Паян уяр та ӑшӑ ҫанталӑк. Синоптиксем ыран та ҫапла пуласса пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах ҫумӑрсӑр иртмест. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ыран ҫурҫӗр округӗсенче ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
Эрне пуҫламӑшӗнче 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Каҫсерен те самаях ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ.
Эрнекун сивӗтӗ. Кӑнтӑрла 18-23 градус, каҫхине 12-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
Вырсарникун тата тунтикун самай ҫумӑр ҫӑвӗ.
Кӗр ҫывхарать пулин те 30 градус шӑрӑх таврӑнас шанчӑк пур. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх варринче темиҫе кун шӑрӑх пулма пултарать.
Паян ҫанталӑк сивӗрех-ха, ҫурҫӗр округӗсенче ҫумӑр ҫукалать. Ыран вара, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнать.
Ҫумӑр малашне те ҫукалама пултарать-ха, анчах ыран 20-25 градус таран ӑшӑтӗ, вырсарникун вара 27 градус пулӗ.
Тунтикун каллех сунчӑк кирлӗ пулӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫума пӑрахӗ, ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен 22-27 градус, ҫӗрлесерен 15-17 градус ӑшӑ пулӗ.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ҫурла пуҫламӑшӗнче вара вӑл 18 градус ӑшӑпа танлашать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ нормӑран 1,5 хут ӑшӑрах пулнӑ, анчах нӳрӗк 40% кӑна ӳкнӗ. Ҫурла уйӑхӗ мӗнле килӗ?
Ӑшӑ кунсем уйӑхӑн пӗрремӗш декади вӗҫӗнче тата иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче пулӗҫ. Ун чухне Шупашкарта 30 градус таран пулӗ. Чи шӑрӑх кунсем уйӑх варрине лекӗҫ.
Ҫумӑр ытларах ҫурлан 1-20-мӗшӗсенче ҫӑвӗ. 20-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ - уяр, анчах сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, ҫурла уйӑхӗнчи ҫанталӑк нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ.
Паян кӑнтӑрла Хусанта пӑр ҫунӑ. Ун хыҫҫӑн хӑш-пӗр урамра пӑр выртнӑ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Кристи ятлӑ Атлантика циклонӗ хуҫаланать. Вӑл Чӑваш Енрен айккинчен иртсе кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхине вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, пӑр та ӳкнӗ. Унтан Зеленодольск енне кайнӑ. Кӑнӑрла вара Хусана ҫитнӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра циклон тата темиҫе кун хуҫаланӗ, хушӑран аслатиллӗ ҫумӑр ҫукалӗ.
Паян ҫанталӑк хӗвеллӗ, ӑшӑ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрне ҫумӑрлӑ пулӗ. Паян ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать.
Ытларикун 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫурҫӗр енчи районсенче ҫумӑр ҫукаласа илӗ.
Юнкун вара кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникунран пуҫласа хушӑран ҫумӑр ҫукаласа тӑрӗ, хӑш чухне - аслатипе. Термометр кӑнтӑрласерен 22-24 градус, ҫӗрлесерен 13-15 градус ӑшӑ пулӗ.
Канмалли кунсенче ҫанталӑк лайӑхланӗ, ҫумӑр ытлах ҫумӗ. Вырсарникун 25 градус таран ӑшӑ пулӗ.
Юлашки кунсенче ҫумӑр ҫурӗ пулин те Шупашкарта нӳрӗк ҫителӗксӗр. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере уҫӑрах ҫанталӑк пулӗ. Кӑнтӑрласерен 22-24 градус, ҫӗрлесерен 10-12 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун термометр 20 градус кӑна кӑтартӗ.
Эрне тӑршшӗпех ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Ытларикун кӑна ҫумӑр ҫумӗ. Юнкунран пуҫласа каллех вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вӗҫӗнче шӑрӑх таврӑнӗ, 25-30 градус пулӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 30 градус ытла ӑшӑ пулмалла.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ нормӑран 3 градус ӑшӑрах тӑрать. Юнкун хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫумӑр ҫунӑ. Нӳрӗк сахал, ҫумӑр тахҫанах пулманнипе савӑнтарнӑ ку.
Ҫак канмалли кунсенче ҫумӑр чашлаттарса ҫукалӗ, хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарать. Кӑнтӑрла - 21-26, ҫӗрле 14-19 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк кӑштах сивӗтӗ. Эрне варринче каллех ҫумӑр ҫӑвӗ, 20 градус таран кӑна ӑшӑ пулӗ. Ку кӗрхи ҫанталӑка аса илтерӗ.
Ан пӑшӑрханӑр: ҫуллахи ҫанталӑк таврӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ 30 градуслӑ шӑрӑхпа вӗҫленӗ.
Республикӑра уҫӑ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ӗнер каллех шӑрӑх пуҫланчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне тӑршшӗпех 26-31 градус ӑшӑ пулӗ. Уяр пулнӑран сулхӑнра та пӑчӑ туйӑнӗ.
Ҫумӑр ҫӑвӗ-и? Атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленӗ, ҫавна май вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвас шанчӑк ӳсет. Ку - юнкунран пуҫласа, кӑнтӑрла хыҫҫӑн. Анчах ҫумӑр ҫусан та ҫанталӑк пӑчӑ тӑрӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере 35-37 градус таран шӑрӑх пулма пултарӗ.
Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш декади историре чи ӑшши пулнӑ. Ун чухне сывлӑш вӑтамран 24,9 градус ӑшӑннӑ. Ку климат норминчен 5,4 градус ытларах.
Халӗ ҫанталӑк кӑшт уҫӑрах. Паян ҫӗрле 9-14 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ыран 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Вырсарникун пирӗн пата шӑрӑх таврӑнӗ, 27-29 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫӑвӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑр ҫитес эрне вӗҫӗнче кӑна ҫӑвӗ, хӑш-пӗр вырӑнта пӗр тӑваткал метр ҫине 50 литр таран шыв ӳкӗ.
Чӑваш Енре каллех антициклон хуҫаланать. Юнкун «пик» пулӗ – 30 градуса ҫитӗ.
Кӗҫнерникун сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ. Ахӑртнех, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫӗрле кӑна вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Эрнекунран кӑнтӑрласерен – 24-29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 13-15 градус. Эрнен иккӗмӗш ҫурри уяр тӑрӗ. Ҫил эрне тӑршшӗпех ҫурҫӗртен вӗрӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун вӑйланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те типӗ ҫанталӑк пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |