Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫирӗп режимлӑ 3-мӗш колонирен 29 ҫулти арҫын тарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫын вӗлернӗшӗн тата вӑрланӑшӑн 2010 ҫулта 16 ҫуллӑха хупса хупнӑ.
Ирӗкри сывлӑшпа сывлас килнӗ пуль те, анчах йӗри-тавра шыраҫҫӗ те, нумай тарса ҫӳреймессине такам та ӑнланать-тӗр. Чӑн та, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче, таркӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти юханшыв порчӗн территорийӗнче тытса чарнӑ. Алла лекес килменнипе вӑл йӗрке хуралҫисене чукмарпа та хӑмсарнӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Тӗрмерен тарнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — ирӗкрен хӑтарнӑ вырӑнтан тарнӑшӑн. Саккун куншӑн тӑватӑ ҫул таран хупса хума ирӗк парать.
Ҫирӗп режимлӑ колонирен ҫын тарнӑ фактпа тӗпчевҫӗсем ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех айӑплисене те тупнӑ. Вышка ҫинче тӑнӑ часовой тӗлӗшпе таракан ҫынна курса тӑнӑ ҫӗртех пӑшалпа пеменшӗн тивӗҫе ӳрӗк-сурӑк пурнӑҫланӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех ӗҫ пуҫарнӑ. Часовоя ӗҫрен те хӑтарнӑ. Колонире тӑрӑшнӑ 6 ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнӑ. 19 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Портнова хушаматлӑ хӗрарӑмӑн хӑйӗн ҫул ҫитмен ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, хӗрарӑма тӑван тӗпренчӗкӗ кирлӗ пулман.
Алимент тӳлессинчен пӑрӑнакан хӗрарӑма суд 6 уйӑхлӑха колони-поселение ӑсатмалла тунӑ. Айӑплав ирттермелли вырӑна хӑй тӗллӗн каймалли, унччен Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленине каймаллине ӑнлантарса ӑсатнӑ.
Хӗрарӑм юрать тесе судран тухнӑ та… айӑплавран пӑрӑнма шут тытнӑ — асӑннӑ управление кайман. Кӗҫех хӗрарӑма шырама тытӑннӑ. Ҫак эрнере ӑна тупнӑ.
Айӑплавран пӑрӑнса ҫӳрекен хӗрарӑма колони-поселение халӗ конвойпах ӑсатнӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокуратури.
Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах юлашки вӑхӑтра йӗрке хуралҫисене тӳнккени пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Нумаях пулмасть ун пек тӗслӗх Шупашкар районӗнче пулнӑ-мӗн.
Асӑннӑ районти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн пӗр каҫхине Алькешри кафесенчен пӗринче сиксе тухнӑ. 21 ҫулхи пике унта хӑйӗн паллаканӗсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Тем сӑлтава пула хайхин пӗлӗшӗсемпе кафене пынӑ тепӗр ҫынсен хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмахпах лӑпланман лешсем — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Харкашакансем пирки кафе ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫапӑҫакансене тытса кайма тӑрсан пике полицейскисемпе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Икӗ йӗрке хуралҫине те вӑл «тӑхӑнтартса янӑ».
Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан ӳсӗр пике тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Виҫӗмкун ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Хӗр айӑпа пӗтӗмпех йышӑннине тата ун пирки лайӑх характеристика (ҫапла-ҫапла) пулнине кура суд ӑна 20 пин тенкӗ штраф панипе ҫырлахас тенӗ.
2008 ҫулхи ҫу уйахӗнче Бинбанк Шупашкара «Ӑс паллисем» скульптура парнеленӗччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫтарнӑ. Монумент ҫинчи чӑваш эрешӗсем — паянхи кун манӑҫа тухнӑпа пӗрех чӗлхе.
Ҫак чӗлхене хӑшӗ-пӗри пачах манасран харать-ши е вӗренесшӗн-ши — «пӗлӳ», «эволюци» тата ытти хаш-пӗр палла хӑйпӑтса илнӗ. «Усал вӑйсенчен хӳтелкен сыхлавҫӑ», «юрату тата хисеп» паллӑсем вандалсене кирлех пулман курӑнать.
Чӑваш ҫырулӑхӗн «Ӑс паллисем» скульптури гранит плита евӗр, 7 тонна йывӑрӑш. Ӑна ятарласа Карелирен илсе килнӗ. Унти чӑваш эрешӗсене Петербург ӑстисем хатӗрленӗ.
Чӑвашсен ӗлӗкхи эрешӗсене ӑнлантаракан пӗрлӗхлӗ ҫӑлкуҫ халӗ те ҫук. Банк ӗҫтешӗсене вӗсене уҫӑмлатма Юрий Петрович Смирнов пулӑшнӑ. Ун чухне вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори факультетне ертсе пынӑ. Шел те, вӑл 2010 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Скульптура ҫинчи паллӑсем вара сахалланса пыраҫҫӗ…
Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра Шупашкарти йӗрке хуралӗн органне Алькеш поселокӗнче хӗрарӑм виллине тупни пирки пӗлтернӗ.
1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн пуҫӗ тата кӗлеткин ҫӳлти пайӗ 1,5 метр сарлакӑш, 40 сантиметр тарӑнӑш юханшывра пулнӑ. Ку тӗлӗшпе следстви умӗнченхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫак вырӑнтан 100 метр аяккарах ҫеҫ пурӑннӑ-мӗн. Ахӑртнех, ун чухне килелле утнӑ.
Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи кун ӑна вӗсем ӳсӗр курнӑ. Хӗрарӑм эрех-сӑрапа айкашнине пӗрре мар асӑрханӑ-мӗн.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Руль умне ларсан тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки яланах асархаттараҫҫӗ-ха, ҫапах ҫакна уяманнисем тупӑнаҫҫӗ. Вӗсене пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлать.
Нумаях пулмасть Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 76 ҫулти старик Етӗрне ҫулӗпе пынӑ чухне ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма асӑрхаман — ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вара пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тарса ҫухалма хӑтланнӑ.
Нумай тарайман. ПАИ экипажӗ ӑна Шупашкар районӗнчи Хыркасси патӗнче тытса чарнӑ. Старик пакунлисене… ӗне ҫапса кайнине пӗлтернӗ. Ватӑскер хӗрарӑма ӗнерен уйӑрайман-ши?..
Халӗ старикӑн ҫул-йӗр правилисене пӑсса ҫынна вӗлернӗшӗн кӑна мар, аманнӑ хӗрарӑма пулӑшманшӑн та явап тытма тивӗ.
Ҫакӑн пек пуҫтахланнӑ арҫын Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнать. Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Ҫав кун вӑл, ӳсӗрскер, амӑшӗн пӳлӗмне кӗнӗ, хӑйӗнпе пӗрле эрех ӗҫме ыйтнӑ. Ватти хирӗҫленине кура (ывӑлӗпе амӑшӗ хушшинче унччен те тавлашусем пулнӑ иккен) ҫывӑх ҫыннипе хирӗҫме тытӑнать, питӗнчен 10 хутчен ҫапса ярать, пӗр черкке ӗҫтерттерет. Амӑшӗ тек ӗҫме хирӗҫленине кура вӑйпитти тӑван амӑшне ӑҫтан май килнӗ ҫавӑнтан ҫапса пӗтерет. Хӗрарӑм урайне персе ансан ывӑлӗ ӑна кӗленче анинчен ирӗксӗр эрех ӗҫтерет.
Унтан та лӑпланмасть-ха арҫын. Электрошокерпа тӗрлӗ ҫӗртен тӗксе пӗтерет. Ыратнипе хӗрарӑм тӑнне ҫухатать.
Шупашкар район пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын хӑй айӑпне йышӑнать. Пуҫтаха суд ҫулталӑк хушши ирӗклӗн ҫӳреме чармалла тунӑ.
Тӗрмере йӗрке питӗ ҫирӗпне тавҫӑрма йывӑр мар ӗнтӗ. Ларакансемпе тӗл пулма пыракансемпе те хуралҫӑсемпе пырса сӑмах чӗнме хӑрушӑ теҫҫӗ. Темле ҫирӗп пулсан та унтан тарма май тупакансем те пур.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ 3-мӗш номерлӗ колонирен ӗнер, ирхи 3 сехет тӗлӗнче, 29 ҫулти арҫын тухса тарнӑ. Ӑна тӑватӑ ҫул каялла, пуш уйӑхӗнче, хупнӑ. Тӗрмене арҫын ҫын вӗлернӗшӗн тата вӑрланӑшӑн лекнӗ-мӗн.
Роман Сидорова, тарнӑ этем ҫавӑн ятлӑ иккен, 16 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатнӑ.
Тӗпчевҫӗсем халӗ тӗрмерен ҫын епле тухса тарнине хаклассипе ӗҫлеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш полицейскийӗсем 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа сӗнекене тытса чарнӑ. Хальхинче ун пек ҫын Ҫурҫӗр Осетирен килнӗскер пулнӑ. Чӑваш Республики урлӑ «БМВ–750» машинӑпа иртсе каяканскер ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи автозаправкӑри лавккана кӗрсе туртмалли тата пылак шыв илнӗ. Таваршӑн 5 пин тенкӗпе татӑлнӑ. Заправкӑран тухнӑ чух ӑна ҫул-йӗр инспекцийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ку вӑхӑта полицейскисене ку автомашина пирки систернӗ ӗнтӗ.
Инспекторсенчен пӗри водителе полицейскине илсе кайнӑ, вӗсенчен тепри водитель лавккара мӗн тунине пӗлес тӗллевпе лавккана кӗнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ суя укҫи пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравлама хатӗрленнӗ иккен.
Арҫын ҫумӗнче суя укҫа тата тепӗр 8 штук пулнӑ. Халӗ ку фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Улталакан водителе 8 ҫуллӑха хупас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ ҫынтан шар курнисем татах пулсан ШӖМӗн пресс-службин ӗҫченӗ Олег Ашнин йӗрке хуралҫисене 8 (83541) 62-1-56 е 02 номерпе систерме ыйтать.
Йӗпреҫ районӗнче пассажир пуйӑсӗ ӗнер 88 ҫулти кинемее ҫапса кайнӑ. Инкек ирхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Кинемее «Адлер–Новосибирск» маршрутпа каякан пуйӑс «Йӗпреҫ–Канаш» ҫулӑн 242-мӗш километрӗнче ҫапса хӑварнӑ. Ватӑ ятарлӑ вырӑнта каҫман-мӗн. Пуйӑс машинисчӗ кинемей пуйӑс кӑшкӑртнине хӑлхана чикмен имӗш. Тен, хӑлхи илтмен, куҫӗ те начартарах курнӑ-ши? Асӑннӑ районти Пӑвара пурӑннӑскер вырӑнтах вилнӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗ пуйӑс ҫулӗ ҫинче питӗ асӑрханмаллине асӑрхаттарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |