
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезона вырӑсла спектакльпе хупӗ. Куракансене вӑл утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Денискины рассказы» ача-пӑча камитне пырса курма чӗнет.
93-мӗш театр сезонне хупма суйласа илнӗ ӗҫ — совет саманинчи ача-пӑча литературин классики. Денис Кораблев ятлӑ арҫын ача ҫинчен Виктор Драгунский драматург аллӑ ҫул каялла ҫырнӑ.
Спектакле лартакан режиссёр, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл икӗ ӑрӑва танлаштарса пӑхас тенӗ. Аслисем: «Эпир ун пек пулман. Пирӗн вӑхӑтра ачасем урӑхла пулнӑ», — теме юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ачасем пурте пӗрех тесе шухӑшлать режиссёр.
Мӗнех, спектакль епле пулса тухнине ӑна кайса курсан хаклама май килӗ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пырса ҫӳрекен ватӑсем таҫта та кайса кураҫҫӗ, ҫав шутра театрсенче те час-часах пулаҫҫӗ. Халӗ вара унти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакансене театра илсе кайнӑ.
Уйрӑм заведующийӗ Ольга Андреева каланӑ тӑрӑх, кунта пурӑнакан ватӑсем питех тухса ҫӳресшӗн мар. Анчах вӗсен хушшинче хастаррисем пур. Шӑпах вӗсене театра илсе кайнӑ та.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакль курнӑ. Аса илтерер: ӑна Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ.
«Спектакль питӗ килӗшрӗ, хаваспах куртӑмӑр», — кӑмӑлтан палӑртнӑ Виталий Юрьев ятлӑ пенсионер. Виталий Иванович театра ӳлӗмрен те килсе ҫӳрес кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ.

Шупашкара Чӗмпӗрти артистсем килнӗ. Пушӑ алӑпа мар – спектакльпе.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи В.М.Леонтьев ячӗллӗ пукане театрӗ Чӑваш Ене гастрольпе ҫитнӗ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче «Зайкина избушка» спектакль кӑтартнӑ.
Ку спектакль Пӗтӗм тӗнчери пуканесен «В Гостях у Мойдыся» фестивальте чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗн ятне илнӗ. Мӗн пирки-ха вӑл? Тавҫӑрулӑх тата туслӑх хӑравҫӑ туйӑмне ҫӗнтерме тата тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешме пулӑшни пирки.
Спектакаль кӑтартнисӗр пуҫне кӳршӗ регионти артистсем пӗчӗк куракансемпе эксклюзивлӑ ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, унта пукансене мӗнле «итлеттермелли» пирки каласа кӑтартнӑ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Козлов тата Марина Салинӑпа Артем Петров актерсем пулӑшнипе ачасем пуканесене «итлеттернӗ», кулиса хыҫӗнчи пурнӑҫпа паллашнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Крымри Керчь хулинче иртекен халӑхсен хушшинчи «Боспорские агоны» антика ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшӑнма тухса кайнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: унта чӑваш сценин ӑстисем «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ. Асӑннӑ спектакльте Чӗкеҫ сӑнарне калӑпланӑ Надежда Зубкова артисткӑна «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире палӑртнӑ.

Ҫӑлкуҫ: culture.cap.ru
Тахҫанах нимӗнле статья та ҫукран мӗн те пулин ҫырас тесе пуҫ ватрӑм. Ялан пӗр япала пирки ҫырсан йӑлӑхтарса ҫитерме пулать. Ҫавна май урӑхларах тема суйлас терӗм.
ИИ-семпе юлашки вӑхӑтра нумай ӗҫленӗрен чи малтан вӗсенчен ыйтас терӗм. Пӗрре вӗсемпе усӑ курса самай кӑсӑклӑ хыпар тупма май килнӗччӗ те... ИИ мана ҫапла хуравларӗ: ҫырмалли темӑсем сахал мар терӗ, статья та ҫырса пама пултарӑп терӗ. Вӑл сӗнекен темӑсем ҫаплараххисем пулчӗҫ: Акатуй тата чӑваш тумӗ; Чӑваш чӗлхи цифра саманинче; Чӑваш эстради (паянхи вӑхӑтра хальхи эстрада ҫӑлтӑрӗсен пурнӑҫне тӗрӗс ҫырса хӑварасси пирки); Чӑваш тӗррипе паянхи тумтирте усӑ курни тата ытти те.
Нихӑшӗ те кӑмӑла каймарӗ. «Акатуй тата чӑваш тумӗ» пирки ҫырма пулатчӗ ӗнтӗ, чӑн та пит кӑсӑклӑ тематика. Чӑваш тумӗпе Акатуйсенче епле усӑ курни пирки. Анчах Акатуйӗсем иртмен, пулмалла кӑна... Кирлӗ темӑна тупайманран хам шыраса пӑхас терӗм. Культура пирки ҫырас кӑмӑл пурччӗ те хамӑрӑн сайтри хыпарсене пӑхса тухрӑм. Хайхи, «Культура» пайӗнчисене.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артисчӗсем ӗнер Крыма тухса кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем унти Керчь хулинче пулӗҫ. Чӑваш артисчӗсем ҫула гастроль тӗллевӗпе тухнӑ.
Чӑваш сценин ӑстисем Крымри ҫав хулара халӑхсен хушшинче иртекен «Боспорские агоны» антика ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшанӗҫ. Унта чӑвашсем «Хуркайӑк ҫулӗ» (Материнское поле) эпикӑллӑ драма кӑтартӗҫ. Чӑваш артисчӗсем Керчьри сцена ҫине ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухӗҫ.
Аса илтерер: ку моноспектакль кашни киле кӗрсе инкек хӑварнӑ вӑрҫӑ ахрӑмӗ ҫинчен. Режиссёрӗ — Борис Манджиев. Ӑна Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ. Ӑна чӑвашла Марина Карягина куҫарнӑ.

Чӑваш академи драма театрӗнче сцена ҫине «Ҫӑлӑнӑҫ – юратура (777 пирӗшти)» ҫӗнӗ спектакль кӑларнӑ. Ӑна, театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсене халалланӑ.
Театрта спектакль умӗн иртнӗ тӗп репетицие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пай заведующийӗсенче тӑрӑшакан Надежда Мастеровӑпа Надежда Шикарева кайса курнӑ. Социаллӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене театрта ӗҫлекенсем ятарласа чӗннӗ.
Надежда Анатольевна каланӑ тӑрӑх, спектакль питех те килӗшнӗ. «Ку вӑл пирӗн сферӑра тӑрӑшакансем, ҫын ыратӑвне чӗре витӗр кӑларакансем пиркиех. Спектакле хатӗрлекенсене ку ӗҫшӗн пысӑк тав», — хавхаланса каласа кӑтартнӑ вӑл социаллӑ учрежденин пресс-службине.

Ыран, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑ кун Чӑваш академи драма театрӗнче поэтӑн кунне паллӑ тӑвӗҫ.
Поэта сума суса 12 сехетре унӑн палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. 16 сехетре Константин Иванов хайлавӗсене илемлӗ вулакансен конкурсне хутшӑннисемпе пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернисене чыслӗҫ.
13 сехетре тата 18 сехет те 30 минутра театрта поэтӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ ҫавӑн ятлӑ спектакле кӑтартӗҫ. Хальхи премьерӑна 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн, Азербайджан, Калмӑк тата Тыва Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев режиссёр хатӗрленӗ.
«Нарспи» спектакле пӗрремӗш хут сцена ҫине 1922 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ. Инсценировкӑна ҫыраканӗ – П.Н. Осипов, режиссерӗ – И.С. Максимов-Кошкинский, художникӗ – М.С. Спиридонов. Унтан Л.Н. Родионов режиссер лартнӑ «Нарспи» сцена ҫине ултӑ хут тухнӑ: 1941, 1945, 1948, 1960, 1979 тата 1989 ҫулсенче.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Патӑрьелти 1-мӗш шкулта спектакль кӑтартнӑ.
«Вӑрҫӑ ахрӑмӗ» спектакле 7-9-мӗш класра вӗренекенсем пӑхнӑ. Постановка паттӑрлӑх пирки, унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паллӑ мар салтакӑн шӑпи пирки каласа кӑтартнӑ.
Постановкӑра – вӑрҫӑ йывӑрлӑхне курнӑ поэт-классиксен сӑввисем. Ку куракансене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сывлӑша лайӑхрах туйма май панӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера пулӗ. «Ҫӑлӑнӑҫ – юратура» (777 пирӗшти) мелодрамӑна Владислав Николаевӑн «730 калтапа 730 йӗпвӑрри» пьеси тӑрӑх лартаҫҫӗ. Режиссерӗ – Наталия Сергеева.
Сюжечӗ ҫапларах: тӗп сӑнар Лана ватӑсем пурӑнакан харпӑр пансионатра ӗҫлет. Унта йӑлтах – инструкципе. «Чӗре ҫывӑхне ан ил, вӗсем нумаййӑн, эсӗ – пӗрре», — тесе асӑрхаттараҫҫӗ ӑна ӗҫтешӗсем. Анчах Лана ватӑсене чун ӑшшине парать.
Спектакле «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Манӑн тӑван кӗтес культури» парти проекчӗпе тата ЧР Элтеперӗн Чӑваш Енри хӗвеллӗ ҫулла» проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑтартӗҫ. Билетсене «Пушкин карттипе» туянма пулать.
