Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Тамаша» фестиваль иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.11.2019 18:51 | 1813 хут пӑхнӑ
Культура

Йӗпреҫ районӗнче республикӑри чи лайӑх халӑх театрӗсен тата драма ушкӑнӗсен «Тамаша» республикӑри V фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ клубри 7 коллектив хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнчи ушкӑн (режиссерӗ А. Алексеева) Т. Петӗркки пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм» спектакле Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑтартнӑ. Шупашкар районӗнчи Апашри клуб-музей (режиссерӗ О. Ерилеева) Е. Орлован «Шутсӑр пурӑнас килет» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫпе Пучинкере пулнӑ. Элӗк районӗнчи халӑх театрӗ (режиссерӗ И. Афанасьева) Н. Сидоровӑн «Пуҫана тӑк пуҫана» камитне Кӗлӗмкассинче кӑтартнӑ. Туҫара Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри (режиссерӗ З. Васильева) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Н. Айзманӑн «Шикли шикленнӗ – кӗрӗк пӗркеннӗ» камичӗпе пулнӑ. Энтриеле Муркаш районӗнчи Орининри (режиссерӗ А. Андреев) артистсем Н. Терентьевӑн «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» пьесипе кайнӑ; Чӑваш Тимеше — Н. Сидоровӑн «Кӳршӗ хӗрӗ» ӗҫпе Вӑрнарти халӑх театрӗ; Ирҫе Ҫармӑса — Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлепри (режиссерӗ О. Ефремова) Л. Казанцеван «Кученеҫ упӑшка» камичӗпе.

#Туҫа, #Кӗлӗмкасси, #Ирҫе Ҫармӑс, #Пучинке, #Апаш, #Шупашкар районӗ, #фестивальсем, #спектакльсем, #культура, #Йӗпреҫ районӗ, #Ҫӗнӗ Эйпеҫ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Тӑвай районӗ, #Енӗш Нӑрваш, #Энтриел, #Муркаш районӗ, #Оринин, #Чӑваш Тимеш, #Вӑрнар, #Вӑрнар районӗ, #Чӑрӑшкас Хирлеп

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем