Инкек иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчех пулнӑ-ха. Ун чухне Канашри Ленин урамӗнчи 35-мӗш ҫуртра пурӑнакан сакӑр ҫынна сӗрӗм тивнине пула пульницӑна ӑстанӑ. 20-мӗш хваттерте пурӑнакан арҫын вара вилнӗ. Ун патӗнче хӑнара пулнӑ 35 ҫулти хӗрарӑм тӑнсӑр выртнӑ. Ӑна тухтӑрсем те ҫӑлса хӑварайман.
Ҫак факт пирки тӗпчевҫӗсем ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсен шучӗпе ҫуртӑн тӗтӗм туртакан пӑрӑхӗсем тата вентиляци тытӑмӗ епле ӗҫленине тӗрӗслекен икӗ ҫын ӗҫе алран кайтӑр тесе пурнӑҫланӑ. Тӗрӗссипе, тивӗҫлипе хакламасӑрах вӗсем «йӗркеллех» тесе хут ҫырнӑ. Анчах пӑрӑх хӑрӑмпа, ҫӳп-ҫаппа тата кайӑк-кӗшӗк каяшӗпе тулнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслевҫӗсене РФ Пу силе кодексӗн 238 статйин 3-мӗш пайӗпе, тепӗр майлӑ каласан, тивӗҫе япӑх пурнӑҫланине пула ҫын вилнӗшӗн, явап тыттарӗҫ. Ку статьяпа вунӑ ҫул таран хупса хума юрать.
Монополипе кӗрешкен республикӑри служба Шупашкарти харӑсах икӗ шкул тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи вӗренӳ заведенийӗсем конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе пысӑк банксенчен пӗрин («Перекет банкӗ») тата ачасен ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗ тӑрӑх пуҫарса янӑ.
Хула шкулӗсенче апат ҫинишӗн ачасем аллӑн укҫа тӳлес йӑларан пӑрӑннӑ ӗнтӗ. Тӳлевпе унта лартса панӑ ятарлӑ терминалсем урлӑ татӑлаҫҫӗ. Шупашкарти 45-мӗш вӑтам тата 2-мӗш лицейре пысӑках мар пӗр банк («Авангардӑн») терминалӗсем лараҫҫӗ иккен. Тепӗр тесен, сӑмахӑмӑр кредит учрежденийӗ пӗчӗккипе пысӑкки пирки мар-ха. Чи кирли ӗҫне тутӑр. Тавӑҫ тӑратакан тепӗр банкӗ хӑйне сирсе хӑварнишӗн кӑмӑлсӑрланнине ӑнланма пулать-ха. Ашшӗ-амӑшӗшӗн, калӑн, пӗр мар-им? Вӗсене ку лару-тӑрура кӑмӑлсӑрлантарни вара — ашшӗ-амӑшне асӑннӑ банкӑн кредит карттине илме ыйтни. Уншӑн комисси те сахал мар тӳлемелле иккен. Карттӑ ҫухалас-тӑвас пулсан та кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ.
Конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑсни патне таврӑнсан, асӑннӑ банк реклами влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫакӑнса тӑрать иккен.
Эпир пӗчӗк чухне пире мӑкӑнь шывӗ ӗҫтерсе ҫывӑратса янине анне халь те калать-ха. Кайран, ӳсерехпе, ун вӑррине епле юратса ҫиеттӗмӗр. Халӗ ӳсмест вӑл пахчара. Те вӑрӑ сапиччен тӑпӑлтарнипе пӗтрӗ вӑл — пӗлместӗп. Тепӗр тесен, паян ӑна пахчара ӳстерме юрамасть. Ӑна пухакансене вара йӗрке хуралҫисем ярса илеҫҫӗ. Ара, унтан наркотик хатӗрлеме пулать иккен те…
Тӑвай районӗнче пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Канашран килнӗ 25 ҫулти ача йӗрке хуралҫисене ҫакланнӑ. Ҫынсен пахчине кӗре-кӗре тухакан ҫамрӑка ялти пӗр ҫын асӑрханӑ. Ку вӑл ыр шутпах ҫӳремест тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Лешсем часах вырӑна килсе ҫитеҫҫӗ. Хутаҫпа ҫырма тӑрӑх пыраканскер полицейскисене курсан тарма пикенет. Анчах пӗрех ҫакланать. Наркотикпа айкашма каччӑ уйӑх каялла тытӑннине пӗлтернӗ. Астармӑшӗ ӑша кӗрет те ӗнтӗ, пахча тӑрӑх мӑкӑнь шыраса ҫӳренӗ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть каччӑ тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна саккунлӑ мар майпа наркотиклӑ япалана илнӗ тата упранӑ тесе айӑпланӑ. Каччӑ ӳкӗннине, ӗҫленине, ун пирки аван характеристика пулнине кура, Турра шӗкӗр, ытлашши кӑрах явап тыттарман — 15 пин тенкӗ штрафланипе ҫырлахнӑ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине мӗнле самолётпа тата кам шучӗпе тухса кайнине журналистсем пӗлесшӗн текен хыпара эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха.
Асӑннӑ тема пирки Regnum информаци агентстви те нумаях пулмасть статья пичетленӗ. Чӑваш Енре епле хаклани пирки чарӑнса тӑнӑ май агентство кунти политиксен шухӑшне илсе кӑтартнӑ. Вӗсен шучӗпе шӑв-шав ҫӗкленнинче ӑна курайман ҫынсен алли сисӗнет. Тепӗр тесен, ҫакна Федоров пирки аса илтермелли хӑйне евӗр утӑм тесе те ӑнланма пулать тесе шухӑшлакансем пур-мӗн.
Ҫапах та ҫав шӑв-шав Федоров ят-сумне варалаймассине шанаҫҫӗ. Ведомствӑн сайтӗнче унчченхи самолета лартса массӑллӑ информаци хатӗрӗсене калаҫма сӑлтав туса панишӗн министерствӑра ӗҫлекенсене вара «вӗҫтерме» пултарӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Ҫӗмӗрле иртнӗ уйӑхӑн пӗр кунӗнче полицире арҫын ҫакӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе ШӖМӗн районти пайне илсе пынӑ. Те тӗрмене хупса хурасран хӑранӑ ӗнтӗ 41-ри хӗрӗнкӗ (вӑл урах пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн) арҫын — ботинка шнурокӗпе камерӑра ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ.
Халӗ ку факт пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпарлаҫҫӗ. Камерӑна хупнӑ чухне арҫыннӑн шнурокне кӑларса илмен тесе халӗ полицейскисене айӑплама пултараҫҫӗ.
Сӑмах май, полицире ҫын хӑй ҫине алӑ хуни виҫӗм ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ. Ун чухне 29-ти арҫын шнурокпа ҫакӑнса вилнӗ. Ҫав каҫ дежурствӑра пулнӑ полицейские суд условлӑ майпа айӑпланӑччӗ. Хӑй ҫине алӑ хунӑ ҫамрӑк арҫыннӑн ашшӗ-амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тесе 400 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑччӗ.
Ар хӑвачӗ чакни арҫынсене хурлантарни специалистсемшӗн вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Шупашкарти аптекӑсенчен пӗрине ҫамрӑк арҫын ҫак нушапа пырса кӗни фармацевта тӗлӗнтермен-тӗр. Ара, ун пек япала ҫултан килет-им тенӗ пулӗ. Ар хӑватне ӳстермелли эмеле ыйтаканскере вӑл кӑмӑлпах пулӑшма васканӑ. Йӳнӗ мар эмелшӗн арҫын 5 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Кӑштахран арҫын тем юмахласа-пуплесе укҫана каялла илнӗ те аптекӑран тухса кайнӑ. Фармацевт арҫын аптекӑран тухса кайсан ҫеҫ эмелне те, укҫине те тыттарса янине ӑнланса илнӗ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех ултавҫӑ ҫулӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл Чӗмпӗр хулинчен килнӗ 31 ҫулти чикан пулнӑ иккен. Унӑн юнпа пӗр тӑванӗпе тепӗр тӑванӗ те (иккӗшӗ те хӗрарӑмсем) ҫынсене улталани пирки пӗлтереҫҫӗ. Ар хӑватне вӑйлатакан хаклӑ эмел илнӗ арҫынна шыраса йӗрке хуралҫсием Чӗмпӗре те темиҫе хут та кайнӑ-мӗн. Анчах вӑл нихӑшӗнче те килте пулман. Тарса ҫӳресе пӗтереймӗп тесе-ши, пӗринче вӑл хӑйех полицие пынӑ.
Сурхури кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейскисен машине вӑрласа тарнӑ. ВАЗ-2115 маркӑллӑ машина ҫухални пирки республикӑн Шалти ӗҫсен министерствине хыпар ирхи тӑхӑр сехетре ҫитнӗ. ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне вара машина ҫухални пирки ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн машини асӑннӑ хулари Коммунистически урамра вырнаҫнӑ ГИБДДн ҫурчӗ умӗнче ларнӑ пулнӑ. Унтан ӑна паллӑ мар мар ҫын хускатса тарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех тытса чармалли план хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ. Тӑрӑшни сая кайман. Полицейскисен машинине Ҫӗнӗ Шупашкартан тухса кайнӑ вӑхӑтра ярса илнӗ. Руль умӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ ларнӑ.
Мӗншӗн апла хӑтланнине тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен тыткаларӑшне палӑртӗҫ тесе хыпарлать ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ.
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, «Новая газета» текен хаҫат Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине кам шучӗпе вӗҫсе кайнине пӗлесшӗн иккен. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Асӑннӑ ведомство сайтӗнче министр Германие йӑлана кӗнӗ «аграри Давосне» хутшӑнма тухса кайни пирки хыпарланӑ-мӗн. Кунта сӑмах «Симӗс эрне» текен курав пирки пырать Анчах вӑл кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑна уҫӑлать. РФ Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче сӑнӳкерчӗке Федоров хыҫӗнчи самолета сӑрласа хурса вырнаҫтарнӑ иккен. «Новая газета» вара федераци министрӗ бизнес-класлӑ самолет умӗнче тӑракан сӑнӳкерчӗке пичетленӗ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ, Раҫҫейӗн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Германие кам шучӗпе кайни тата самолета мӗншӗн пытарни пирки асӑннӑ ведомствӑна ыйтса ҫыру ярассине пӗлтернӗ.
Арӑмӗпе упӑшки ҫӳпҫипе хупӑлчи тесе тӗрӗсех каланӑ ҫав ӗнтӗ ваттисем. Пӗрле ӗҫекенсем пирки те хӑш чух ҫапла калама юрать-тӗр.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пӗр кунӗнче Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 39-ти хӗрарӑмпа арҫын хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ӳсӗрскерсене йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта йӗркеллӗ тытмалли пирки асӑрхаттарма пӑхнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе вӗсене шалти ӗҫсен пайне илсе кайма тӑнӑ. Ҫакӑншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ хӗрарӑм полицире ӗҫлекен хӗрарӑмпа ҫапӑҫма тапранса кайнӑ — пуҫран чышкӑпа темиҫе хутчен ҫапса янӑ.
Аллине ирӗке яракан ӳсӗр хӗрарӑм Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче кухня ӗҫченӗнче тӑрӑшаканскер пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Пирус тавраш сиенлӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет. Сывлахӗ те сиенленет, укҫи те тӑкакланать. Нумай пулмасть пӗр Шупашкар ҫыннипе укҫа енчен тӑкаклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен. Пируспа ҫыхӑннӑскер.
Хайхи усламҫӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ — Мускав ҫынни пируса йӳнӗпе сутнӑ иккен. Унпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн пирусне Мускав кайса илмелли пирки пӗлтернӗ. Пирӗн усламҫӑ хӑварт кӑна тӗп хулана ҫитнӗ, анчах сутӑҫпа тӗл пулма май килмен, ҫавах та лешӗ шанчӑка ҫухатмалла мар тесе пӗлтернӗ имӗш — пирус туянас тесен укҫине куҫармалла ҫеҫ, вӑл вара тавара тарнспорт компанипе ярса парӗ. Шупашкар ҫынни килӗшнӗ, ахӑртнех усламне тӑвасшӑн ҫуннӑ пулинех.
Мускаври ҫын тавара чӑн та ярса панӑ, анчах та усламҫӑ кунта курупкасене уҫсан унта кирпӗч ҫеҫ пулнине курнӑ. Ҫапла май Шупашкар ҫыннин самай хаклӑ хакпа кирпӗч туянма тивнӗ.
Халь ку ӗҫпе тӗрӗслев пырать. Ултавҫӑна шыраҫҫӗ...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |