Республикӑра унта та кунта пушар алхасни пирки илтсен сехре хӑпать. Нарӑс уйӑхӗнче икӗ тӗслӗхре ачасем ҫунсе вилчӗҫ. Хӑрушӑ! Ҫулӑм — вӑйӑ мар ҫав. «Хӗрлӗ автан» пӗр ташлама тытӑнсан…
Хальхинче пушар Канаш хулинчи пасарта пулнӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын хӗн курман. Пӑтӑрмах нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 18:30 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм тимӗртен тунӑ суту-илӳ киоскӗнче алхасма пуҫланӑ. Унта кӗпе-йӗм сутӑннӑ. Пушар тухнӑ чухне хуҫи вырӑнта пулман. Пасар та хупӑннӑ ӗнтӗ. Телее, кӳршӗ киоскри сутуҫӑ ӗҫӗнчен киле часах кайман. Тӗтӗм йӑсӑрланнине курсан пушарнӑйсене чӗннӗ.
Канашри пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма икӗ минутранах сӳнтернӗ, пушара юнашарти киосксене куҫма май паман. Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнине те ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Киоскра тӗн йӑли-йӗркине ирттернӗ хыҫҫӑн ҫуртана сӳнтермесӗр хӑварнӑ-мӗн.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ҫынни хӑйӗн ялӗнче ҫуп-ҫап купи пирки телекурав урлӑ пӗлтернӗшӗн патак ҫинӗ. Сахалах мар лекнӗ — управляющи компани директорӗ хӗненине пула пульницӑра выртма тивет.
Ӗҫ-пуҫ, «Чӑваш Ен» телекурав каласа панӑ тӑрӑх, уйӑх каялла ялти ҫӳп-ҫап пирки хыпарланипе ҫыхӑннӑ. Шӑхасанта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни пирки Вениамин Алексеев каласа панӑ. Ку вара ҫӳп-ҫапа тирпейлессишӗн яваплӑ компанин директорне Иванов Сергей Львовича килӗшмен — урамра тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ним сӑмах чӗнмесӗр хӗнеме тапратнӑ тет. Киле таврӑнсан Вениамин Вениаминович хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ, тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн пуҫ мимине кисретнӗ, айӑк пӗрчине хуҫнӑ.
Пульница лекнӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем ШӖМ ӗҫченӗсене хыпарланӑ, ҫапла пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ пулать. Ҫӳп-ҫап купине илес пулсан — ӗҫ тапраннӑ пулас, ҫуртсем умӗнчине тасатнӑ, котельнӑй тата ытти хӑш-пӗр вырӑнтине хальлӗхе тӗкӗнмен-ха.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче йӗрке хуралне Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи пӗр ҫуртра ватӑ ҫын виллине тупнине пӗлтернӗ.
Кинемей 1927 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев материалӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кинмей пӗччен пурӑннӑ. Хваттершӗн тӳлемелли коммуналлӑ тӑкаксем пухӑннӑран Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ватӑскерӗн алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
Хваттере кӗрсен хуҫин виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа велернин йӗрӗ ҫук. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн килӗнче 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна ун ҫумӗнче тупнӑ транспортпа ҫӳремелли билет тата лавккаран туяннӑ сӗт хутаҫӗ ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта унӑн вилли унтах выртнӑ.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче пӗр усламҫӑна суд пиллӗк ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата 1 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Айӑплава арҫын ҫынсене ҫурт-йӗрсӗр тӑратса хӑварнӑшӑн тивӗҫнӗ. Хӑйӗн хура ӗҫне вӑл эрех ӗҫме юратакансене хаяр шӗвекпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ теҫҫӗ. «Хура» риелтор 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пӗр арҫынна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ хыҫҫӑн хӑйне 800 пин тенкӗпе хваттер сутса яма, укҫана илни ҫинчен хут ҫырма ӳкӗте кӗртнӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Туянаканни ултавҫӑн арӑмӗ пулнӑ. Тепӗр арҫынна хваттер сутни пирки килӗшӗве ӳсӗрле хайхи лешӗ ӳсӗр чухне алӑ пустарнӑ. Ҫапла иккӗн хваттерсӗр тӑрса та юлнӑ. Ултавҫӑн авӑрне лекнисен шутӗнче тепӗр арҫын та пур иккен. Кунсӑр пуҫне хваттерсене ылмаштарма шут тытнӑ икӗ хӗрарӑм та шар курнӑ. Вӗсенчен пӗри нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ, тепри 145 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
«Хура» риелтор Ҫӗмӗрле хулин админситрацийӗнче ӗҫлекен икӗ тӳре-хӗрарӑмпа та пӗр чӗлхе тупнӑ. Вӗсене сӗтев сӗнсе хайхискер хӑйӗн мӑшӑрне аукционта ҫӗнтерме пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем килӗшнӗ. Сӑмах май каласан, хайхисене суд 6 тата 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, патшалӑх службинче ӗҫлеме чарма йышӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗнче шартлама сивӗ самаях пулчӗ. Ун чухне республикӑра шӑнса вилнисем пулчӗҫ, ӳте тӑм илнипе больницӑна лекнисем йышланчӗҫ. Иртнӗ эренере ҫанталӑк питех сивӗ пулмарӗ-ха, анчах шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем пур.
Шупашкарта пӗр эрнере тӑватӑ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен виҫӗ тӗслӗхӗнче эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн инкек сиксе тухнӑ. Кун пирки хулари пӗрлехи диспетчер службинчен пӗлтернӗ. Ҫак тӗслӗхсем тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирхи 7 сехетре Хевеш урамӗнче икӗ ҫамрӑк каччӑ виллине тупнӑ. Пӗри — 20-ре, тепри 25 ҫулта пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шӑнса вилнӗ. Вӗсен 25 ҫулти юлташне больницӑна ӑсатнӑ. Ҫав кунах ҫӗрле Миттов бульварӗнче 53 ҫулти арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл та шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Халӗ 56-ри хӗрарӑм мӗн сӑлтавпа пурнӑҫран уйрӑлнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Унӑн ӳтне нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Президент бульварӗнчи суту-илӳ комплексӗ умӗнче тупнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пӗтӗм оргнизмӗ шӑннӑран вилнӗ.
Пушартан хӑрушӑраххи мӗн пур-ши? Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хулинче пушар алхаснине пӗлтернӗччӗ. Телее, ун чухне инкекпе вӗҫленменччӗ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Шӑхасанта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫапла, каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Хальхинче ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ирхине пушар хуралне Шӑхасанти Николаев урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннине кӳрши шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Шел те, ҫуртра пулнисене ҫӑлма май килмен.
Пушар амӑшӗн тата виҫӗ ачан пурнӑҫне татнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм 1989 ҫулта ҫуралнӑскер. Унӑн ачисем 3, 2 тата 1 ҫулсенче пулнӑ. Пушарнӑйсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электричество плиткипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Ҫак ҫуртрах хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ пурӑннӑ. Вӗсем пушар тухнӑ чухне килте пулман.
«Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн мӗн те пулин хӑварать, пушар хыҫҫӑн вара нимӗн те юлмасть», — теҫҫӗ халӑхра. Республикӑра унта та кунта «хӗрлӗ автан» ташланине, шел те, час-часах илтме тӳр килет. Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Хурама Тӑвар ялӗнче икӗ пӗчӗк хӗрача ҫунса вилчӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вара Ҫӗмӗрле хулинче пушар тухнӑ.
Пушар Урицкий урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын пурнӑҫӗ татӑлман. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑмран 8 ҫынна кӑларнӑ: вӗсен йышӗнче — 14 ҫул тултарман икӗ ача.
Пушар тухни пирки пушарнӑйсене 77 ҫулти карчӑк пӗлтернӗ. ИӖМ ӗҫченӗсем шӑнкӑрава 3.48 сехетре йышӑннӑ, тепӗр виҫӗ минутран вырӑна ҫитнӗ. Пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, ҫавна май ҫуртра пурӑнакансене эвакуациленӗ. Пусма тӑрӑх 19 ҫын ҫуртран тухнӑ.
Ҫынсене эвакуациленӗ вӑхӑтра ытти пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. «Хӗрлӗ автан» ирхи 4.30 сехетре ташлама чарӑннӑ.
Пушара пула сӗтел-пукан, хваттерӗн шал енӗ, подъездри хӳме сиенленнӗ. Халӗ пушар тухнин сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫул ҫинчи чылай авари ӳсӗр водителе пула сиксе тухать. Кун пирки темен чухлех асӑрхаттараҫҫӗ пулин те хӑшӗ-пӗрин хӑлхине кӗмест. Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах вара, телее, инкекпе вӗҫленмен.
Ӳсӗр бульдозерҫӑ кабинӑна пӗччен мар, ачапа ларнӑ. Хайхискер Богдан Хмельницкий урамӗпе тротуарпа пынӑ. Бульдозер юпана пырса тӑрӑннӑ, унтан водитель каялла чакса тӗмсем урлӑ ҫул ҫине тухнӑ, кайран каллех тротуар ҫине таврӑннӑ. Ӳсӗр бульдозеритса патруль экипажӗ чарнӑ.
Водительрен эрех шӑрши кӗнӗ. Арҫын малтанах нимӗн те ӗҫменнине ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Унтан ирхине 50 грамм эрех ӑша янине пӗлтернӗ. Унӑн мухмӑр пулнӑ-мӗн. Каярахпа кӑнтӑрлахи апатра та эрех ӗҫнине каланӑ. Медицина тӗрӗслевӗ бульдозерист самаях ӳсӗррине палӑртнӑ: 1:4 промилле. Водитель хӑйӗнпе кабинӑра ларакан ача ывӑлӗ пулнине ӑнлантарнӑ.
Мускаври Новински районта пурӑнакан, йӗрке хуралҫисене хӑй каланӑ тӑрӑх ниҫта та ӗҫлемен 27 ҫулти хӗрарӑма вӑрӑсем 15,5 миллион тенкӗлӗх пурлӑхсӑр хӑварнӑ.
Пӗҫертнӗ япаласем хушшинче 1,7 миллион тенкӗ тӑракан ҫӳлевӗҫ кӗрӗкӗ, крокодил тирӗнчен тӑракан 18 пин евро тата 33 пин доллар тӑракан пештӗрсем (сумкӑсем), кӑш тирӗнчен ҫӗленӗ икӗ кӗрӗк, шиншиллӑран пӗр кӗрӗк (вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 55 пин долларпа танлашать), кӗрен ылтӑнран хатӗрленӗ 50 пин доллар тӑракан «Ролекс» сехет. Унсӑр пуҫне вӑрӑ шурӑ ылтӑн сехете те, 10 пин доллар тӑракан карас телефонне те, хаклӑ чултан паллӑ ҫурчӗсем ӑсталанӑ ювелир эрешсене ҫаклатса кайнӑ. 700 доллар тӑракан чӑматан та ҫухалнӑ. Унта вӑрланӑ пурлӑха чиксе тухса кайнӑ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Мӗнех... Чӑн та тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑ япаласемех пулсан каялла таврӑнаҫҫех тесе шутлас килет.
Улатӑр районӗнчи Сӑр Майдан сали ҫывӑхӗнче автобус ҫунма тытӑннӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 6:23 вӑхӑтра пулнӑ. Автобус ҫулпа пынӑ вӑхӑтрах ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗре виҫӗ техника, 8 ҫын хутшӑннӑ. ИӖМрен вара виҫӗ ҫын тата пӗр пушар машини ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |