«Раҫҫей йывӑҫӗ – 2020» конкурс паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ. Унта Дагестанри авалхи платан ҫӗнтернӗ. Вӑл 39 пин те 82 сасӑ пухнӑ. Конкурса тӑратнӑ 12 йывӑҫ хушшинче чӑваш юманӗ те пулни ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те пӗлтернӗччӗ.
Муркаш районӗнчи Ильинка вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсекен ватӑ юман иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, «влаҫсем пулӑшни те чӑваш юманне ҫӗнтерме пулӑшайман». Хӑш-пӗр ача пахчинче ӗҫлекенсем юманшӑн сасӑлама чӗнсе хӑйсен кӑмӑлӗпе урама та тухнӑ-мӗн. Тӗрлӗ МИХӑн тӗнче тетелӗнчи ушкӑнӗсенче юман пирки, сӑмах май, нумай пӗлтерчӗҫ. Апла пулин те пирӗн тӑрӑхри йывӑҫ иккӗмӗш вырӑнпа ҫырлахӗ. Уншӑн 25 пин те 720 ҫын сасӑланӑ.
«2020 ҫулхи Раҫҫейри йывӑҫ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурса чӑваш юманӗ хутшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Республикӑри чи ватӑ юманшӑн rosdrevo.ru сайтра сасӑлама пулать. Конкурсри унӑн номерӗ — тӑваттӑ. Конкурса ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи 12 йывӑҫ хутшӑнать.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн юманӑн тан мар кӗрешӗве тӳсме тивет. Юманшӑн пӗр сасӑ памассерен ыттисемшӗн 1 сасӑран пуҫласа 10 сасӑ таран хушӑнса пырать иккен.
Пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, паян ирхи вунӑ сехетре ҫавна юриех тӗрӗслесе пӑхнӑ. Вӗсем компьютертан тата телефонтан сасӑланӑ. Юманшӑн сасӑланӑ май Дагестанри йывӑҫшӑн сасӑлани хушӑнса пырать иккен.
Паблик авторӗсем конкурса ирттерекенсене: «Сире намӑс мар-и?» — тесе ӳпкеленӗ.
«2020 ҫулхи Раҫҫейри йывӑҫ» пӗтӗм ҫӗршыври конкурса чӑваш юманӗ хутшӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ ҫак йывӑҫшӑн rosdrevo.ru сайтра сасӑлама пулать. Унӑн номерӗ — тӑваттӑ.
Юмана тӑван халӑхӑмӑр атте тесе каланӑ. Конкурса хутшӑнакан лаштра юман Муркаш районӗнчи Ильинкӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 24 метр, вуллин сарлакӑшӗ – 182 сантиметр. Вӑл 369 ҫулта.
Сасӑлав https://rosdrevo.ru/russian-tree-of-the-year/ сайтра иртет. Вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленет. Хальлӗхе чӑваш юманӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнать.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров Олег Николаева республика пуҫлӑхӗн суйлавӗнче ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Калас тенине вӑл телеграмма урлӑ ҫитернӗ.
Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулса ӗҫлекен Николай Федоров Олег Николаева ҫирӗппӗн ҫӗнтернӗ ятпа ырӑ суннӑ. «Ҫак пысӑк должноҫре эсир хӑвӑрӑн мӗнпур вӑя тӑван Чӑваш Еншӗн тата унӑн халӑхӑшӗн парасса, республикӑна социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика ыйтӑвӗсене тухӑҫлӑ та курӑмлӑ татса парасса шанатӑп», — тенӗ Николай Васильевич. Ҫирӗп сывлӑ, чи ыррине суннӑ.
Кӗҫӗр, шӑп та лӑп ҫурҫӗрте, Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков Чӑваш Ен Элтеперӗн сасӑлавӗн малтанзи кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.
Александр Цветков каланӑ тӑрӑх, ҫурҫӗр тӗлне пирӗо республикӑра протоколсен 19,2 процентне шутланӑ.
Элтепер суйлавне хӑйӗн кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ Олег Николаев 81 процент сасӑ пухнӑ.
Александр Андреев, Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн пайташӗ, 8,78 процент пухнӑ.
Константин Степанов, Раҫҫейри либерал-демократсен партийӗн пайташӗ, – 3,75 процент.
Николай Степанов, «Раҫҫейрри пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн» партийӗн пайташӗ, – 2,28 процент.
Сергей Матвеев, «Раҫҫей патриочӗсем» парти пайташӗ – 1,91 процент.
Чӑваш Енри тӳре-шара унчен пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулта кӗҫӗн классенче ирхи апат тӳлевсӗр пулать. Анчах ку ашшӗ-амашне питех килӗшмен. Ара, ачасем килте те ирхине апат ҫиме пултараҫҫӗ.
Ҫавна май ку тӗлӗшпе сасӑлав иртнӗ: ачасене ирхине е кӑнтӑрла тӳлевсӗр апат ҫитермелле? Сасӑлава паян пӗтӗмлетнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ, чылайӑшӗ ӗнтӗ, кӑнтӑрлахи апата суйланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 95,7 проценчӗ ку варианта суйланӑ. Ҫапла майпа Шупашкарта вӗренекен 30 пин ача шкулта тӳлевсӗр апатланӗ. Вӑтамран пӗр порци валли хыснаран 52-53 тенкӗ уйӑрӗҫ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонта ҫӗнӗ чарӑнусен ячӗсене суйланӑ. Яланхиллех халӑхпа. Урамсен ячӗсемшӗн «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта сасӑланӑ. Икӗ тапхӑрпа. Пӗтӗмлетӗве те асӑннӑ порталтах пӗлтернӗ.
1-мӗш чарӑнӑва «РНАн академикӗн Х. М. Миначевӑн урамӗ» теме йышӑннӑ, 2-мӗш чарӑнӑва — «Филипп Лукин урамӗ», 3-мӗш чарӑнӑва — «Университет-2», 4-мӗш чарӑнӑва — «Лесная» (чӑв. Вӑрман чарӑнӑвӗ). Шӑпах ҫак ятсемшӗн пӗрремӗш тапхӑрта ытларах сасӑланӑ та.
Ҫав ятсене Шупашкарти урам-чарӑну ячӗсене суйлакан комисси пӑхса тухӗ.
Маларах асӑннӑ чарӑнусем Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн академикӗн Х. М. Миначевӑн тата Филипп Лукин урамӗсене тунӑ май йӗркеленнӗ. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫмалла. Унтан ҫав чарӑнусене 32 тата 52-мӗш автобуссем ҫитме тытӑнӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра пӗрлехи суйлав кунӗ тесе йышӑннӑ. Ун чухне Чӑваш Ен Элтеперне тата муниципалитсенчи депутатсене суйлӗҫ.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен шкиленнипе, ӑна сарасран асӑрханас тӗллевпе суйлава виҫӗ кун хушши ирттерӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ӗнер йышӑннӑ. Ҫапла вара сасӑлава авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче те ирттерӗҫ. Тӗп суйлав кунӗ ҫапах та 13-мӗшӗнче пулӗ тесе пӗлтернӗ.
Аса илтерер: республика Элтеперӗн суйлавне 5 кандидат хутшӑнать. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ — парти сӗннӗ кандидатсем: Сергей Матвеев («Раҫҫей патриочӗсем»), Николай Степанов («Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн партийӗ»), Александр Андреев (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ), Константин Степанов (либерал-демократсен партийӗ). Республика ертӳҫин тивӗҫне хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ.
Шупашкар хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне хатӗрленет. Ҫавӑн умӗн хулара Депутатсен пухӑвӗн 52-мӗш черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусен шутӗнче «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята парасси те пулнӑ. Хулари Депутатсен пухӑвӗ хӑйӗн сайтӗнче ку ыйтӑва тӗп тесе пӗлтернӗ.
Хулан хисеплӗ ҫынни пулма тивӗҫлӗ кандидатсем 11-ӗн пулнӑ. Ҫынсем хӑйсен шухӑшне пӗлтерччӗр тесе хула ертӳҫисем «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ портал) порталта сасӑлав йӗркеленӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче сасӑлама май туса панӑ. Хӑйсен шухӑшне пӗлтернисенчен 30,8 проценчӗ «Элара» предприятин гендиректорӗн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытакан ҫумӗшӗн Наталия Партасовӑшӑн сасӑланӑ. Хулари депутатсем те уншӑн сасӑланӑ.
Шупашкарта 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫулне улӑштарасшӑн. Ку шыхӑша хулари чылай ҫын ырланӑ, сасӑлава хутшӑннисен 60,99 проценчӗ килӗшнӗ.
22-мӗш троллейбус ҫулне тӑсмалли пирки ыйтӑва Миттов бульварӗнче пурӑнакансем ҫӗкленӗ. Транспорта вӗсем хӑйсем патне ҫитересшӗн пулнӑ. Кун тӗлӗшпе сасӑлав ирттернӗ, унта 1428 ҫын хутшӑннӑ.
22-мӗш троллейбус маршрутне виҫҫӗмӗш квартал вӗҫӗччен улӑштарма палӑртнӑ. Ҫапла майпа вӑл Миттов бульварне ҫитме тытӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |