Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Шупашкар-Сурски» автоҫуль ҫинче 9 ҫулти ачана таптаса кайнӑ. Инкек 18 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«Нива» автомашина рульне тытса пынӑ 71 ҫулти водитель ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машинӑна вааскавлӑн та хӑвӑрттӑн чарса лартнӑ пулин те велосипедиста вӑл пырса тӑрӑннӑ.Аманнӑ арҫын ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май ҫакна та шута илмелле: 7-14 ҫулсенчи велосипедистсен тротуарсемпе, ҫуран ҫӳрекенсен тата велосипедистсен ҫулӗсемпе ҫеҫ ярӑнма юрать. Вӗсен ҫул хӗррипе, автомобиль ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк ҫук.
Ҫул ҫитменнисем ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16-ӑн ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ, ҫав шутран 10 тӗслӗхӗнче ачасем суранланнӑ.
Тутарстанри Зеленодольск районӗнче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире Чӑваш Енри пачӑшкӑ, унӑн мӑшӑрӗ тата тепӗр икӗ тӑванӗ — арӑмӗпе упӑшки — вилнӗ. Пачӑшкӑн 22 ҫулти хӗрӗ, аварире йывӑр аманнӑскер, халӗ реанимацире выртать. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
М7 автоҫул ҫинче пулнӑ тискер аварире чӑваш номерӗллӗ «Лада Ларгус» ҫӑмӑл машина йывӑр тиевлӗ икӗ транспорт хушшине хӗсӗннӗ. Тӑватӑ ҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Вӗсенчен пӗри — Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнчи чиркӳ пачӑшки Сергий Колпаков. Вӑл 55 ҫулта пулнӑ. Вилӗм кӳнӗ авариччен темиҫе сехет маларах кӑна чиркӳре служба ирттернӗ. Авари Scania автовозӑн тормозӗ ӗслеме пӑрахнипе пулнӑ: йывӑр тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнса чарӑннӑ «Лада Ларгуса» лапчӑтнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнӑ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ.
71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ. Сак ҫинче пӗччен лараканскерпе вӑл сӑмах пуҫарнӑ. Ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫнӑ май килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ.
Арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем 2016 ҫулта тӗрмерен тухнӑ иккен. Ҫул ҫитменнисене пӗрре кӑна мар ирӗксӗрленӗшӗн унта вӑл 17 ҫул ларнӑ. Ирӗке тухсан арҫын каллех хӑйӗн чун киленӗҫӗ патне таврӑнма шут тытнӑ курӑнать, анчах пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ 1-мӗш типографире йывӑр-лару пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Предприятине 2015 ҫултах панкрут тесе йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра унти 201 ӗҫчен умӗнчи парӑм 16,5 миллион тенкӗпе танлашать.
Панкрут тесе йышӑннӑ предприятире юлашки вӑхӑтра конкурс управляющийӗ пуҫ пулса тӑнӑ. Ку вӑл — саккунпа килӗшӳллӗн пулса пыракан утӑм. Анчах ҫав ҫын хӑйӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыман. Ҫавӑншӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Хайхишӗн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ-ши — вӑл йӗркеллӗ ӗҫлеме тытӑнман.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс управляющине суд ултӑ уйӑхлӑха дисквалификацилесе ӗҫсӗр хӑварнӑ. Капла утӑма пирӗ республикӑра сайтра-хутра ҫеҫ тӑваҫҫӗ иккен. Юлашки хутчен ун пек тӗслӗх 2015 ҫулта пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗ ҫывӑхӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл пӗлӗшӗсемпе пулла кайнӑ.
Арҫын 43 ҫулта пулнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗве патне ҫитсен расна ҫыран хӗррине вырнаҫнӑ. Кӑштахран пӗри теприне куҫран ҫухатнӑ. Малтанах япӑххи пирки шутламан-ха вӑл, лешӗ яла тӑванӗсем патне кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Анчах пӗлӗшӗ ларнӑ вырӑнтан иртсе кайнӑ чухне йӑлтах ӑнланнӑ: путнӑ иккен.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. МЧС асӑрхаттарать: пулӑра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмалла. Ҫакна шута илменни ав мӗн патне илсе ҫитерет.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑннӑ 26 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ.
Аса илтерер, ҫамрӑк ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, унтанпа унран сас-хура пулман. 26 ҫулти каччӑн телефонӗпе докуменчӗсем килте юлнӑ. Килтен ҫамрӑк ирхи 8 сехетре тухнӑ. Малтанах тӑванӗсем ҫывӑх ҫынниШупашкара кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Вӗсем тусӗсемпе пӗлӗшӗсем патне те шӑнкӑравланӑ. Анчах лешсем ҫамрӑка курманнине пӗлтернӗ. Каччӑна хӑйсем тӗллӗн тупаймасӑр аптӑранипе унӑн ҫывӑх ҫыннисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Ҫамрӑкӑн виллине паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тупнӑ. Ку усал хыпара пӗлтернӗ МИХсенчен пӗринче ҫӗнӗлӗхе комментарилекенсенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӑй ҫине алӑ хунӑ. Мӗн сӑлтав ҫапла тума хистенӗ-ши тесе пуҫ ватакансем те пур.
Шупашкар хула администрацине лаврӑва чӗннӗ. Унти тӳре-шара суту-илӳпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаканнисем — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехет те 30 минутра тавлашуллӑ ӗҫе уҫӑ ларура пӑхса тухӗҫ. Унта журналистсене те йыхравлаҫҫӗ.
Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексне конкурс ирттермесӗр-мӗнсӗр Атӑлӑн ҫыранӗн хӗрринче кафе тата велопрокат уҫма ирӗк панӑ. Ҫакӑ Раҫҫейре суту-илӗве йӗркелесси ҫинчен калакан федераци саккунӗн 10 статйине тата 15 статйин 4-пункчӗн «д» пунктне пӑсни пулать имӗш.
Монополипе кӗрешекенсем уҫӑ лару хыҫҫӑн брифинг ирттерӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнче тракторист ҫынна таптаса кайнӑ. Халӗ ун куншӑн явап тытма тивӗ.
Ҫав кун тракторист ӳсӗр пулнӑ, уйра ака тунӑ. Хайхискер руль умӗнче ларнӑ чухне тавралла тимлӗ пӑхман – 37 ҫулти арҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӑйлах аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ, анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман – вӑл ҫав кунах вилнӗ.
Тракторист айӑпне йышӑнать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫав хуҫалӑхри ҫитменлӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Таптаса кайнӑ арҫын инструктажпа та паллашман-мӗн. Ҫитменнине, тракторист-машинистсем рейс умӗн медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман. Тата ҫакна палӑртмалла: сарӑмсӑр вилнӗ арҫын та, тракторист та, ытти ӗҫчен те ӗҫ вырӑнӗнче ӳсӗр пулнӑ.
Василий Чапаев музейӗнчен сӑмавар вӑрланӑ. Ҫапла, сӑмахӑмӑр — легендарлӑ дивизи командирӗн Шупашкарти музейӗ пирки. Ют пурлӑха хапсӑнакан кукӑр алӑллисем шӑпах ҫав культура учрежденине, аваллӑх управҫине, куҫ хывнӑ.
Музея чӳрече витӗр кӗнине паян иртнӗ брифингра Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефграфов пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, сӑмавар вӑррисем тӗслӗ металл сутса укҫа тӑвас тенӗ.
Ҫав сӑмаварпа, сӑмах май, Шупашкар хула кунне уявланӑ чух усӑ курнӑ. Музей умӗнче «Чапайпа чей ӗҫер» савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗччӗ. Ун пеккине пӗлтӗр те ирттернӗччӗ, анчах сӑмавара ун хыҫҫӑн тӗкӗнекен тупӑнман. Кӑҫал такамсем хытах куҫ хывнӑ курӑнать — ҫавӑншӑн пуҫтахланма та шикленмен.
Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха районӗнче пурӑнакан арҫын арӑмӗн ашшӗне вӗлернӗ. Ҫилле тытса чырайманшӑн, алла ирӗке янӑшӑн унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире ҫичӗ ҫул кирпӗч шутлама тивӗ.
44 ҫулти вӑй питти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Арҫын тыткаларӑшне вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе хакланӑ. Ку статья — ҫын вӗлернӗшӗн явап тыттараканни.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Ҫав кун арҫын 67 ҫулти хуяншшӗпе унӑн ҫуралнӑ кунне уявланӑ. Ҫамрӑккипе асли унччен те пӗр ҫӑвартан пурӑнман теҫҫӗ. Кӑмӑл-туйӑма ҫӑварлӑхлама эрех ӗҫсен пушшех йывӑр. Тавлашу вӑхӑтӗнче кӗрӳ алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, хуняшшӗне кӑкӑр тӗлӗнчен яшлаттарнӑ. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене ҫамрӑкки хӑех систернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |