
Чӑваш Енре шӑрӑх кунсем пуҫланӗҫ. Синопитиксене ӗненсен канмалли кунсенче пирӗн республикӑра 29-34 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫанталӑк каҫхине те сулхӑнлатмӗ, 20 градусран та ӑшӑрах тӑрӗ. Вырсарникун каҫхине уйрӑмах пӑчӑ пулас пирки систереҫҫӗ.
Паян каҫхине вара пирӗн республикӑра вӑйлӑ ҫумӑр ҫумалла-мӗн, ун вӑхӑтӗнче аслати авӑтӗ, ҫил вӑйланӗ. Пӑр ҫума пултарасси пирки те пӗлтернӗ. Ыранах вара хӗвел пӑхса ярӗ. Кун та уяр пулӗ. Вырсарникун вырӑн-вырӑнпа ҫумӑр ҫусан та ҫанталӑк ӑшӑ пулмалла. Сывлӑш температури ытларикун кӑштах чакӗ. Ун чухне 23-28 градус ӑшӑ пулӗ.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Енре каллех шӑрӑх кунсем тӑрӗҫ. Ку вӑл — синоптиксене ӗненсен. Ҫанталӑк чӑннипех епле пулассине пурӑнсан курӑпӑр.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрах, ку эрнере ҫанталӑк шӑрӑх пулӗ. Ку эрне тӑршшӗпех термометр 26-31 градус ӑшӑ кӑтартӗ, каҫсерен те сивех пулмӗ: 14-19 градус ӑшӑ тӑрӗ. Юнкун каҫхине тата ҫӗрле ҫумӑр ҫума пултарать, анчах ҫанталӑк сивӗтмӗ, пушшех те — нӳрӗке пула тата пӑчӑлантарӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле те ҫумӑр ҫума пултарать.
Канмалли кунсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне пирӗн республикӑна Вӑтам Азирен тропика сывлӑшӗ килӗ, ҫавна май тӳпе кӑвак мар, сӑрӑрах тӗслӗ пулӗ. Пӗр енчен, ку хӗвеле сывлӑша хӗртме кансӗрлӗ, тепӗр енчен, тропика каҫӗсем пулӗҫ: ҫӗрле те 20 градусран ытларах ӑшӑ тӑрӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, чи шӑрӑх кун ҫитес эрнери тунтикуна лекӗ. Кайран вара ҫумӑр ытларах ҫунӑран ҫанталӑк кӑштах уҫӑлтарӗ, анчах пур-пӗрех климат норминчен ӑшӑрах пулӗ.
| УТӐ | 17 |

Сивӗ, ҫумӑр ҫӑвать. Ҫу варринче чӑн-чӑн кӗрхи ҫанталӑк хуҫаланать! Телее, кӗрхи ҫанталӑк республикӑна нумайлӑха килмен
«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес талӑкра ҫумӑр ҫӑвӗ. Ыран вара ирхине уяртӗ, кӑнтӑрла ӑмӑрланӗ, анчах ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пӗчӗк. Ахӑртнех, сунчӑк кирлӗ пулмӗ. Ҫапах ӑшӑрах тӑхӑнӑр – ҫил ҫурҫӗр енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ.
Вырсарникун тинех ӑшӑтӗ, термометр 24-29 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче вара 30 градус ытларах шӑрӑх пулӗ. Ҫил те лӑпланӑ. Ҫавна май хӗвел ҫинче пушшех те шӑрӑх пек туйӑнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк сахалтан та ҫак уйӑх вӗҫлениччен тӑрӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулӗ, ҫуллахи шӑрӑх савӑнтармӗ.
Чи ҫумӑрлӑ кун кӗҫнерникун пулӗ. Ун чухне термометр 20 градус та катартмӗ, ҫӗрле пушшех те сивӗ пулӗ – 10 градус кӑна. Тата ҫил те вӑйланӗ.
Телее, канмалли кунсенче ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ, ҫил лӑпланӗ. Вырсарникун урамра 26-28 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче вара тата шӑрӑхрах пулӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗччен вара ҫумӑр ҫумӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникунран шӑрӑх вӗҫленӗ, пирӗн пата ҫумӑрлӑ ҫанталӑк килӗ.
Паян тата ыран 30 градус шӑрӑх пулӗ-ха: шыва кӗрсе савӑнӑр. Вырсарникун вара кӑнтӑрла аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫӗрле ҫумӑр пӗлӗчӗсем республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ еннелле куҫӗҫ. Ҫапла кӗҫнерникунччен ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Ҫанталӑк питех сивӗ пулмӗ, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑна термометр 17-22 градус кӑтартӗ. Кайран ҫуллахи уҫӑ ҫанталӑк тӑрӗ, 22-24 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – 15-16 градус.
Ҫитес эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑна антициклон килӗ, каллех чӑн-чӑн ҫулла таврӑнӗ — 23-28 градус таран ӑшӑ пулӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт ку эрнере ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернӗ.
Ыран вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ-ха, ҫил те ҫав вӑхӑтра вӑйланӗ. Эрне варринче вара 25-20 градус таран шӑрӑхланӗ: пирӗн пата антициклон ҫитӗ.. Канмалли кунсенче те хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах сывлӑш температури ҫуллахи пекех пулӗ.
Икӗ эрнере 1 тӑваткал метр ҫӗр ҫине 45 литр ҫумӑр ӳкӗ. Сывлӑшӑн талӑкри вӑтам кӑтартӑвӗ 21 градуспа танлашӗ. Ку климат норминчен пӗр градус ытларах.
Сӑмах май, кӗҫӗр республика урлӑ сивӗ фрончӗ иртнӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр ҫукаланӑ. Пӑрачкаври метеостанци ҫил ҫеккунтра 23 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнине шута илнӗ. Кунашкалли йывӑҫа тымарӗпе кӑклама пултарать. Ҫиле пула хӑш-пӗр округри ялсенче электричество пӗтнӗ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче республикӑра 33 градус таран шӑрӑх пулӗ.
Паянтан пуҫласа вырсарникунччен термометр 30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать, ҫеккунтра 14-19 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ — асӑрханӑр! Шӑматкун ҫил лӑпланӗ.
Вырсарникун чи шӑрӑх кун пулӗ. Анчах каллех сивӗ фрончӗ килӗ, ҫӗрле ҫанталӑк кӑштах уҫӑлтарӗ. Тунтикун уяр, анчах шӑрӑхах мар пулӗ. Ҫитес эрне варринче каллех 25-30 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Эппин, шыва кӗмелли лайӑх ҫанталӑк пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи шӑрӑх кунсем утӑ уйӑхӗн варринче пулӗҫ. Темиҫе кун тропика каҫӗсем кӗтеҫҫӗ – ун чухне ҫӗрле 20 градус ытла ӑшӑ пулӗ.

Тинех, тинех! Ку эрнере тинех ҫанталӑк ӑшӑтать! Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Паян ҫумӑр ҫукалӗ-ха. Ыран вара уяртӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, ҫапах ӑшӑ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Анчах республикӑн тухӑҫ енчи округсенче ҫумӑр ҫуса илес хӑрушлӑх пулӗ. Хӗвеланӑҫ енчи округсенче вара уяр ҫанталӑк тӑрӗ.
Эрне варринелле тата ӑшӑтӗ, ҫил те лӑпланӗ. Эрне вӗҫнелле вара пушшех те шӑрӑхланӗ, термометр 30 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – ытларах та. Ҫӗрлесерен те ӑшӑтӗ, 17-19 градус пулӗ. Анчах вырсарникун ҫӗрле хӑш-пӗр вырӑнта аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ҫуллахи шӑрӑх кӗҫех пирӗн пата таврӑнӗ. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.
Анчах унччен тепӗр сивӗ те ҫиллӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑка чӑтса ирттерме тивӗ. Шӑматкун хӗвеллӗ пулӗ-ха, анчах ҫӗрле самай сивӗтӗ. Вырсарникун вара кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫанталӑк пӑсӑлӗ: ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, ҫӗрлесӗр те чарӑнмӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май урамра 8-13 градус ӑшӑ пек кӑна туйӑнӗ.
Тунтикунран тинех ҫанталӑк, лайӑхланма ӑшӑтма тытӑнӗ, ҫапах хушӑран вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрне варринче шӑрӑхланӗ, термометр 25-30 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

Ҫулла, хӑть мӗнле пулсан та, ӑшӑ ҫанталӑках кӗтпӗр. Анчах ӑҫта вӑл?
Шел те, хальлӗхе «Ҫанталӑк 21» сайт лайӑххинех хыпарламасть, шӑрӑх хӑҫан килесси паллӑ мар. Ку эрнере паян, ыран тата эрнекун ытларах ҫумӑр ҫӑвӗ. Паян ирхине сивӗ пулсан та кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫанталӑк 21-23 градус таран ӑшӑтрӗ-ха. Ыран тата кӑшт ӑшӑрах пулӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн каллех аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ те ҫанталӑк сивӗтӗ.
Эрне варринче ҫумӑр ҫумӗ, уяртарах ҫанталӑк пулӗ. Анчах ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӑйлӑ вӗрӗ, эрнекун тӗлне кӑна лӑпланӗ. Эрнекун вара сивӗ те ҫумӑрлӑ пулӗ – кӑнтӑрла та термометр 15-17 градус кӑна кӑтартӗ. Канмалли кунсенче те ҫавӑн пек сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен термометр 10-12 градус кӑна кӑтартӗ.
