Улатӑрти комбикорм савутӗнче пушар тухнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ савутӑн иккӗмӗш хутӗнчи цехра ҫулӑм тухнӑ. Пушара ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Вӑл 30 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Ҫулӑм гранулятора тата ун патне пыракан электричество пралукӗсене сиенлетнӗ.
Палӑртмалла: предприяти «Юрма» агрохолдингӑн подразделенийӗ шутланать. Унта чӑх-чӗп валли комбикорм хатӗрлеҫҫӗ. Ҫулталӑкра 80 тонна комбикорм туса кӑларма пултараҫҫӗ.
Йошкар-Олари полици уйрӑмне ҫӗҫӗпе аманнӑ арҫын пирки пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Подольск Курсанчӗсен урамӗнчи хваттерте пулса иртнӗ.
Хуралпа пост службин ӗҫченӗсем асӑннӑ адреспа ҫитнӗ хыҫҫӑн усал шухӑшлӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланнӑ вырӑнти 35 ҫулти хӗрарӑм судпа пулнӑ.
Малтан палӑртнӑ тӑрӑх, эрех-сӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн усал ӗҫе тӑвакан хӗрарӑм диван ҫинче выртакан мӑшӑрне хӑйсен ачи валли апат пӗҫерме ыйтнӑ. Анчах та арҫын вӑл ыйтни ҫине хӑнк та туман. Вара хӗрарӑм ҫӗҫӗ тытнӑ та упӑшкине хырӑмӗнчен темиҫе хут чикнӗ. Шар курнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Асӑннӑ факт тӑрӑх Йошкар-Олари Раҫҫей УМВДн следстви управленийӗ РФ УК 111 статйипе (сывлӑха ятарласа йывӑр сиен кӳни) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав ҫын халӗ текех пуҫлӑх мар ӗнтӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса шӑрҫаланӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ.
Ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 1,5 ҫул хушши пуҫлӑх тилхепине тытаймӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав ҫын халӗ текех пуҫлӑх мар ӗнтӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса шӑрҫаланӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ.
Ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 1,5 ҫул хушши пуҫлӑх тилхепине тытаймӗ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, паян, ирхи 3 сехет ҫурӑра Владимир облаҫӗнче «Мерседес» микроавтобус ҫул хӗрринче ларакан «Скания» ҫине пырса кӗнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫывӑрса кайнӑ.
Автобус номерӗ – Чӑваш Енри. Вӑл Чулхула еннелле кайнӑ. «Лайф» пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 4 ҫын вилнӗ. Пурте – Чӑваш Ен ҫыннисем. Вӗсем Мускавра вахта мелӗпе ӗҫленӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче «Фольксваген» ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта ҫуран утакан ҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехет те 20 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫулӑн 3-мӗш ҫухрӑмӗнче, Тавӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнче, водитель ҫул урлӑ каҫакан ҫынна асӑрхаман, ун ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав ялтах пурӑннӑ 27 ҫулти арҫын васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилсе кайнӑ.
Водитель урӑ пулни паллӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Ӗнер 10 сехет ҫурӑра Канашра Тӑвай ҫулӗнчи 1-мӗш ҫуртра пушар алхаснӑ. Вӑл – общежити.
Ҫулӑм виҫҫӗмӗш хутри кухньӑра тухнӑ. Пушарта сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, маччапа стенасем хӑрӑмланса ларнӑ. Общежитире пурӑнакан тӑватӑ ҫынна ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗри сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче уй ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Элӗк районӗнче уйри ҫулӑм ял патне ҫывхарать», - тенӗ вӑл.
Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, уй каҫхине ҫуннӑ. Унта Уйкас ҫывӑхӗнчи уй-хирте "хӗрлӗ автан" ташланӑ. Ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ чухне уя ҫулӑм ярса илнӗренпе 3-4 сехет иртнӗ.
Ҫулам Етӗрне ҫулӗ енчен ҫывхарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 17 сехет те 59 минутра Шупашкарта Пирогов тата Крылов урамӗсем хӗресленекен вырӑнта 3 ачана машина ҫапса кайнӑ. Ачасем «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ.
«Опель Омега» машинӑн 23 ҫулти водителӗ «зебра» умӗнче хӑвӑртлӑха чакарман, ҫул каҫакан шӑпӑрлансем ҫине пырса кӗнӗ. Ачасем 14-17 ҫулсенче. Вӗсем, телее, суранланнӑ ҫеҫ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ.
23 ҫулти водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачасене асӑрхаса ӗлкӗреймен. Вӑл ӳсӗр пулманни пуллӑ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче 15-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем машинӑпа ярӑннӑ та чутах ҫапӑнса вилмен.
15 ҫулти каччӑ пиччӗшӗн «Пятеркине» тапратса тухнӑ. Машинӑна регистрацилемен, страхламан. Водителӗн, паллах, права та пулман. Ку чи хӑрушши мар-ха. Ҫамрӑксем чутах вилмен.
Салонра водительсӗр пуҫне 3 пассажир пулнӑ. Руль умӗнчи каччӑ машинӑна итлеттереймен – ҫырмана чӑмнӑ. Ҫамрӑксем суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӗсен ашшӗ-амӑшне явап тыттарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |