Шупашкарта ҫӗтӗк ялав вӗлкӗшет. Ҫакӑн пирки Алёна Блинова ятлӑ хӗрарӑм Фейсбукра пӗлтернӗ.
Унта ҫырнине ӗненсен Шупашкар хулин варринче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫурӑк пулса тухать. Пост авторӗ икӗ сӑнӳкерчк вырнаҫтарнӑ. Вӗсенче сӑнланнӑ ялав, чӑн та, ҫӗтӗк.
Ку хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри: «Ку вӑл тем мар-ха», — тесе ҫырнӑ май тахҫан министерствӑсенчен пӗри ялав кутӑн ҫакса хунине аса илнӗ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ 44 ҫулти арҫын 2002 ҫулта ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ун чухне 28-та пулнӑ. Преступлени хыҫҫӑн ӑна тытайман, федераци шыравне панӑ.
Арҫын 16 ҫул республика тулашӗнче, Покров хулинче, пытанса пурӑннӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл ӗҫе официаллӑ майпа вырнаҫма, ҫемье ҫавӑрма, ашшӗ пулма ӗлкӗрнӗ. «Вӑл Покров хулинче пурӑннӑ. Ӗҫе вырнаҫсан Пенси фондне укҫа хывнӑ, ҫемьеленнӗ, унӑн 18 ҫул тултарман ачи пур», - тенӗ айӑпланаканӑн ваккачӗ Алексей Бодров.
Нумай ҫул шыравра пулнӑ арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Иртнӗ эрнекун пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӑхса тухнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2002 ҫулта арҫын подъездра тепӗр арҫынна тӗл пулнӑ, пуҫӗнчен икӗ хутчен пенӗ. Лешӗ ун умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ-мӗн. Кун хыҫҫӑн арҫын республикӑран тухса тарнӑ. Пистолета ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговора тепӗр уйӑхран, вӗлернӗ арҫыннӑн тӑванӗсемпе кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлсен, вулӗҫ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ.
Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха...
Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ.
71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача патне пырса ларнӑ. Уҫӑлма пӗччен тухнӑскерпе вӑл ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫу пуҫарнӑ. Килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ.
Халӗ ҫав арҫынна суд 11 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. Арҫын унччен те айӑпланнӑ. Ачасене ырӑ мар шухӑшпа юратаканскер 17 ҫул тӗрмере ларнӑ, ирӗке 2016 ҫулта ҫеҫ тухнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем хуҫаланасран шикленсе ӳкнӗ.
Китай пуянӗсем Чӑваш Енре агромпромышленность паркӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкав районӗнче вӗсем икӗ ферма уҫасшӑн: вӗсенче 2-шер тата 4-шар пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Муркаш районӗнче сӗт тирпейлесшӗн.
Пӑрачкав районӗнче ҫӗре инвесторсем валли хатӗрлеме пуҫланӑ пулсан, Муркаш районӗнчи тӑватӑ ялта прокуратурӑна ҫӑхав ҫыраҫҫӗ, митинга тухаҫҫӗ иккен. Кӑмӑлсӑрланаканнисем — Эхветкасси, Калмӑкасси, Тереҫ тата Рыккакасси ялӗсем.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин «Сычуань – Чувашия» (чӑв. Сычуань – Чӑваш Ен) агропарка хирӗҫ шавланине ырламан. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑлханмашкӑн иртерех. Ҫитменнине тата Китай ҫыннисене уйӑрма палӑртнӑ Муркаш районӗнчи ҫӗр унччен ахаль выртнӑ. Министр инвестпроекта Россельхознадзор та, ҫут ҫанталӑк прокуратури те сӑнаса тӑрассине, экологие сиен кӳмессине шантарнӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ хушшинче ӑнланмалӑх сиксе тухнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать коллективӑн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырӑва вуласан.
Унта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫитес ҫул 95 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. «Юбилейччен ансамбль пурӑнса ҫитесси иккӗленӳллӗ», — тенӗ коллективпа пухӑнса хатӗрленӗ ҫырура. Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ халӑх инструменчӗсен ансамблӗ симфони оркестрӗнчен, балалайка фортепианӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине ӑнланман ҫын пек ҫавӑрттарса хунӑ. Константин Яковлев 2017 ҫул вӗҫенче ансамбль директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Юрия Романько баяниста шаннине аса илнӗ. Халӗ министр ансамблӗн илемлӗх ертӳҫине Юрий Васильева хӗсӗрлет имӗш. Ӑна пысӑк пуҫлӑх ҫынсен умӗнчех мӗскӗнлетет, пуҫиле ӗҫ пуҫарассипе хӑратать, хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайма заявлени ҫырма хистет-мӗн.
Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫын Пичет ҫуртне ятлать. Хӑйӗн кӑмӑлсӑрланӑвне вӑл унти хуҫасене те систернӗ ӗнтӗ, те ҫук, анчах Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ.
«Пирӗн Пичет ҫурчӗ ҫапах та хӑрушла вырӑн. Тӗслӗхрен, унӑн кивӗ те ванса пӗтнӗ, чӗриклетекен лифчӗсемпе усӑ курмастӑп тесе хама ҫӗр хут та сӑмах панӑ. Сӑмахӑма чылай вӑхӑт тытнӑччӗ», — шӑрҫаланӑ Маргарита Красотина журналист.
«Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ лифтри пӑтӑрмаха тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Унта вӑл ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа пӗр 10 минут таран пӗрремӗш хутран ҫиччӗмӗшне, унтан аялалла ҫӳренӗ иккен. Хӑйӗн ярӑнас килнипе мар паллах. Лифт кутӑнлашнӑран. Пулӑшу ыйтмалли кнопкӑна пусни те усӑ кӳмен. Кӑштахран лифт аранах чарӑннӑ та хӗрарӑм тухайнӑ.
Шупашкарти пӗр ҫурт путвалӗнче ҫын виллине тупнӑ. Тӗлӗнмелле те, ӑна унччен никам та асӑрхаман. Виле вара путвалта пӗр ҫул кӑна выртман.
Ку паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ. Вилене Илпек урамӗнчи 7-мӗш ҫурт путвалӗнче тупнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртра юсав тӑвакан электрик ӑна ӑнсӑртран асӑрханӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, виле унта 2-3 ҫул выртнӑ ахӑртнех.
Ку ҫурта "Жилкомсервис-1" управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Нивушлӗ 2-3 ҫул хушшинче путвала никам та кӗрсе пӑхман? Виле шӑрши сарӑлнине те никам та туйман-ши?
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер, нумаях пулмасть Чӑваш халӑх сайчӗ тепӗр тискер пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗччӗ: упӑшки унран уйрӑлма шухӑшланӑ арӑмне вӗлернӗ, ӳтне чӑматана хурса ҫӗр айне чавса чикнӗ.
2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче «Булгария» теплоход инкеке лекнине чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. Карап путни хальхи вӑхӑтри Раҫҫей историйӗнче тарӑн йӗр хӑварчӗ.
Теплоход мӗншӗн путнине тӗпчевҫӗсем тишкерсе хӑшӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Айӑплӑ тесе йышӑннисенчен пӗри,
Светлана Инякина, айӑплав вӑхӑтне Чӑваш Енре ирттернӗ. Халӗ унӑн айӑплав вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ. Хӗрарӑм Улатӑрти колонирен ирӗке тухнӑ. Ҫакӑн пирки паян Kazanfirst Федерацин айӑплӑва пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.
Инякина приговорне нумаях пулмасть ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Ҫакӑ РФ Пуҫиле кодексӗн 72-мӗш статйине улшӑну кӗртнӗ май ҫӗнӗрен тишкернӗ. Хӗрарӑм ӗҫне 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Хусанти Мускав район сучӗ пӑхса тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ил-80 самолетӑн ванчӑкӗсене Сирири Латакия провинцире тупнӑ. Ӑна Сирири ПВО ҫапса антарнӑ. Борт ҫинче Раҫҫейри 15 ҫар ҫынни пулнӑ. Шел те, вӗсем пурте вилнӗ.
Самолет-разведчикра пирӗн ентеш, Канаш районӗн арҫынни, Григорий Зиновьев пулнӑ. Вӑл 34 ҫул кӑна тултарнӑ. Григорий ҫара 2008 ҫулта кайнӑ, тепӗр ҫулхине килӗшӳ алӑ пусса ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. «На-связи» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Григорий Зиновьев Канашри педколледжа вӗренсе пӗтернӗ, унтан Питӗрте аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |