Шупашкар хула администрацине лаврӑва чӗннӗ. Унти тӳре-шара суту-илӳпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаканнисем — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехет те 30 минутра тавлашуллӑ ӗҫе уҫӑ ларура пӑхса тухӗҫ. Унта журналистсене те йыхравлаҫҫӗ.
Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексне конкурс ирттермесӗр-мӗнсӗр Атӑлӑн ҫыранӗн хӗрринче кафе тата велопрокат уҫма ирӗк панӑ. Ҫакӑ Раҫҫейре суту-илӗве йӗркелесси ҫинчен калакан федераци саккунӗн 10 статйине тата 15 статйин 4-пункчӗн «д» пунктне пӑсни пулать имӗш.
Монополипе кӗрешекенсем уҫӑ лару хыҫҫӑн брифинг ирттерӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнче тракторист ҫынна таптаса кайнӑ. Халӗ ун куншӑн явап тытма тивӗ.
Ҫав кун тракторист ӳсӗр пулнӑ, уйра ака тунӑ. Хайхискер руль умӗнче ларнӑ чухне тавралла тимлӗ пӑхман – 37 ҫулти арҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӑйлах аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ, анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман – вӑл ҫав кунах вилнӗ.
Тракторист айӑпне йышӑнать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫав хуҫалӑхри ҫитменлӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Таптаса кайнӑ арҫын инструктажпа та паллашман-мӗн. Ҫитменнине, тракторист-машинистсем рейс умӗн медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман. Тата ҫакна палӑртмалла: сарӑмсӑр вилнӗ арҫын та, тракторист та, ытти ӗҫчен те ӗҫ вырӑнӗнче ӳсӗр пулнӑ.
Василий Чапаев музейӗнчен сӑмавар вӑрланӑ. Ҫапла, сӑмахӑмӑр — легендарлӑ дивизи командирӗн Шупашкарти музейӗ пирки. Ют пурлӑха хапсӑнакан кукӑр алӑллисем шӑпах ҫав культура учрежденине, аваллӑх управҫине, куҫ хывнӑ.
Музея чӳрече витӗр кӗнине паян иртнӗ брифингра Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефграфов пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, сӑмавар вӑррисем тӗслӗ металл сутса укҫа тӑвас тенӗ.
Ҫав сӑмаварпа, сӑмах май, Шупашкар хула кунне уявланӑ чух усӑ курнӑ. Музей умӗнче «Чапайпа чей ӗҫер» савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗччӗ. Ун пеккине пӗлтӗр те ирттернӗччӗ, анчах сӑмавара ун хыҫҫӑн тӗкӗнекен тупӑнман. Кӑҫал такамсем хытах куҫ хывнӑ курӑнать — ҫавӑншӑн пуҫтахланма та шикленмен.
Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха районӗнче пурӑнакан арҫын арӑмӗн ашшӗне вӗлернӗ. Ҫилле тытса чырайманшӑн, алла ирӗке янӑшӑн унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире ҫичӗ ҫул кирпӗч шутлама тивӗ.
44 ҫулти вӑй питти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Арҫын тыткаларӑшне вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе хакланӑ. Ку статья — ҫын вӗлернӗшӗн явап тыттараканни.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Ҫав кун арҫын 67 ҫулти хуяншшӗпе унӑн ҫуралнӑ кунне уявланӑ. Ҫамрӑккипе асли унччен те пӗр ҫӑвартан пурӑнман теҫҫӗ. Кӑмӑл-туйӑма ҫӑварлӑхлама эрех ӗҫсен пушшех йывӑр. Тавлашу вӑхӑтӗнче кӗрӳ алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, хуняшшӗне кӑкӑр тӗлӗнчен яшлаттарнӑ. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене ҫамрӑкки хӑех систернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ каллекх ӳсӗрле руль умне ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем 58 ҫулти ҫак ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264 статйин 1-мӗш пайӗпе тӗпчев ирттернӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутат хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ларни пирки полицейскисене систерекен тупӑннӑ. Ҫул инспекторӗсем машинӑна чарма хӑтланнӑ, анчах руль умӗнчи вӗсенчен тарма хӑтланнӑ. Малтан — машинӑпа, кайран автомобильтен тухса тарма пикеннӗ. Анчах коллективлӑ пахча территорийӗнче пакунлисем ӑна тытса чарнах.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче те депутат ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне ҫакланнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен пирки ӑна малтан 30 пин тенкӗ штраф шаплаттарнӑ тата руль умне 1,7 ҫул ларма чарнӑ.
Депутат пуҫтахланнине ҫывӑх вӑхӑтра судра тишкерӗҫ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехет те 5 минутра, Ҫӗмӗрле хулинче нумай хутлӑ ҫуртри пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата ҫак инкеке хӑйӗн куҫӗпе курнӑ халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.
Пушар тухнӑ самантра кил хуҫи хӗрарӑмӗ килте пулман. Ултӑ ҫулти арҫын ача пӳлӗмре пӗчченех ларнӑ.
Юрать, пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, арҫын ачана ҫӑлас тесе хыпаланнӑ. Вӗсем виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗмрен арҫын ачана чӳречерен кӑларса ятарлӑ пусмапа антарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ каччӑн машини ҫул ҫинче ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Вӑл Владимир облаҫӗнчи «Киржач – Кольчугино» ҫул ҫинче чарӑннӑ та ытти водительтен пулӑшу ыйтас тесе алӑ ҫӗклесе тӑнӑ.
Анчах ӑна пулӑшас вырӑнне хӗнесе хӑварнӑ. Ун патне иномарка чарӑннӑ. Салонран икӗ арҫын тухнӑ та Чӑваш Енри каччӑна хӗненӗ. Кунпа кӑна ҫырлахман: 20-ри ҫамрӑкӑн икӗ телефонне, укҫине вӑрланӑ, унтан машинине чӗртсе янӑ.
Иртен-ҫӳрен водитель ҫулӑм ялкӑшнине курса чарӑннӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем ҫав арҫынсене каҫхине тупнӑ. Вӗсем Кострома облаҫӗнче пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 51 ҫулти тата 38-ти арҫынсем пулнӑ.
Илен кунӗ хыҫҫӑн ваттисем шыва кӗме хушман. Ҫав кун ҫӳлти хӑватсем шыва пӑр катӑкӗ яраҫҫӗ-мӗн. Анчах кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче те ҫанталӑк самай шӑрӑх тӑчӗ. Ҫавна май шыва кӗрекенсем те пур.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнче инкек пулнӑ. Чуракасси ялӗн каччи Атӑлта чӑмпӑлтатнӑ чухне путса вилнӗ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗме юраман вырӑнта чӳхеннӗ. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ.
Унӑн виллине республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем туртса кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫывӑх вӑхӑтра 45 ҫулти хӗрарӑма явап тыттарӗ. Пуҫиле ӗҫе унта ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче усалланнӑ. Ун чухне вӑл пилӗк уйӑхри тӗпренчӗкӗпе пульницӑра сипленнӗ. Ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче ачана вӗлернӗ.
Пепки ҫине алӑ хума ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран тата ачи чирлӗ пулнӑран шухӑш тытнӑ-мӗн. Пӗчӗк ачан пилӗкмӗш теҫеткене ҫывхаракан амӑшӗ депрессие кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105 статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ май хӳтлӗхсӗррине пӗлсе тӑрса пӗчӗк ачана вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Паян 19:00 сехетсем тӗлне Шупашкарти Тӗп пасара хирӗҫ вырнаҫнӑ коллективлӑ сад лаптӑкӗнчи пӗр ҫурта вут-ҫулӑм хыпса илнӗ.
Ҫулӑм самай вӑйлӑ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ те асӑрханӑ. Вут мӗнле сӑлтава пула тухнине хальлӗхе паллӑ мар. Ҫавах та ҫӗр лаптӑкӗ Тӗп пасарпа юнашар пулнине шута илсе, тата кунти ҫӗрсен хакӗ пысӑк пулнине пула, пушар тухнин сӑлтавӗ ӑна чӗртсе янинче те пулма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |