Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те ака уйӑхӗнчи пек ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк пулӗ. Кӑнтӑрласерен термометр 5-10 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи климат нормипе килӗшсе тӑрать. Ҫӗрлесерен вара шӑнтӗ. Ҫавна май ҫулсем пӑрлак пулӗҫ, хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтре карса илӗ. Эрне тӑршшӗпех ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӗҫнерникун республикӑна пӗрремӗш ҫурхи ҫумӑр ҫитӗ, анчах питех вӑйлӑ ҫумӗ.
Паянхи куна илес тӗк, юр хулӑнӑшӗ 62 санттиметрпа танлашать. Ку иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 13 сантиметр пӗчӗкрех.
