Чӑваш наци музейӗ «Амазонки поколения Z» (чӑв. Z ӑрури амазонкӑсем) сӑнӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Музейҫӑсем ӑна «Амазонки донских степей» (чӑв. Дон тӑрӑхӗнчи ҫеҫенхирхсенчи амазонкӑсем) курав иртнӗ май йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑнакансен курав экспоначӗсем тӗлӗнче ӳкерӗнмелле пулнӑ. Сӑнӳкерчӗке музейӑн тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнӗнчи фотоальбомра вырнаҫтарма тивнӗ.
Ӳкерӗннӗ чух бутафори хӗҫ-пӑшалӗпе: сӑнӑллӑ ухӑпа, авалхи салтаксен хӗҫӗпе тата сӑнӑпа — усӑ курма ирӗк панӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗне тӗнче тетелӗнчи сасӑлав урлӑ палӑртнӑ. Мария Самделова 102 сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 55 сасӑллӑ Анна Казакова – иккӗмӗш, 41 сасӑллӑ Людмила Чулахова — виҫҫӗмӗш. «Ҫамрӑк амазонка» — Елизавета Мершина, «Амазонкӑсен тусӗ» — Илья Мершин.
«Туту ру» ҫулҫӳревсен сервисӗ «Манӑн планета» телеканалпа пӗрле «Раҫҫейри чи интереслӗ ятлӑ ял» конкурс ирттерни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: сасӑлава кӗнӗ списока Шупашкар районӗнчи Ишек (вырӑсла «Ишаки») ялӗ те лекнӗ.
Ку эрнере финала тухассишӗн 10 ял тупӑшнӑ. Конкурсӑн улттӑмӗш финалисчӗ Калуга облаҫӗнчи Мошонки ялӗ пулса тӑнӑ. Уншӑн 5370 ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Воронеж облаҫӗнчи Хренище ялӗ. Ишек ялӗ 3352 сасӑ пухса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Конкурс малалла пырать. Финалччен тата тепӗр тӑватӑ сасӑлав иртмелле.
Ҫитес ҫул Шупашкарта хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ку сирӗнтен те килет – сасӑлава хутшӑнӑр.
Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртет. Унта 13 сквертан, паркран тата ытти общество территорийӗнчен пӗрне суйлама пулать. Списока ҫак вырӑнсем кӗнӗ: Мускав ҫыранӗ, «Салют» культура керменӗ умӗнчи сквер, М.Горький проспектӗнчи сквер, Чапаев поселокӗнчи Ҫӗнтурӳ лапамӗнчи парк, Кадетсен скверӗ, Ашмарин урамӗнчи парк, Айзман урамӗнчи аллея, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи аллея, Юман рашчи, Чапаев скверӗ, «Чӑвашгражданпроект» патӗнчи сквер, Республика лапамӗнчи сквер,
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, виҫӗ общество вырӑнне «Хулана хӑтлӑлатасси» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн илем кӗртме суйласа илӗҫ. Сасӑлав юпан 25-мӗшӗччен пырӗ.
Шупашкарти пӗр урама истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн Василий Димитриевӑн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Ку шухӑша Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗлтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Унта эсир те хӑвӑрӑн шухӑша пӗлтерме пултаратӑр. Хальлӗхе сасӑлава 916 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 794-шӗ ку шухӑша ырланӑ.
Василий Димитриев 300 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ. Вӗсен йышӗнче – 19 монографи, 14 брошюра. Вӑл 2013 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 89 ҫулта пулнӑ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хулан хисеплӗ ҫыннине суйлани пирки, сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта пыни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Сасӑлав вӗҫленнӗ. Кӑҫал ку хисеплӗ ята кам тивӗҫнӗ-ха?
Порталта 3915 ҫын сасӑланӑ. Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне 1500 ҫын сасӑланӑ, ун чухне Валерий Львов малта пулнӑ. Мэри сасӑлава ҫурлан 8-мӗшӗччен тӑсма йышӑннӑ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ: Игорь Рощин пуринчен те нумайрах сасӑ пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Валерий Львов, виҫҫӗмӗшӗнче – Игорь Мадянов.
Сасӑлава хутшӑннӑ кандидатурӑсене аса илтерер.
- «Уяв» Чӑваш наци фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова;
- Тихонов ячӗллӗ спортшкулӗн инструктор-методисчӗ, бокс енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Валерий Львов;
- Республикӑри клиника пульницин эндокринологи уйрӑмӗн заведующийӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Игорь Мадянов;
- Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, тӗнче шайӗнчи фейерверксен фестивалӗн йӗркелӳҫи Михаил Резников;
- «Дорисс» ПАОн тулашри консультачӗ, Чӑваш Енри ҫулйӗрҫӗсен династийӗн пуҫаруҫи Игорь Рощин;
- И.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвас умӗн йӑлана кӗнӗ тӑрӑх хулан хисеплӗ ҫыннине суйлаҫҫӗ. Ҫак ята ултӑ ҫынран пӗри тивӗҫӗ. Ӑна «Уҫӑ хула» порталти сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе суйлӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗсен шухӑшне шута илӗҫ. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырӗ.
Кӑҫал ҫак кандидатсене тӑратнӑ:
- «Уяв» Чӑваш наци фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова;
- Тихонов ячӗллӗ спортшкулӗн инструктор-методисчӗ, бокс енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Валерий Львов;
- Республикӑри клиника пульницин эндокринологи уйрӑмӗн заведующийӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Игорь Мадянов;
- Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, тӗнче шайӗнчи фейерверксен фестивалӗн йӗркелӳҫи Михаил Резников;
- «Дорисс» ПАОн тулашри консультачӗ, Чӑваш Енри ҫулйӗрҫӗсен династийӗн пуҫаруҫи Игорь Рощин;
- И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ энергетикӗ Владимир Щедрин.
Палӑртмалла: ку таранччен ҫак хисеплӗ ята 35 ҫын тивӗҫнӗ.
Шупашкарти пӗр урама Чӑваш халӑх писателӗн Василий Алентейӗн ятне парасшӑн. Ҫакна хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫумӗнчи ятсене паракан комисси йышӑннӑ.
Халӑх туслӑхӗн орденне тивӗҫнӗ Василий Алентей ҫуралнӑранпа кӑҫал 100 ҫул ҫитет. Шӑпах ҫакӑнпа пӗр урама ун ятне парасшӑн. Карттӑна пӑхас тӑк, вӑл урам «Радужный» микрорайонта пулӗ.
Сӑмах май, унччен ҫак ҫыравҫӑ ячӗпе Гладков урамӗнчи пӗр пая хисеплеме палӑртнӑ. Ятарласа «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав та иртнӗ. Ун чухне чылайӑшӗ ку пуҫарӑва ырланӑ.
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесре ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче марал пӑланӗ ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӑл амӑшӗпе пӗрле. Вӑл Красавчик тата Ляля ятлӑ пӑлансен ҫемйинче кун ҫути курнӑ.
Тин кӑна ҫуралнӑ пӑлан валли ят шыраҫҫӗ. Ӑна ҫынсем «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав мелӗпе суйлӗҫ.
Маралсем 8 уйӑхран ҫӑмӑлланаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем пӗр ҫура ҫуратаҫҫӗ. Палӑртмалла: маралсем читлӗхре сайра-хутра йыш хушаҫҫӗ. Ҫавӑнпа зоокӗтес ӗҫченӗсемшӗн ку пысӑк савӑнӑҫ. Чӗрчунӑн ҫак тӗсне Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Аҫисен мӑйрака пур, амисен – ҫук. Аҫисен мӑйраки хӗл вӗҫӗнче ӳкет, ун вырӑнне ҫӗнни ӳсет.
Шупашкар хула администрацийӗ композиторсемпе поэтсен хушшинче автор конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа та ҫырма юрать. Конкурса хӑть мӗнле автор, ушкӑн хутшӑнма пултарать. Анчах композицин вырӑсла пулмалла, 4 минутран ытларах тӑсӑлмалла мар. Текстра Шупашкара юратни курӑнмалла.
Заявкӑсене ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унтан жюри чи лайӑх гимна суйласа илӗ. Килӗшнӗ юрӑшӑн «Уҫӑ хула» порталта ҫурла уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче сасӑлама май пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе ҫурлан 12-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗ гонорар парӗҫ.
Шупашкарти «Сӗт-ҫу бази» общество чарӑнӑвӗн ятне «Волга Айс» организаци улӑштарма сӗнни пирки хыпарланӑччӗ. Вӑл ӑна «Волга Айс» ят пама сӗннӗ. Ку ыйтупа «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав ирттернӗ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ. Хулари ҫак чарӑну ятне улӑштарӗ-и? Пӗлес килет пулсан сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарар.
Ыйтӑма 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ, 65,55 проценчӗ, ҫак чарӑну ятне ӗлӗкхиллех хӑвармалла тесе сасӑланӑ.
27,28 проценчӗ вара чарӑнӑва «Волга Айс» ят панине хирӗҫ мар. Ыйтӑма хутшӑннисен 7,16 проценчӗ ҫакна специалистсен уҫӑмлатмалла тесе палӑртнӑ.
Пӗтӗмлетӗве ятарлӑ комиссие пӑхса тухма панӑ. Вӑл та чарӑну ятне улӑштарассине ырламан.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |