатлон тренерӗ Даниил Капитонов велосипедпа Шупашкар хулинчен Санкт-Петербурга 6 кунран ҫитнӗ.
Вӑл 10 регион урлӑ каҫса 1 пине яхӑн ҫухрӑм хыҫа хӑварнӑ. Вӑл кутамкки ҫсӑмӑлрах пултӑр тесе ҫула палаткӑсӑрах тухнӑ. Спортсмен хӑш-пӗр вырӑнта электричкӑпа, автобуспа кайнӑ. Хӑна ҫурчӗсенче ҫӗр каҫнӑ, пӗр кун мӑнастирте вырӑн тупнӑ. Ытларах чухне вӑл ҫул хӗрринчи кафесенче апатланнӑ. Хӑйӗнпе ҫумӑн пӗчӗк кӑна газпа пӗҫермелли хатӗр пулнӑ – унпа та апат пӗҫернӗ.
Спортсмен хӑй каланӑ тӑрӑх, ку уншӑн хӑйне тӗрӗслени пулнӑ, мӗншӗн тесе Даниил Капитонов ҫитес ҫул «Санкт-Петербург – Пекин» велоэкспедицие кайма палӑртнӑ.
