Вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарти ювелир лавккине ҫаратнӑ иккен — пурӗ 20 миллионлӑх вӑрласа тухнӑ.
Вӑрӑсем хӑйсен ӗҫне ир-ирех тухнӑ имӗш — ирхи 5 сехетрех. Чӳречерен кӗрсе вӗсем икӗ тимӗр ешчӗк йӑкӑртса тухнӑ. Пурӗ тӑваттӑн пулнӑ теҫҫӗ. Хайхисем «Газель» ҫине ларса ҫухалнӑ имӗш — медомствӑ тулашӗнчи сыхлавҫӑсем ҫитсе те ӗлкереймен. Каярах машинне тупнӑ — вӑрӑсем ӑна Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗ патӗнче хӑварнӑ.
Ку ӗҫ-пуҫпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лавкка хуҫисем вӑрӑсем пирки мӗн те пулин пӗлтерекене ахаль тумӑпӑр теҫҫӗ, пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Анчах паян мар-ха — виҫ кун каяллах. Инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ паян пӗлтерет.
Шупашкарти 1-мӗш колонире ларакан 22-ри каччӑ хӑй ҫине алӑ хунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл тӗрмери ҫӗвӗ цехӗнче ӗҫленӗ пулнӑ. Унпа пӗрле тӑрӑшакан ҫын смена хыҫҫӑн душ кӗме кайнӑ пулать. Каялла тухсан ӗҫтешӗ сывламаннине асӑрхать. Пуҫне 22-ри каччӑ полиэтилен хутаҫ тӑхӑннӑ, ӑна резинкӑпа туртса ҫыхнӑ-мӗн. Хутаҫра хырӑнмалли, шӑршлӑ кӑпӑк савӑчӗ пулнӑ теҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрмере ларакана тепӗр ҫын вӗлернин йӗрри-палли курӑнман. Полэтилен хутаҫӗ ҫӗвӗ цехӗнче аплипех иккен, резинки те «дефицит» мар. Каччӑ унччен те хӑй ҫине алӑ хума хӑтланнӑ пулать.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын 115 пин тенкӗ перекетлеме хӑтланса 1,2 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха.
Арҫын тӗлӗшпе суд приставӗсем ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Арҫыннӑн производство сборне 115 пин тенкӗ ытларах тӳлеме тивнӗ. Анчах унӑн вӑл тупрана кӑларса хурас килмен. «Кӗмӗле» перекетлес тесе вӑл суд приставне 40 пин тенкӗ сӗтев пама пӑхнӑ. Ҫапла хӑтланни ӑна суд тенкелӗ ҫине илсе ҫитернӗ. Сӗтев панӑшӑн арҫынна 1 миллион те 200 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Анчах, Турра шӗкӗр, салонти ҫынсем аманман. Инкеке автобус паян, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, лекнӗ. Киров хулинчен Шупашкара килекенскер асӑннӑ облаҫри Советски районта ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Аварие лекнӗ автобусра 15 ҫын ларса пынӑ иккен. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те аманман. Автобуса хӑйне те темех пулман, кӑшт кӑна лапчӑннӑ. Ҫаврӑнса ӳкнӗ транспорта юсама янӑ, ҫынсем тепӗр автобуспа Шупашкара килсе ҫитнӗ.
Паян Хусанти аэропортра ҫӗр ҫине Boeing 737 ӑнӑҫлӑ ларайман, унти пур ҫын та вилнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстан Президенчӗн ывӑлӗ Ирек Минниханов та пулнӑ.
«Татарстан» авиакомпанин самолёчӗ иккӗмӗш ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн ларма тытӑнсан арканса кайнӑ. Пурӗ 46 пассажир тата 6 самолёт ӗҫченӗ вилнӗ.
Ҫавӑн пекех самолёт арканӑвӗнче Тутарстан тӑрӑхӗнчи ФСБ тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Антонов, спорт комментаторӗн Роман Скворцовӑн арӑмӗ Эллина вилни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха официаллӑ мар калаҫусенче палӑртнӑ тӑрӑх инкек пилотсен йӑнӑшне пула сиксе тухма пултарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗр фермер авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнта пӗве тума тытӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна район администрацийӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курма тесе ҫӗр тара панӑ. Фермер ҫав ҫӗр ҫинче пӗвелеме шут тытнӑ. 100 тӑваткал метр ытла чавса тӑкнӑ вӑл. Тӑприне ҫырмана кайса пенӗ. Анчах пӗве тӗлӗ «Хула ҫучӗ» текен вырӑна лекнӗ иккен. Асӑннӑ археологи палӑкӗн ӗмӗрӗ пӑхӑр тапхӑрӗн вӗҫӗ тата тимӗрпе усӑ курма пуҫланӑ тапхӑрӗн пуҫламӑшӗ еннелле ҫывӑх иккен.
Археологи палӑкне сиен кӳнӗ тапхӑра палӑртассипе халӗ прокуратура ҫине тӑрат-мӗн. Фермер тӗлӗшпе археологи обьектне сиен кӳнӗшӗн тата хӑй тӗллӗн хуҫаланнӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӑнӑшасси такамӑн та пулать-ха. Уйрӑмах — яш чухне. Ҫапах та хӑв ҫуратнӑ ачана урама шӑнса вилме тесе кӑларса хунине ниепле те ӑнланма ҫук. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче ҫуралнӑ тата унтах пурӑнакан 28 хӗрарӑм вара ҫавӑн пек хӑтланнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта пӗр хваттерте пулнӑ чух ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ҫӗнӗ чун ирхи тӑватӑ сехетре килнӗ. Унран хӑпас тесе хӗрарӑм ҫаппа ҫарамас ачана нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин умне, ҫӗр ҫине, пӑрахса хӑварнӑ. Хӗр ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫийӗнчех ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пепкене ача ҫуртне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн вунӑ кунтан хӗрарӑм тӗлӗшпе ачана вӗлерме тӑнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑма амӑш правинчен хӑтарнӑ. Кунсӑр пуҫне унран алимент шыраса илмелле тунӑ.
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, Шупашкарти ломбардсенчен пӗрин директорӗ вара ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ. Хӑй укҫасӑр ҫын мар пулсан та туянма хытнӑ курӑнать — пӗҫертме шут тытнӑ. Хайхискер авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Шупашкар районӗнчи Юртукассине тухса вӗҫтерет. Контейнера ҫурӑм хыҫне ҫакса килейместӗн-ҫке — 1 000 тенкӗ тӳлесе машина тытать. Тара тытнӑ машина хуҫипе, вӑл та яваплӑ должноҫре тар тӑкаканскер пулнӑ, контейнера тиесе килеҫҫӗ те вӑрра кайма шут тытнӑ ҫыннӑн суту-илӳ павильонӗ умне лартса хураҫҫӗ.
Уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ахальтен каламан пуль ҫав чӑваш. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫӗтнине ял халӑхӗ часах асӑрхать. Унтан та ытларах — тиесе кайнине асӑрхакан та тупӑннӑ.
Контейнер вӑрланӑ 28-ти арҫыннӑн халь суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ют пурлӑха, ӑна Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗ 4950 тенкӗ парса илнӗ, вӑрланӑ пирки айӑплава ҫирӗплетсе Шупашкар район прокуратури ӗҫе суда ярса панӑ.
Сосновка посёлокӗ ҫывӑхӗнче ӗнер, чӳкӗн 10-мӗшӗнче, икӗ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ИӖМ тытӑмӗ пӗлтерет.
Пӑтӑрмах пирки пулӑҫсем хӑйсем юлташне пӗлтернӗ имӗш — хайхи кӗтмен ҫӗртрен вӗсен киммине шыв тулма тытӑннӑ. Тусӗ ку хыпара ҫӑлавҫӑсене ҫитернӗ хыҫҫӑн инкеке лекнӗ ҫынсем патне 12 минутран катер ҫитнӗ. Ҫӑлнӑ хыҫҫӑн пулӑҫсене сывлӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшу кирлӗ пулман.
Чӑваш Енри РФ СК управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Ылтӑн пучах» уйлӑхра ачасене мӑшкӑл тунӑ вожатӑй тӗлӗшпе пуҫалнӑ пуҫиле ӗҫпе тӗпчевсене вӗҫленӗ.
Хайхи йӗрлевҫӗсем ҫакна тупса палӑртнӑ: ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 19 ҫулхи каччӑ 10 ҫулхи ачана питрен ҫутӑлтарса янӑ. Тепӗр ике эрнерен вара вӑл ытти икӗ вожатӑйпа пӗрле ҫывӑракан ачасене машкал тунӑ — ним ҫук ҫӗртрен урайне сӗтӗрсе антарнӑ, коридора сӗтӗрсе тухнӑ, ҫывӑрма паман. Пӗр ачана вожатӑйсем матрацпа пӗрле ваннӑй пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа шывпа сапнӑ.
«Судӑн психологи экспертизи пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх вожатӑйсем ачасем телӗшпе ҫапла хӑтланни вӗсемпе тискеррӗн тытнине ҫирӗплетекен фактор шутланать», — пӗлтереҫҫӗ Тӗпчев комитетӗнче.
17 тата 18 ҫулхи вожатӑйсем кунашкал ӗҫ-пуҫпа малтан урӑх хӑтланманнине кура вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман, 700 тенкӗлӗх штрафланӑ кӑна. 19 ҫулхине вара РФ Пуҫиле Кодексӑн 156 статьипе айӑплаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |