Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, самбо тата дзюдо енӗпе хатӗрлекен Олимп резервӗсен 10-мӗш ятарлӑ спорт шкулӗнче арҫын самбистсен республика шайӗнчи чемпионачӗ иртнӗ. Кун пирки «Грани» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри тӗрлӗ хулапа районсенчен 120 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Апла пулин те Шупашкар арӗсемпе каччисем пуринчен ытларах маттур пулнӑ. Вӗсен йышӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илекен те ытларах. Ҫапла майпа Василий Кузьмин, Даниил Дмитриев, Сергей Дробязко, Никита Соколов, Илья Капустин, Лев Афанасьев, Олег Воробьев тата Евгений Малов ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Вӗсен йышне ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Никита Жигаревпа Вӑрмар поселокӗнчен килнӗ Денис Тимофеев кӗме пултарнӑ.
Ҫак уйӑхӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кӗрешӳҫӗ-хӗрарӑмсем Раҫҫейӗн Уҫӑ кубокне пухӑнӗҫ. Ӑмӑрту «Шупашкар-Арена» спорт керменӗнче иртӗ.
Раҫҫейри вӑйлӑ хӗрарӑмсемпе пӗрлех Беларуҫ тата Монголи спортсменкисем те кӗрешӗҫ. Беларуҫ командипе 2016 ҫулхи Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Мария Мамашук тата Европӑн 2013 ҫулхи чемпионки Ирина Курочкина килсе ҫитмелле.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хӗрарӑм-кӗрешӳҫӗне сӑнлакан фарфор матрёшка, ӑна 24 каратран тӑракан ылтӑнпа капӑрлатнӑ, тивӗҫӗ.
Финал кунӗнче «Hi-Fi» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. 2015 ҫулта Boney M. ушкӑн килнӗччӗ, 2016 ҫулта — Сосо Павлиашвили, пӗлтӗр — «Иванушки Интернешнл».
2019 ҫулта Чӑваш Енре вӗренекенсен хушшинче IX ҫуллахи Спартакиада пулӗ. Пирӗн республикӑра финал тупӑшӑвӗ спортӑн ҫичӗ тӗсӗпе иртӗ. Ҫамрӑксем маунтинбайк, ҫӑмӑл атлетика, сӗтелҫи теннис, триатлон, самбо, тхэквандо-ВТФ, шахмат енӗпе ӑмӑртӗҫ.
Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри ҫуллахи спартакиадӑна 2013 ҫултанпа ирттерме тытӑннӑ, ӑна икӗ ҫулта пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑрту спортӑн 42 тӗсӗпе виҫӗ тапхӑрпа иртет. 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем финала лекес тесе малтан регион тата федераци тапхӑрӗсенче тупӑшаҫҫӗ.
ЧР Спорт министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, финала пӗтӗмпе Раҫҫейри 18 пин ытла спортсмен хутшӑнать.
Чӑваш Енри спортсменкӑсем ӑмӑртуран ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Ӗнер Анастасия Кирилловӑпа Регина Миндубаевӑна Шупашкарта кӗтсе илнӗ.
Хӗрсем самбо енӗпе кӗрешнӗ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Тбилисире иртнӗ. Анастасийӑпа Регина Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Тупӑшура 30 ҫӗршыври 250 ытла спортсмен кӗрешнӗ.
Регина 68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Анастасия вара хӑйӗн виҫинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Палӑртмалла: хӗрсем Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче Сергей Пегасов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе чысланӑ. Самай пысӑк шайрипе. Орденпа.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурӑнакан Александр Петров ӗҫ ветеранне тата СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Валерий Соколова орденпа чыслама йышӑннӑ. 110-мӗш номерлӗ хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Александр Петров ветеран тата Валериан Соколов спортсмен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата общество ӗҫӗнче хастар пулнишӗн» «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗслӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Валериан Соколов олимп чемпионӗ икӗ ҫул каялла 70 ҫул тултарнӑччӗ. Вӑл 1946 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Петров КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫанталӑк ӑшах пулмарӗ. Ҫапах ку «моржсене» пӗрре те хӑратмасть. Паян Шупашкарта сивӗ шывра ишме юратакан спортсменсен хушшинче ӑмӑрту иртнӗ.
Тупӑшӑва ӳт-пӗве пиҫӗхтермелли тата хӗллехи спорт федерацийӗ йӗркеленӗ. Спортсменсем Атӑлта ишнӗ.
Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти спортсменсем ҫитнӗ. Шупашкара Мари Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Тутар Республикинчен, Мускавран килнӗ. Спортсменсем 100, 800 тата 1600 метрлӗ дистанцисене парӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальпе тата дипломпа чысланӑ.
Владимир Воронков – Чӑваш Енре йӗлтӗрпе чупас енӗпе Олимп вӑййисен пӗртен-пӗр чемпионӗ. Кӑҫал вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Шел те, ӗнер унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Владимир Петрович Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче пурӑннӑ. Ҫапах вӑл Чӑваш Ен пирки манман, килсех ҫӳренӗ. 2014 ҫулта Сочири ҫулӑма илсе килме, «Олимпийский» стадионра ҫулӑма чӗртме шӑпах ӑна шаннӑччӗ.
Владимир Воронков Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче ҫуралнӑ, Канашри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса пӗрре мар ҫитӗнӳ тунӑ. 1972 ҫулта Юрий Скобовпа, Федор Симашовпа, Вячеслав Веденинпа пӗрле Олимп чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.
Канашра ун ячӗпе йӗлтӗрпе ярӑнас енӗпе пӗрре мар ӑмӑрту ирттернӗ. Спорт шкулне те унӑн ятне панӑ.
Питӗрте «Ҫурҫӗр тӗп хули» ҫурмамарафон иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева хутшӑннӑ. Спортсменсем 21 ҫухрӑм та 100 метра парӑнтарнӑ.
Вӑрмар хӗрӗ Татьяна Архипова ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ тепӗр спортменкӑран Алина Прокопьеӑран финиша 3 минут маларах ҫитнӗ.
Арҫынсен ушкӑнӗнче Хусанти спортсмен Степан Киселев ҫӗнтернӗ. Палӑртмалла: Татьяна Архипова пӗтӗмӗшле зачетра улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.
2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче Татьяна Архипова чӑрмавлӑ 3 пин метра чупса финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Ун чухне чӑваш спортсменки кӑшт кӑна медаль илеймен.
Пӑхӑр медаль ун патне 10 ҫултан таврӑннӑ. Антидопинг комитечӗ Екатерина Волковӑна тӗрӗсленӗ те юраман препарат ӑша янине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ унӑн пӑхӑр медальне туртса илнӗ. Палӑртмалла: вӑл ҫав ӑмӑртура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Медале вара пирӗн спортсменкӑна, Вӑрмар районӗн хӗрне, Татьяна Архиповӑна панӑ.
Ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Италири Милан хулинче кикбоксинг енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Алексей Соловьев ӑмӑртура чемпион ятне улттӑмӑш хут ҫӗнсе илнӗ.
Тупӑшӑва Раҫҫейри чи вӑйлӑ спортсменсем хутшаннӑ. Мароккӑри, Бразилири, АПШри, Францири, Испанири, Германири кикбоксерсем те ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 1500 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ.
Ҫавӑн чухлӗ ҫын хушшинче Алексей Соловьев мала тухнӑ. Вӑл К1 разрядра вӑй виҫсе 91 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче чемпион ятне илнӗ. Алексейсӑр пуҫне Шупашкар чысне Иван Соловьев, Петр Александров, Николай Баканов хӳтӗленӗ. Николай Бакановпа Петр Александров та виҫӗ кӗрешӳре вӑй виҫсе пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |