Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: синоптиксем

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем лӑплантаракан хыпар пӗлтермеҫҫӗ: «ҫӗмӗрт сивви» икӗ эрнене тӑсӑлӗ.

Кӗҫӗр 5 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче кӑнтӑрла 7-12 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, тунтикун та чарӑнмӗ. Ытларикун каҫхине каллех шӑнтӗ.

Ҫитес эрнере кӑнтӑрла 5-10 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен – 0-рен пуҫласа 2 градус таран сивӗ. Йӗпе юр та ҫукалӗ.

Хӑҫан ӑшӑтӗ? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн варринче кӑна.

 

Ҫутҫанталӑк

Ака уйӑхӗ ҫуллахи пек ӑшӑ тӑчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пирӗн пата сивӗ ҫанталӑк килет.

Сивӗ ҫывхарни паянах туйӑнать. Ыран тата сивӗрех пулӗ. Эрнекун вара, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кунӗпе тенӗ пекех юр ҫӑвӗ, ҫӗрле 5 градус таран сивӗтӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче каллех йӗпе юр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑрласерен 5-10 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен - 0-5 градус.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫулла та шӑрӑх пулмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Малта – канмалли кунсем. Мӗнле ҫанталӑк пулӗ ун чухне? Синоптиксем мӗн хыпарлаҫҫӗ?

Ыран каллех ӑшӑ пулӗ, сывлӑш 23-28 градус таран ӑшӑнӗ. Ака уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 13-18 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ, ҫурҫӗр циклонӗ ҫитӗ. Унтан Арктика сывлӑшӗ килӗ те сивӗтме тытӑнӗ. Хӑш-пӗр кун 5-10 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле шӑнтӗ.

Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, пӗрмай ӑшӑ пулаймасть, сивӗ кунсем те таврӑнӗҫ.

 

Республикӑра
magadanpravda.ru сайтри сӑн
magadanpravda.ru сайтри сӑн

Синоптиксем ыран ҫил вӑйланассине систереҫҫӗ. Республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн хӑрушлӑх шайӗ «сарӑ» пулӗ.

Ыран ҫил ҫеккунтра 15-16 метр хӑвӑрлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май электролинисем, ҫыхӑну линийӗсем, хавшак конструкцисем, реклама конструкцийӗсем, ытти япала арканма пултараҫҫӗ. Ҫул-йӗр ҫинче авари пулас хӑрушлӑх та пысӑк.

«Асӑрхануллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/5650
 

Ҫутҫанталӑк

Урамра ҫанталӑк ӑшӑ пулсан та синоптиксем ӑшӑ япаласене хальлӗхе пуҫтарса хума сӗнмеҫҫӗ. Кӗҫех республикӑна ҫумӑрлӑ, сивӗ ҫанталӑк килӗ.

Паян шӑрӑх, 20 градус ытла ӑшӑ. Ҫӗрле сивӗрех пулӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ыран уҫӑрах, анчах уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун темиҫе градус ӑшӑрах пулӗ. Тунтикун каллех ҫуллахи пек 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Каҫ енне вара пӗлӗтсем капланӗҫ, аслати авӑтма пултарӗ.

Ҫитес эрне варринче Арктика сывлӑшӗ килӗ, 10-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрлесерен вара кӑштах шӑнтма пултарать. Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ. Унтан пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, анчах ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче сивӗ ҫанталӑк пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникунчченех ҫумӑр ҫукалӗ. Ыран ҫумӑрпа пӗрле юр пӗрчисем те ӳккелӗҫ. Ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.

Унччен палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн пата эрнекун юр килмеллеччӗ. Анчах ку фронт Раҫҫейри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ регионӗсене кайӗ. Пирӗн пата вара ӑшӑ килӗ.

Кӗҫнерникун ҫулла пекех пулӗ: 21-26 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫиллӗрех пулӗ.

Канмалли кунсенче сивӗрех, анчах уяр ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун ҫил лӑпланмӗ-ха, 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун темиҫе градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер республикӑра ҫурҫӗр округсенче пӗрремӗш аслати авӑтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа пӗрле ӑшӑ ҫанталӑк хальлӗхе вӗҫленет.

Ыран ҫӗрле шӑнтӗ. Вырсарникун кӑртӑрла уяртӗ, 8-13 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун вара каллех ҫумӑр ҫӑвӗ - кунӗпех. Ҫил каллех вӑйланӗ.

Эрне варринче ҫил вӑйлӑ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӑнтӑрла - 10-15 градус ӑшӑ, ҫӗрле 4-6 градус ӑшӑ пулӗ.

Эрнекун йӗпе юр е пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать, сывлӑш температури 0 градус пулӗ. Хальлӗхе ку - малтанлӑха палӑртнӑ прогноз кӑна.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, метеоҫуркунне 10 кун маларах пуҫланнӑ. Пуш пуҫламӑшӗнче юр 70 сантиметр хулӑнӑш пулнӑ, халӗ – 24 сантиметр кӑна. Ҫак кунсенче юр ирӗлсе пӗтмелле.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вариччен сывлӑш температури улшӑнса тӑрӗ. Акан 17-18-мӗшӗсенче сивӗтме, юр ҫума пултарать. Кайран вара типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк, ҫуллахи пекех, тӑрӗ. Кӑнтӑрла 22-27 градус ӑшӑ пулмалла.

Пӗтӗмӗшле илсен ака уйӑхӗн нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулмалла. Нӳрӗк те сахалрах пулмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Пуш уйӑхӗн юлашки декади нормӑран 4 градус ӑшӑрах пулнӑ. Синоптиксем ку эрнере те ӑшӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ.

Эрне варринче 15-20 градус таран ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесрен – 7-12 градус. Ҫак кунсенче юр кайса пӗтӗ. Тӑрук ирӗлнӗрен ейӳ сарӑлма пултарӗ. Сӑрта тата Ҫавалта шыв 3 метр ытла хӑпарнӑ.

Чи ӑшӑ кун акан 3-мӗшӗнче пулӗ. Ҫапах кӑштах ҫил вӗрӗ. Кӗҫнерникун ӑмӑртарах пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, термометр 12 градус ӑшӑран ытларах кӑтартмӗ. Эрнекун та ҫумӑр чарӑнмӗ, ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ

Канмалли кунсенче кӑнтӑрла 5-10 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – «минус». Ҫил лӑпланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ӑшӑ таврӑнӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 20 градус таран та ӑшӑ пулмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк савӑнтарӗ - ҫу уйӑхӗнчи пекех ӑшӑ пулӗ.

Ҫак канмалли кунсенче ҫӗрлесерен вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Каҫхине те термометр «плюс» кӑтартӗ. Шӑматкун кӑна кӑшах сивӗрех пулӗ. Вырсарникун 7-12 градус ӑшӑ тӑрӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере 14-19 градус ӑшӑ пулӗ. Пӗлтӗр, сӑмах май, акан 4-мӗшӗнче 17,6 градус ӑшӑ пулнӑ. Ку - рекорд.

Синоптиксем хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра сиветмӗ. Акан пӗрремӗш декади вӗҫӗнче 20 градус таранах ӑшӑ пулма пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 46
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 01

1924
101
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
35
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та