Чулхула облаҫӗнчи арҫын Етӗрне районӗнче пурӑнакан 10-мӗш класс хӗрачине улталанӑ.
Пике тӗнче тетелӗнче вутӑ туянас кӑмӑллине пӗлтерсе пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «сутакан» та тупӑннӑ. Татса-ҫурмалла мар. Йӑлтах хатӗр. Пӗр автомашина вутӑшӑн 7 пин тенкӗ тӳлемелле. «Сутуҫӑ» хӗре укҫана куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер тӑван тӑрӑхӗнче ҫынсене вутӑ сутатӑп тесе 13 хутчен улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче васкавӑ пулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Инкек ирхи 4 сехет те 26 минутра пулса иртнӗ. Авари хулари Асламас урамӗпе Трактор тӑвакансен проспекчӗ хӗресленнӗ тӗлте пулнӑ.
«Васкавлӑ пулӑшу» карети хӑй васканине кӑтартакан ҫутта ҫутса чирлӗ ҫын патне кайма тухнӑ. Светофорӑн чарӑнма пӗлтерекен ҫутине пӑхмасӑр машина малалла васканӑ.
Ҫул хӗресленнӗ вырӑнта тухтӑрсен машини «Форд Транзит» автомобильпе ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Асламас урамӗнчен тухнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑрсен машини ҫивитти ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Машинӑра водитель, врач тата фельдшер пулнӑ. Инкек хыҫҫӑн фельдшера тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автомобиль пырса ҫаӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ.
«Мерседес» машина «Киа Рио» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. «Мерседес» рулӗ умӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель пулнӑ. Вӑл ӗнер кӑнтӑрла Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗ енне аннӑ. Икӗ машина ҫапӑннӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм-водитель аманнӑ. Вӑл тата йывӑр ҫын пулнӑ иккен. Ӑна васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна ӑсатнӑ.
Мари Элти водитель Чӑваш Ен тӑрӑх суя удостоверенипе ҫӳренӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫул-йӗр патрулӗн инспекторӗсем тытса чарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем «Шевроле Лачетти» автомобиле тытса пыракан водитель пиҫиххи ҫыхманнине асӑрханӑ. Вӗсем машинӑна чарнӑ, водителе автомобиль докуменчӗсене тата водитель удостоверенине кӑтартма ыйтнӑ. Водитель удостоверенийӗ суя пулни ҫиеле тухнӑ.
Мари Элте пурӑнакан 32 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 10 ҫул каялла автошкулта вӗреннӗ, анчах права илеймен. Ҫавӑнпа суя удоствоеренипе ҫӳренӗ. Ун пек хӑтланнишӗн пуҫиле майпа явап тыттарма юрать.
Паян 13 сехетре Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ку Прокопьев урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Арҫын 8-мӗш хутран ӳкни паллӑ. Анчах мӗнле сӑлтава пула аялалла ӳкнине хальлӗхе палӑртман.
Вырӑна полицейскисем, тухтӑрсем ҫитнӗ. Шурӑ халатлисем арҫын вилнине палӑртнӑ. Вӑл 32 ҫулта пулнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Паян пӗтӗм Шупашкар ура ҫине тӑнӑ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пӑшаллӑ арҫын ҫӳренине курнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха паян хулара?
Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын 11 сехетре хӑйӗн хваттерӗнче, Гузовский урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра, пӑшалтан пенӗ. Унтан вӑл подъезда тухнӑ. Кун пирки арҫыннӑн тӑванӗ полицие пӗлтернӗ.
Пӑшаллӑ арҫынна полици нарячӗ шырама тытӑннӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине «Хӑрушсӑр хула» камерисемпе сӑнанӑ: арҫын Гузовский урамӗнчен Горький проспекчӗ еннелле утнӑ.
1,5 сехет ҫурӑран ӑна Сверчков урамӗнче, Атӑл хӗрринчи вӑрманта, тупнӑ. Вӑл полицейскисене курсан тарма хӑтланнӑ. Анчах ӑна ҫавӑрса илнине ӑнансан хайхискер хӑйне тӗллесе пенӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Юрать-ха, урӑх никам та аманман.
Арҫын тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ. Хӑй ватӑ пулин те ҫамрӑк тесе паллаштарнӑ. Тӗлпулӑва чечек йӑтса килнӗ, каллех суйнӑ. Ку паллашу хӗре мӑшкӑлланипе вӗҫленнӗ.
Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче 23-ри хӗрпе паллашнӑ. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл ун патне киле пынӑ, чечек парнеленӗ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи савнийӗ парса янӑ имӗш, вӑл – унӑн тӑванӗ-мӗн. Арҫын каччӑна хӗрӗн хваттерӗнче кӗтме сӗннӗ.
Ларсан-ларсан нимӗнле савни те пулманнине, хӗрпе вӑл ҫырӑннине каланӑ. Унтан ватӑскер хӗре тапӑннӑ та мӑшкӑлланӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Ҫапах суд ку ӗҫре пӑнчӑ лартӗ.
ЮПА | 25 |
Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ мунча ҫуннӑ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче йӑлтах ҫунса кайнӑ.
Шӑматкун Шупашкарти Богданкӑра Серафимович урамӗнчи мунча кӑнтӑрла ҫуннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мӑрье тӗрӗс мар ӗҫленӗрен тухнӑ.
Ҫав кунах Куславккара та мунча ҫуннӑ. Унта ҫулӑм ҫапӑнмалли пӳлӗме ҫеҫ сиенлетнӗ. Мунчана хуҫисем тӗрӗс мар хутнӑран пушар тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Вырсарникун Красноармейски районӗнич Туҫи Чуракасси ялӗнче тата Улатӑрта мунча ҫуннӑ. Ку тӗслӗхсенче пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ.
Муркаш районӗнчи Кармӑш ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын ватӑ амӑшне хӗнесе вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхине ывӑлӗ 85 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ватӑ хӗрарӑма хытах хӗненӗ. Амӑшӗ йывӑр сурансене чӑтаймасӑр вилнӗ.
Ывӑлне тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Радужнӑй урамӗнчи 11-мӗш ҫурт патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 13-мӗш хутран ӳкни паллӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗскер пулнӑ. Вӑл савнӑ хӗрӗпе пурӑннӑ.
Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |