2004 ҫулхи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ Олимпиада Иванова паян 50 ҫул тултарнӑ. Асӑннӑ ӑмӑртура вӑл 20 километра утассипе палӑрнӑ. Тӗнче чемпионки ята икӗ хутчен тивӗҫнӗ, унсӑр пуҫне тӗнче рекордсменки пулнӑ. Халӗ Олимпиада Иванова — Хӑвӑрт утассипе Чӑваш Ен командин аслӑ тренерӗ.
Олимпиада Иванова 1970 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫут ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарта Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спорт шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче физвоспитани факультетӗнче вӗреннӗ.
Шупашкарта пурӑнакан спортсмен Сергей Скрипкин арҫынсен хушшинче парӑс спорчӗ енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокӗнчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ.
«Кайтбординг курс-рейс» ӑмӑрту Тольяттире ҫурла уйӑхӗн 5-10-мӗшӗсенче иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра 14 гонка пулнӑ, ҫил хӑвӑртлӑхӗ те улшӑнсах тӑнӑ.
Пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене Пензӑри икӗ спортсмен йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн вара – пирӗн ентешӗн, спорт мастерӗн кандидачӗн Сергей Скрипкинӑн.
Чӑваш Ен спортсменӗсен, нацин пӗрлештернӗ командине кӗнисене, ятарлӑ стипендипе хавхалантарасшӑн. Кун пирки ЧР Спорт министерствин коллеги ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Спорт министрӗ Василий Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ чӑваш спортсменӗсем хавхалантарӑва кӑҫалах илме тытӑнӗҫ. Укҫа-тенке мӗнле тата ӑҫтан тӳлессине палӑртнӑ ӗнтӗ, халӗ ыйтӑва ЧР Финанс министерствипе сӳтсе яваҫҫӗ.
Укҫан хавхалантарнине Чӑваш Енри 200 ытла спортсмен тивӗҫме пултарӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 202 чӑваш кӗнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Александрова Приморье тӑрӑхӗнче иртнӗ экологи ишевне хутшӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ.
Экстремал ишевҫӗсем виҫӗ кунра 160 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Ку хисепе ахальтен суйламан – Владивосток йӗркеленнӗренпе 160 ҫул ҫитнӗ.
Ишеве регион пуҫлӑхӗ Олег Кожемяко уҫнӑ. Унтан кашни кун 7 сехетрен пуҫласа 21 сехет ҫурӑччен тӗрлӗ регионти спортсменсем 2-4-шар сехет ишнӗ, эстафетӑна пӗр-пӗрне панӑ.
Эстафетӑна пирӗн ентеш Татьяна Александрова та хутшӑннӑ. Сӑмах май, вӑл 2013 ҫулта Беринг проливӗ урлӑ ишсе каҫнӑ, пӗлтӗр Вырӑс утравӗ тавра иртнӗ ишеве хушнӑ.
«Юлашки вӑхӑтра пирӗн биатлон ҫӑлтӑрӗ Таня Акимова пирки нумай сас-хура ҫӳрет. Пӗрисем вӑл спорт гражданствине улӑштарасшӑн, Беларуҫшӑн ӑмӑртӗ тесе ҫыраҫҫӗ, теприсем – Болгаришӗн теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем спорт карьерине вӗҫленине хыпарлаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра.
Ҫакна Татьяна Акимовӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин анлӑ списокне кӗртменнипе сӑлтавлать вӑл.
Михаил Вансяцкий спортсменкӑпа ҫыхӑннине Фейсбукра пӗлтернӗ. Ентешӗмӗр Беларуҫшӑн та, Болгаришӗн те ӑмӑртмӗ. Ун пирки вӑл никампа та сӑмах хускатман. Хальлӗхе. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗсемпе те калаҫу пулман.
Ҫапах та Татьяна Акимова биатлонистка ӑмӑртма ҫине тӑрса хӑй тӗллӗн кунне икӗ хутчен хатӗрленет.
Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе чемпионатне авӑн уйӑхӗн ҫуррине куҫарнӑ. Ку хыпара Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
101-мӗш ӑмӑрту, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртмелле пулнӑ. Кӑшӑлвирус тӗнчере ҫеҫ мар, Раҫҫейпе Чӑваш Енре те алхасни ӑмӑртӑвӑн графикне те пырса тиврӗ.
Шупашкарта Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӑн датине куҫарас йышӑнӑва Ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ йышӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче хӑвӑрт утакансен Раҫҫей чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне те ирттересшӗн. Ку ӑмӑртӑва ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта йӗркелеме палӑртнӑччӗ.
Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, тӗнче шайне тухма пултарнӑ спортсмена, Анжелика Сидоровӑна, Швейцарие йыхравланӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври Лозанна хулинче тӗнче шайӗнчи турнир пулмалла. Шӑчӑпа сиксе тӗнче чемпионӗ ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗре ҫав ӑмӑртӑва чӗннӗ. Спорт мероприятийӗ авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртмелле.
Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, Анжелика Сидорова ӑмӑртусене Мускав тата Чӑваш Ен ячӗпе хутшӑнать. Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 2020 ҫулхи ӑмӑртусен ҫӗнетнӗ календарьне пичетленӗ. Ӑна тӗнчере кӑшӑлвирус алхаснине кура йӗркелеме тивнӗ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Швейцарири Лозанна хулинчи Бриллиант лигӑн тапхӑрӗсенчен пӗри иртмелле.
Чӑваш Енри спортсменка ирӗклӗ кӗрешӳре пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшан премие тивӗҫнӗ. Мария Кузнецова тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче те маттурлӑхне кӑтартнӑ.
Мария нарӑс уйӑхӗнче Италире спорт кӗрешӗвӗ енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Унӑн ҫитӗнӗвӗсене кура ЧР Правительстви ӑна преми пама йышӑннӑ.
Мария Кузнецовӑна 50 пин тенкӗ преми парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ӑна уйӑхсерен, 2021 ҫулхи ака уйӑхӗччен, 6500 тенкӗ парса тӑрӗҫ. Унӑн тренерӗ Ольга Смирнова та премие тивӗҫнӗ. Ӑна 25 пин тенкӗ парӗҫ.
Чӑваш Енри тепӗр ҫынна коронавирус ернӗ. Вӑл Румыние кайсан чирлеме пултарнӑ. Ҫакӑн пирки Краснодар крайӗн администрацийӗнче паян пӗлтернӗ.
22 ҫулти ҫамрӑк — спортсмен, велосипедист. Велосипедистсем Румынире пулнӑ. Чӑваш Ен каччи Геленджик хулинчи пульницӑра сипленет. Диагноза паян, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ.
Краснодар крайӗн администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсмена пульницӑна васкавлӑн вырттарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ 14 ҫынна изоляциленӗ. Вӗсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑнине ӗнентереҫҫӗ. Асӑннӑ 14 ҫынтан 3-шне ҫивӗч респиратор вирус инфекцийӗ тесе пульницӑна хунӑ, 11-шӗ — карантинта.
Ҫак кунсенче, сӑмах май, Мускавра коронавирус лекнӗ ватӑ пӗр ҫын вилнӗ. Вӑл инфекци уйрӑмӗнче выртнӑ. Унӑн юн тымарӗ татӑлса кайнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вилӗм сӑлтавӗ вирус мар.
Спорт гимнастики енӗпе иртекен кӑҫалхи Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрне Чӑваш Ен спортсменӗ те хутшӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑмӑртӑва кайма Шупашкарти олимп резервӗллӗ 6-мӗш спорт шкулӗнчи Владислав Поляшов тивӗҫнӗччӗ.
Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Австралири ҫав ӑмӑртура ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗ ентешӗн ҫапла майпа 2020 сӳлхи Олимп вӑййине хутшӑнас шанчӑк таа пысӑкланнӑ. Унта хутшӑнакансене тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче епле тупашнине кура палӑртаҫҫӗ те. Спорстменӑн умӗнче — тепӗр икӗ старт. Тӑватӑ ҫулта пӗрре иртекен ӑмӑртӑва кам хутшӑнасси шӑпах ҫавсем хыҫҫӑн паллӑ пулӗ те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |