Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн пӗр подъездне сӳтсе пӗтернӗ. Халӗ экспертсем иккӗмӗш подъездӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслеҫҫӗ. Унтан ҫуртӑн малашнехи шӑпине палӑртӗҫ.
Аса илтерер: ҫурт ҫурӑлма тытӑнсан ҫынсене урӑх ҫӗре куҫарнӑ. Экспертсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унта пурӑнма хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май пӗр подъездне, 5 хута, аркатма йышӑннӑ.
Хула администрацийӗ йӑтӑнма тытӑннӑ подъезда йӑлтах сӳтсе пӗтернӗ. Нумаях пулмасть ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тӑкнӑ. Халӗ юлнӑ пайне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Специалистсен ку тӗлӗшпе чӳкӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӳ тумалла.
Хальлӗхе икӗ варианта пӑхса тухаҫҫӗ. Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Павлов каланӑ тӑрӑх, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсем те авариллӗ, ҫавӑнпа, тен, ҫурта йӑлтах аркатмалла. Иккӗмӗш вариантпа килӗшӳллӗн, юлнӑ икӗ подъезда ҫӗнетмелле, пӗрремӗшне ҫӗнӗрен хӑпартмалла.
Иккӗмӗш варианта суйласан ҫӗнӗ подъезда ҫавӑнтах ҫав калӑпӑшпах хӑпартӗҫ. Кун пек майпа ҫынсем унта ҫитес ҫулхи ҫулла пурӑнма куҫма пултарӗҫ.
Хӑш варианта суйласси юридици саманчӗсенчен, унта пурӑннӑ ҫынсенчен, хыснари укҫаран та нумай килет.
Ҫӗрпӳри сӗт савутне сӗт панипе чылай ҫын хӑй вӑхӑтӗнче шӑнман пӑр ҫине ларса кайнӑччӗ. Укҫине кӗтсе илеймен енне йӗрке хуралҫисем патне ҫыракансем те тупӑннӑччӗ, анчах сӗт пуҫтараканпа килӗшӳ-тавраш туман та усси пулмарӗ. Ҫапах та вӗренӗн те вӗҫӗ пур тесе ахальтен каламан-тӑр ҫав, асӑннӑ ҫын тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна налук тӳлеменшӗн тата ӗҫ укҫипе икӗ уйӑх ытла татӑлманшӑн айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе савут пуҫлӑхӗ, вӑлах «Мысль» сбыт кооперативӗн ертӳҫи, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса 2013 ҫулхи кӑрлаччен налукпа 2,1 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. 2013 ҫулхи ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче вара хайхи предприятин газ операторне 21 пин тенкӗ ытла шалу тӳлемен.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ кун ҫул ҫинче 107 авари пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк тӑрук япӑх енне улшӑнни ҫул-йер ҫинчи лару-тӑрӑва начар витӗм кӳнӗ.
Ултӑ аварире пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр улттӑн аманнӑ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта япӑх ҫанталӑка пула автомобиль ҫине йывӑҫ ӳкнӗ 22 тӗслӗхе палӑртнӑ. Республикӑра кунашкал тепӗр виҫӗ тӗслӗх те пулнӑ.
Халӗ республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунине пула чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнине ҫирӗплетнӗ.
Сӑмах май, Шупашкарти ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра виҫӗ водителе тупса палӑртнӑ. Вӗсем япӑх ҫанталӑка та пӑхман – руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта кӑларнӑ мечӗксем ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Теттере цинк нормӑран 1,8 хут нумайрах пулнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тӗп специалисчӗ Наталья Кузьмина пӗлтернӗ тӑрӑх, мечӗке Эльгер урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри лавккара туртса илнӗ. Ӑна Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ кӑларнӑ-мӗн.
Тӗпчев ирттермешкӗн суту-илӳ лавккинче тӗрлӗ тетте туяннӑ. Ҫав шутра — мечӗк те. Анализ тунӑ хыҫҫӑн унта сиенлӗ япала пулнине палӑртнӑ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн сутуҫа 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Теттена туса кӑларакана — 100 пин тенкӗлӗх. Завода ку ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.
Хӑйсен таварне е фирмине рекламӑлас тесе пиар-менеджерсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Шупашкарта, ав, пӗрисем сӑра сӗтелӗ умне ҫарамасланнӑ хӗре тӑратнӑ. Чӑн-чӑн ҫынна мар-ха, рекламӑра. Ҫавӑн пек рекламӑна фирма утӑ уйӑхӗнче тӗрлӗ тӗслӗ экранпа кӑтартнӑ.
Видеороликра стриптиз ташлакан хӗр сӑнӗ пулнӑ, унсӑр пуҫне купальникпа ташлакансене те кӑтартнӑ, тепри вара сӑра сӗтелӗ умӗнче купальникпа саркаланса тӑнӑ. Кун пек рекламӑна ватти-яшши — пурте — курайнӑ.
Монополипе кӗрешекен службӑн эксперт канашӗ пӑхса тухнӑ та кун пек рекламӑна ырламан. Халӗ ку рекламӑна сарма пӑрахнӑ пулин те малтан кӑтартнишӗн яваплисен административлӑ майпа явап тытма тивет-тӗр, мӗншӗн тесен ку енпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуйма каякан вилсе килнӗ теме юрататчӗ кукамай. Ӗҫӗ ҫукран та Мускавалла е ытти хуланалла талпӑнать пуль-ха ялти чӑваш арӗ-арӑмӗ, Анчах тепӗр чухне вӗсем унтан вилсе таврӑнаҫҫӗ. Ҫапах та кунта маларах илсе панӑ каларӑш вырӑнлах та мар, тен. Пулас инкекӗ килте ларса та пулать-тӗр темелле-ши?..
Шӑматкун Мускав облаҫӗнчи Красногорск районти Путилково ялӗнче икӗ чӑваш арҫынни вилнӗ. Вӗсем саккӑрмӗш хутран персе аннӑ-мӗн. Иккӗшӗ те монтажник-бетонщикра тӑрӑшнӑ. Инкек хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилнӗ арҫынсем 31 ҫулта пулнӑ.
Халӗ ку инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтерет «Интерфакс» информагентство.
Паян ирхине Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ ҫумӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — ҪҪХПИ инспекторӗ Ҫеменкасси ял ҫыннине вилмеллех ҫапса кайнӑ. 48 ҫулхи арҫын ҫул хӗррипе утса пынӑ иккен, 36 ҫулхи инспектор ӑна тӗтреллӗ ҫанталӑка пула курман тесе шутлаҫҫӗ. Етӗрнери районсем хушшинчи тӗпчев пайӗ халӗ ку ӗҫпе тӗрӗслев ирттерет.
Хальлӗхе пӗлнӗ тӑрӑх ҫынна ҫапса кайнӑ инспектор Муркашран (вӑл унта пурӑнать иккен) ӗҫ вырӑнне васканӑ пулать. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗр пулманни палӑрнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн инспектор ун пирки хӑйех пӗлтернӗ имӗш, вырӑнтан тарман. Инкек ҫул ҫинче тӗтре тӑнине пула пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнче инкек пулнӑ. ИӖМ дежурнӑйӗн пульчӗ ҫине каҫхи 10 сехет те 45 минутра 33 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. Пушар бригади тӳрех вырӑна тухнӑ.
Ҫурт ҫунма тытӑннине чи малтан кӳрши асӑрханӑ. Вӑлах кил хуҫи хӗрарӑмӗн тата унӑн ҫул ҫитмен пӗчӗк ачисен пурнӑҫне ҫӑлнӑ темелле. Вӑл ҫывӑракан амӑшне тата ачисене вӑратнӑ, урама илсе тухнӑ.
40 минутран пушара сӳнтернӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫулӑм электропралукран тухнӑ. Хӗрарӑм каҫхине электроприборсене сӳнтерсе выртман-мӗн.
Ҫак кунсенче Шупашкарта наркотик сутса услам туса пурӑннӑ 1986 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Тара илсе пурӑнакан унӑн хваттерӗнче 8 килограмма яхӑн ҫав усала тупса палӑртнӑ. Вӗсене вӑл 100 грамран пуҫласа 300 грамм таран виҫепе сутса пурӑннӑ иккен. Арҫыннӑн хваттерӗнче наркотике тултармалли хатӗрсем те пулнӑ. Туртмалли ҫав сӑтӑрлӑ япалана арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ярӑнтарнӑ. Ун килӗнче тупнӑ наркотике укҫа ҫине куҫарсан 10 миллион тенкӗрен иртет иккен.
Ку фактпа халӗ тӗпчевҫсӗем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Наркотике вӑл ӑҫтан илнине палӑртасшӑн, Чӑваш Ене епле лекнине пӗлесшӗн.
Наркотик сутса укҫа туса пурӑннӑ арҫынна саккун ӗмӗрлӗхе хупса хума ирӗк парать.
Шупашкарти Лев Толстой урамӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Вӗсем патне пыма ҫул ҫук-мӗн: васкавлӑ медпулӑшу та, пушарнӑйсем те килеймеҫҫӗ.
Кунта пурӑнакан Зоя Терехина ав ҫавна пула пенси укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл хӗлле пӑрлак ҫулпа шыв турттарнӑ. Унччен те пулмасть ҫунашка ҫинчи бидон ӳкнӗ те автомобиле лекнӗ. Лешӗ унран 8 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӗрарӑм итлемен. Кун хыҫҫӑн адвоката 5 пин тенкӗ, нотариуса — 800 тенкӗ, шар курнине 17 пин те 100 тенкӗ тӳленӗ…
Кунта лайӑх ҫанталӑкра та урапа кӗреймест-мӗн. Васкавлӑ медпулӑшу машини тӑвайкки таран ҫеҫ пырать. Чирлӗ ҫынна унта йӑтса утмалла. Халӑх чиновниксенчен 2010 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Лешсем ыйтӑва пӑхса тухма шантарнӑ. Унтан хыснара укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсем тепӗр ҫулхине те тӳре-шара патне ҫитнӗ. Каллех — ҫав истори.
ЖКХ урам программӑна кӗрейменнине пӗлтернӗ. Ӑна юсасси чи малтанах хулари Мускавр район администрацийӗнчен килет-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |