Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна хӑйӗн арӑмне пусмӑрланӑшӑн, мӑшкӑлланӑшӑн тата ирсӗрле ясар шухӑшне чӑна ҫавӑрнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех арӑмне хӗненӗ, пуҫӗпе холодильник ҫумне темиҫе хутчен ҫапӑнтарнӑ, унтан ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Унпа та ҫырлахман — мӑшкӑлланӑ, ирсӗрле ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Ҫав кун упӑшки арӑмне пирвайхи хут асаплантарма иккен, унччен те ун ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Кашнинчех — ӳсӗрле. Арҫынна ҫавӑн хыҫҫӑнах тытса чарнӑ, хупса хунӑ. Апла пулин те вӑл паянхи кун та хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть.
Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухса йышӑну кӑларӗ.
Паян ирпе Шупашкарти Ленин район сучӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем ыйтнине пӑхса тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем «Биологилле тасатмалли сооруженисем» предприятин пуҫлӑхӗн Сергей Анисимовӑн тата Шупашкарти «Ордер» тулли мар яваплӑ обществӑн Ольга Филиппован хваттерӗсене ухтарма ыйтнӑ. Суд тӗпчевҫӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерни пирки «Коммерсантъ» кӑларӑм хыпарланӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова Чӑваш Енӗн Экономика министерствине ертсе пынӑ, республика вице-премьерӗ пулнӑ Владимир Аврелькинпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Министра, аса илтерер, хыснаран субсиди панӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе вӑхӑтлӑха арестленӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова тата ыттисем пулӑшнипе 20 миллион тенкӗ ытла субсидие саккуна пӑсса хыснаран уйӑрнӑ-мӗн.
Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу машинин водительне вӗлернӗ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Первомайски поселокӗнче кун кунлакан арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа ҫапӑҫса кайнӑ, вӑл ҫырӑнмасӑр пурӑнакан арӑмне васкавлӑ медпулӑшун фельдшерӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Хӗрсе кайнӑ арҫын сунар пӑшалне йӑтнӑ та васкавлӑ медпулӑшу подстанцине кайнӑ. Анчах унта алӑк хупӑ пулнӑ. Хайхискер фельдшер тухасса кӗтсе тӑнӑ.
Кӗҫех алӑк уҫӑлнӑ, пӑшал тытнӑскер арҫын мӗлкине курсан пенӗ. Анчах ҫав ҫын фельдшер мар, васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ пулнӑ. Суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Шел те, Ҫӗнӗ ҫул уявӗ инкексӗр иртмен. Уяв умӗн пӗр кун маларах Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ, унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре ялти пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. 58 ҫулти кил хуҫи тата унӑн тӑван пиччӗшӗ (1958 ҫулта ҫуралнӑскер) пушартан тухайман. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шӑхасанта та ҫурт ҫуннӑ. Унта пушар каҫхи 10 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Юрать, кил хуҫи урама тухайнӑ, унӑн алли тата пичӗ пиҫсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар тухнинче вӑл хӑй айӑплӑ: асӑрханмасӑр пирус туртнӑ.
Каласа хӑвармалла: 2018 ҫулта республикӑра 925 пушар пулнӑ, вӗсенче 78 ҫын вилнӗ, 87-шӗ суранланнӑ. 352 ҫынна пушартан ҫӑлма май килнӗ.
Шупашкар районӗнче М-7 автотрасса ҫинче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем ҫӑмӑл машинӑна чарнӑ. Транспорт хатӗрне пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра 18 килограмм ытла гашиш асӑрханӑ, ӑна тӗп тумашкӑн йӑлтах туртса илнӗ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫав ҫӑмӑл автомобиль рулӗ умӗнче Пушкӑртстан Республикинче пурӑнакан 39 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл наркотик унӑн иккенне тунман, хӑй сӑмахӗпех ҫирӗплетнӗ. Арҫын наркотике пысӑк партипе туяннӑ та Чӑваш Енре, Мари Республикинче тата Тӗмен облаҫӗнче ваккӑн сутнӑ иккен. Наркомансен аллине ҫав наркотик вӑрттӑн вырӑнсене хунӑ хутаҫсем урлӑ лекнӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла: вӑй питти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна судченех хупса хума йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче пилӗк ҫул каялла пушар пулнӑ. Ун чухне вӑл ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче унӑн килӗнче каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Шел те, хальхинче кил хуҫи хӑй те ҫунса кайнӑ. ЧР Инекеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫалӑхра мунча ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен тивӗҫлӗ канури арҫыннӑн виллине тупнӑ.
Пӳрчӗ ҫунса кайсан 2013 ҫултанпа ҫак арҫын мунчара пурӑннӑ. Специалистсен шухӑшӗпе, ҫулӑм кӑмака хутнӑ чухне хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнманран тухнӑ.
Палӑртмалла: раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче те пушар алхаснӑ. Унта та 65 ҫулти арҫын ҫунса вилнӗ.
Шупашкарта хулана сӑнсӑрлатакан рекламӑна пӗтерессипе ҫӗнӗ тӑраҫҫӗ. Ҫак енӗпе 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ятарлӑ йӗрке йышӑннӑ. Ӑна хулари Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче алӑ ҫӗклесех ҫирӗплетнӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн хулари тӳре-шара шурӑ Шупашкарӑмӑра хӑтсӑрлатакан рекламӑпа кӗрешме пуҫланӑ. «Хула реклами» муниципалитетӑн хысна хысна учрежденийӗ тата ытти яваплӑ специалист вырӑна тухса тӗрӗслеҫҫӗ. Килӗшӳсӗр рекламӑна пӗтерме сӗнеҫҫӗ, асӑрхаттарса хут ҫыраҫҫӗ, кирлех пулсан рекламӑна хӑйсемех илеҫҫӗ.
Реклама хӑтсӑрлӑхне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «куҫа курӑнакан шав» тесе хаклать. Шупашкарти тӗрлӗ вырӑнта килпетсӗр кармашкан рекламӑна вӑл та ырламасть, хӑтлӑлатма тесе шухӑшлать.
Шупашкарта пӗр арҫын паянхи саманара укҫа тума май тупнӑ. Вӑл пачӑшка тухнӑ. Хайхи суя пачӑшкӑ вилнисене юлашки ҫула ӑсатнӑ май кӗлӗ вулать, хваттерсене, автомашинӑсене сӑваплать. Кун пирки Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗ хайӗн сайтӗнче тӗне пӑхӑнса пурӑнакансене асӑрхаттарса ҫырнӑ.
Турӑ ҫыннисем укҫа тумалли ултавлӑ май тупнӑ ҫыннӑн ятне те палӑртнӑ. Вӑл Алексей Соколов иккен. «Чӑваш Ен митрополине ун пирки пирӗн чиркӳсене куллен ҫӳрекенсем пӗлтерчӗҫ. Унӑн православи чиркӗвӗн санӗ ҫук, апла пулин те вӑл вилнисен ячӗпе кӗлӗ вулать, ҫӑмӑл машинӑсемпе хваттерсене, ҫуртсене сӑваплать. Сан ҫук пулсан унӑн ӗҫӗ чиркӳ канонӗсемпе ҫыхӑнса тӑмасть, вӑл ирттернӗ ӗҫ-хӗлӗн усси те ҫук», — палӑртнӑ епархи сайтӗнче.
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче пурӑнакан Любимовсем ҫуртсӑр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пурлӑхне пушар тӗп тунӑ. Халӗ ҫемье кӳршисем патӗнче выртса тӑрать.
Ҫуртра 5 ҫын пурӑннӑ. Пушар хыҫҫӑн япаласем те, сӗтел-пукан та тӑрса юлман, выльӑх-чӗрлӗхрен ӗнене ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ. Юрать, ҫынсем шар курман.
Ентешӗсем, тӑванӗсем ҫемьене йывӑрлӑхра пӑрахмаҫҫӗ. Пушар пулнӑ кунах япаласем пуҫтарса вӗсене килсе панӑ. «Япаласем кайса панӑ чух пушартан мӗн те пулин юласса шаннӑччӗ, анчах хам куҫпа курсан тӗлӗнтӗм. Ҫемьери ҫынсем хӑйсене мӗнле туйнине сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук», - «Про Город» хаҫата ҫапла пӗлтернӗ Любимовсен тӑванӗ Мария.
Ҫемьен халӗ ҫурта ҫӗнӗрен ҫӗклемелле. Вӗсем пулӑшасса шанаҫҫӗ. Сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур тӑк – тархасшӑн: +79033794437, Елена Николаевна Любимова (номер карточкӑпа ҫыхӑннӑ).
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Актай ялӗнче пурӑнакан 40 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл тӑнсӑр пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн 47 ҫулти арӑмне тытса чарнӑ.
Шел те, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле арҫын пульницӑрах вилсе кайнӑ. Унӑн арӑмӗн ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче арҫын килте ӳсӗр пулнӑ. Арӑмӗпе эрех ӗҫнӗ, кайран хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрарӑм арҫынна вутӑ пуленккипе пуҫӗнчен ҫӑпнӑ. Лешӗ тӑнсӑр кайса ӳкнӗ. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ӑна хӑйӗн пиччӗшӗпе пӗрле кравать ҫине хунӑ. Анчах упӑшки тепӗр кун та вӑранман. Пульницӑра та вӑл тӑна кӗмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |