Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» портал канмалли кунсенче хӗвеллӗ ҫанталӑкпа саванса юлмалли пирки пӗлтерет.
Шӑматкун пирӗн региона ӑшӑ килӗ, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртма тытӑнӗ. Ҫӗрле вара термометр 0 градус кӑтартӗ.
Вырсарникун каллех сивӗ фрончӗ килӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Тунтикун вара уяртӗ, 6-11 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ.
Ытларикун ҫумӑрлӑ пулӗ, ҫил вӑйланӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун та ҫумӑр ҫӑвӗ. Чӳкӗн 1-2-мӗшӗсенче ҫӗре юр шуратма пултарать.
