Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ каллех ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Вӑл спортӑн ку енӗпе иртнӗ ӑмӑртура чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑрту Чӗлепи облаҫӗнчи Миассере «Солнечная долина» ту йӗлтӗрӗн курортӗнче иртет. Дмитрий «слоуп-стайл» дисциплинӑра ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна – Питӗрти Максим Сенкевич, виҫҫӗмӗшне ҫав хулариех Павел Петров йышӑннӑ.
Дмитрий Мулендеев Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл наци чемпионатӗнче ҫакнашкал дисциплинӑра иккӗмӗш ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Руслан Шакин тӗнче курса ҫӳрет. Тӗрӗсрех каласан, курса чупать. Ҫак кунсенче вӑл Чӑваш Ене ҫитнӗ. Ку таранччен вӑл чылай ҫӗршывра пулнӑ.
Руслан 2018 ҫулта Японие чупса ҫитме шухӑшланӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ытти ҫӗршыва ҫитме тӗллев лартнӑ: 6 континента ҫитсе экватора – 40 пин те 75 ҫухрӑма – парӑнтармалла.
Спортсмен 17 ҫӗршывра пулнӑ, халӗ Раҫҫейре чупать. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл ача-пӑча спорт кӳмине илсе ҫӳрет. Унта тумтирне, ҫывӑрмаллине, палаткӑна, амулетсене илсе ҫӳрет.
Чӑваш Енре ӑна Максим Курмыш кӗтсе илнӗ. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗн каччи Питӗртен Владивостока чупса ҫитнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче Австрири Штубаи хулинче фристайл енӗпе тӗнче кубокӗ иртет. Вӑл «слоуп-стайл» дисциплинӑпа пулӗ.
Раҫҫей чысне хӳтӗлекен арҫынсен хушшинче пирӗн ентеш, Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Дмитрий Мулендеев та пулӗ. Ҫавӑн пекех наци пӗрлештернӗ командине Анастасия Таталина тата Ксения Орлова кӗнӗ.
Финала чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Евроспорт» телеканалпа 13 сехет те 20 минутра кӑтартӗҫ. Сӑмах май, Дмитрий Мулендеев тата унӑн спортри тусӗ Лана Прусакова Пекинри Олимп вӑййисене хутшӑнакан кандидатсем пулнӑ.
__
Пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова Тӗмен хулинче чӳк уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче иртекен тӗрӗслев ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаймӗ. Спортсменка чирлесе ӳкнӗ, ҫавна пула вӑл сахалтан та 2022 лхи кӑрлач уйӑхӗччен тӗнчери тупӑшусене хутшӑнаймӗ. Кун пирки Раҫҫейри биатлонистсен союзӗнче пӗлтернӗ.
Тӗменти ӑмӑрту тӑрӑх Тӗнче тата IBU кубокӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗсене хутшӑнакан командӑсене палӑртӗҫ. Апла пулсан ентешӗмӗр унта лекеймӗ.
«Шел пулин те, эпӗ чирлерӗм. Манӑн гайморит. Сунас эпир Питӗрте пуҫтарӑнсанах пуҫланнӑччӗ, ун чухне эпӗ темех мар тесе шухӑшларӑм. Халӗ Тӗмене килтӗмӗр, сывлӑх лайӑхланма мар, начарланчӗ. Кунти юр тата сивӗ ҫанталӑк витӗм кӳчӗҫ», — тенӗ Акимова.
Паралимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑна I степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Ҫак наградӑна спортсменкӑна ҫӗршыв спорчӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑшӑн панӑ. Вӑл Токиора иртнӗ Паралимп вӑййисенче Т36 класра 100 метрлӑ дистанцире ӑмӑртса кӗмӗл медаль илнӗ.
Ылтӑн медале ун чухне Китай спортсменки тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Елена Иванова Паралимп вӑййисенче ылтӑн медаль илсе курнӑ.
Денис Рощупкин биатлониста стипенди парса тӑма йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Денис Рощупкин — Раҫҫей Федерацийӗн пӗрлештернӗ спорт командин пайташӗ, ӑна юниорсем хушшинче хӗллехи биатлон енӗпе ҫӗршвӑн пӗрлештернӗ командине илме резерва кӗртнӗ.
19 ҫулти каччӑн тренерӗ — Геральд Салдимиров. Денис кӑҫал Чехири Нове-Местӑра иртнӗ ҫуллахи биатлон ӑмӑртӑвне хутшӑннӑччӗ. Юниорсен суперспринтӗнче вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.
Каччӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ преми парса тӑрӗҫ.
Швейцарире иртнӗ Бриллиант лигинче ҫӳллӗшне шӑчӑпа сикекен пирӗн ентешӗмӗр Анжелика Сидорова 5,01 метр ҫӳллӗшне ҫӗнме пултарчӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗркаҫ спорт телеканалӗсенчен пӗри тӳрӗ эфирта кӑтартрӗ.
Бриллиант лигӑн финалти ӑмӑртӑвне тӗнчери чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Америкӑри Кэти Нажотт, сӑмахран, 4,95 метра сиксе кӑҫал Олимп чемпионки пулса тӑнӑччӗ. Великобританри Холли Брэдшоу, Грецири Катерина Стефаниди те мӗне тӑраҫҫӗ! Пирӗн ентешӗмӗр кӑҫалхи Олимпиадӑра кӗмӗл медале тивӗҫнӗччӗ. Ӗнер вара вӑл Бриллинт лигӑра ҫӗнтерме пултарчӗ. Тӗнчипе илсен Анжелика Сидоровӑран хӑй вӑхӑтӗнче Елена Исинбаева ҫеҫ ирттерме пултарнӑ. Унӑн тӗнче рекорчӗ — 5,05 метр.
Токиора иртнӗ Олимп вӑййисенче Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ Анжелика Сидорова шӑчӑпа сиксе кӗмӗл медаль илнӗ, куншӑн ӑна регионсен тата федераци тӳлевӗсем параҫҫӗ.
30 ҫулти спортсменкӑна Раҫҫей Правительстви 2,5 миллион тенкӗ преми парӗ, ҫавӑн чухлех Мускав уйӑрӗ. Тата Чӑваш Ен кӗмӗл медальшӗн 1,2 миллион тенкӗ парӗ. Ҫапла спортсменка пӗтӗмпе 6,2 миллион тенкӗлӗх премие тивӗҫӗ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин Анжелика Сидоровӑна I степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗленӗ Анжелика Сидоровӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Олимп вӑййисенче шӑчӑпа сиксе кӗмӗл медаль илнӗшӗн спортсменкӑна орденӑн пӗрремӗш степенӗпе чыслама йышӑннӑ. Токиора иртнӗ ӑмӑртусенче ҫӑмӑл атлетикӑра унӑн медалӗ пӗрремӗш пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Анжелика кӗмӗл медальшӗн 1,2 миллион тенкӗ преми илӗ, унӑн тренерӗ – 600 пин тенкӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова Олимп вӑййисенче шӑчӑпа сикессинче ӑмӑртса финала тухнӑ.
Квалификаци ӑмӑртӑвӗ пынӑ чухне ҫумӑр чашлаттарса ҫунӑ. Ҫавӑнпа тупӑшӑва вӑхӑтлӑха чарса лартма тивнӗ. Судьясем финала 12 мар, 15 спортсмена илме йышӑннӑ. Кун валли 4,55 метр ҫеҫ сикмелле пулнӑ. Анжелика вара пӗрре сиксех ӑна ҫӗннӗ. Палӑртмалла: вӑл 2019 ҫулта 4,95 метр сиксе ылтӑн медаль илнӗ.
Финал ҫурлан 5-мӗшӗнче 13 сехет те 20 минутра пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |