Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑҫал хӗл мӗнле килӗ? Урамра юр ҫук та, хӗллехи уйӑх ҫитни те туйӑнмасть. Ҫапах хӗл ларӗ. Вӑл мӗнле пулассине «Ҫанталӑк 21» проект авторӗ палӑртнӑ.
Вӑл шутланӑ тӑрӑх, раштав-нарӑс уйӑхӗсем климат норминчен 1 градус ӑшӑрах пулӗҫ (пӗлтӗр 4 градус ӑшӑрах пулнӑ). Ҫав вӑхӑтрах уйӑхри вӑтам температура виҫӗ уйӑхӗнче те нормӑран пысӑкрах пулмалла. Эппин, ӑшӑ кунсемсӗр иртмӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, хӗллехи ҫанталӑк хӗллехи пек пулӗ: сивӗ: юрлӑ, ҫил-тӑманлӑ.
30 градуслӑ шартлама сивӗ кунсем раштавра кӑна пулӗҫ (пулас шанчӑк 20 процент). Пӗлтӗр, сӑмахран, Шупашкарта термометр хӗлӗпе те 20 градус сивӗ кӑтартман.
Раштавра юр дефицичӗ кӑштах пулӗ: юр хулӑнӑшӗ 20-22 сантиметра ҫитӗ. Кӑрлачра тата нарӑсра вара юр нормӑран кӑшт ытларах ҫӑвӗ. Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче юр хулӑнӑшӗ 40 сантиметра ҫитӗ.
