Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче пурӑнакансем уйри ҫӗр пайӗсем патне пыма май ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ял ҫыннисем ҫак ыйтупа районӑн прокурорӗ Зелфинас Карама патне ҫитнӗ.
Пысӑк йышран тӑракан ушкӑн алӑ пуснӑ ҫӑхавра палӑртнӑ тӑрӑх, «Новочебоксарский» теплица комплексне тӑвакансем ял ҫыннисен ҫӗр пайӗсем патне каякан ҫула карта тытса хунӑ. Палӑртар, теплицӑна «Теплицы регионов» (чӑв. Регионсен теплицисем) тулли мар яваплӑ общество тӑвать. Унӑн хуҫи — Виктор Вексельберг. Проекта усламҫӑ 6,5 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа хума хатӗр.
Теплица хӑпариэтакан ҫӗр лаптӑкӗ уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнче пирки строительство чӑрмавлӑ пуҫланнӑ сӑмах-юмах тухнӑччӗ малтан. Халӗ, ав, тепӗр ыйтӑва хускатнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи фермӑра пушар алхаснӑ. 19 сехет ҫурӑра сӗт упрамалли вырӑнта ҫулӑм тухнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шыв ӑшӑтмалли хатӗр хӗрсе кайнӑран тухнӑ. Тӑрӑ йӑлтах ҫунса кайнӑ, здани кӑштах сиенленнӗ. Фермӑри ытти хуралтӑ, телее, ҫунман. Пушарнӑйсем киличчен фермӑри ӗнесене, 100 ытла пуҫа, урама кӑларнӑ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пасар ҫуннӑ, пулӑ павильонӗ сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 467 пушар тухнӑ. Ҫулӑмра 38 ҫын вилнӗ, 46-ӑн суранланнӑ. 236 ҫынна пушартан ҫӑлнӑ.
Паян Кӳкеҫре ача нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче ача ӳкнӗ. Инкек каҫхи 16 сехет тӗлӗнче район центрӗнчи ҫӗнӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хӗрача виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫынсем васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ.
Ача амӑшӗпе тата ашшӗпе пурӑнать. Ӳкнӗ ача — шкул ҫулӗсенче. Анчах вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗрех теҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл чӳрече патне шикленмесӗрех пынӑ-ши?.. Инкек вӑхӑтӗнче аслисем килте пулнипе пулманнине уҫӑмлатма май килмерӗ.
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн урамӗнчи пӗр ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри балконран 11 ҫулти арҫын ача ӳкнӗччӗ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл сывлама пӑрахнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ.
Атӑл леш енчи физкультурӑпа спорт комплексӗн пуҫлӑхӗн ҫумне пӗлтӗр ҫын аманнӑшӑн кӑҫал айӑпласшӑн. Асӑннӑ комплекс Шупашкар хула администрацийӗн шутланать.
Пуҫлӑх ҫумне ҫынсен пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушсӑрлӑх кӑларса тӑратмалла кану йӗркеленӗшӗн айӑпласшӑн. Вӑл ҫын Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗнчи пляжри канушӑн пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗччен явапли шутланнӑ. Катерпа ҫыхӑнтарнӑ шыв аттракционӗпе ярӑннӑ чух пассажирсенчен пӗри шыва ӳксе сылтӑм хул калакне амантнӑ. Сурана тухтӑрсем сывлӑха вӑтам сиен кӳнӗ тесе хакланӑ.
Инккекшӗн пуҫлӑх ҫумӗ айӑплӑ тесе шухӑшлакан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкар хулин Мускав район судне ярса панӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗн упӑшкине патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ тунӑ.
Иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗн е, тен, йӑмӑкӗн-ши (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче сестра тесе ҫырнӑ) упӑшки сӳтмелли ҫуртра пурӑннӑ пек суя хутсем хатӗрленӗ. Вӗсене 2013 ҫулта Ҫӗрпӳ район администрацине тӑратнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче арҫын 1,3 миллиона яхӑн тӑракан хваттерлӗ пулнӑ. Тепӗр ҫулхи кӑрлачра ӑна вӑл приватизациленӗ.
Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 2017 ҫулхи раштавра чӑрӑш кастарнӑшӑн та айӑпласшӑн. Пӗр йывӑҫа пула вырӑнти ял тӑрӑхне 12 пин ытла тӑкак кӳнӗ.
Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра пуҫлӑха ӗҫрен хӑтарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ.
Мускаври Печатники районта Чӑваш Енри арҫын тытса пыракан автомобиль темиҫе машинӑпа ҫапӑннӑ.
«Зарулем.рф» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын цемент турттаракан машинӑпа пынӑ. Тахӑш самантра вӑл тӗлӗрсе кайнӑ. Ҫав самантра машина парковкӑра ларакан тӑхӑр автомобиль ҫине пырса кӗрсе ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель аллине суранлатнӑ. Инкек утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхи 5 сехетсенче пулнӑ.
Цемент турттаракан машина автомобильсене хытах шар кӑтартнӑ, вӗсенчен хӑшне юсама та май килмест тесе пӗлтернӗ.
Бетон ҫӑракан КАМАЗ «Промасфальт» тулли мар яваплӑ обществӑн иккен. Шар курнӑ автомобильсен хуҫисем тӑкака саплаштарма ыйтса коллективлӑ тавӑҫа асӑннӑ организаци ячӗпе ҫырасшӑн-мӗн. Водитель яваплӑхран пӑрӑнаясси те иккӗленӳллӗ.
Чӑваш Енри ҫул ҫинче кӑркӑссем вилнӗ. «Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 федераци ҫулӗ ҫинче виҫӗ ҫын вилнӗ, ҫав шутра — икӗ ача. Трасса ҫинче ҫӑмӑл машина грузовикпа ҫапӑннӑ.
Инкек автоҫулӑн 725-мӗш километрӗнче сиксе тухнӑ. Инкекре пилӗк ҫын шар, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Кӑркӑстан ҫыннисем. Вилнӗ ачасенчен пӗри пиллӗкре, тепри иккӗре пулнӑ. Инкеке лекнисенчен тепӗр иккӗшне пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин информаци тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Олег Ашнин журналистсене ҫӑмӑл машинӑн водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнине пӗлтернӗ. Инкекре хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ хӗрарӑмпа икӗ ача вилмеллех аманнӑ. Водительпе юнашар ларакан хӗрарӑм-пассажир тата водитель аманнипе пвльницӑна лекнӗ.
Статистика савӑнтармасть: юлашки икӗ эрнере республикӑра 4 ача тата 8 аслӑ ҫын путса вилнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнче те инкек пулнӑ. Унта 6 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ.
Ача ялпа юнашар вырнаҫнӑ пӗвере путнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман, пӗчӗкскер вара ишме пӗлмен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Кунта криминал ҫукки паллӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ аслисене асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ачасенчен куҫ вӗҫертме юрамасть. Вӗсене шыв хӗррине пӗччен ямалла мар.
Етӗрнери тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула вӑл тӑрӑхра экологи ыйтӑвӗ самай ҫивӗчленнӗ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм темиҫе кун каялла унта «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин пайташӗпе Игорь Моляковпа тата Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗпе Владимир Офариновпа вырӑнта пулса курнӑ та ним ыррине те асӑрхаман. Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма ӑнтӑлакансене ҫурт-йӗр ҫавӑрма сооруженирен инҫех мар ҫӗр уйӑрса панине те асӑрханӑ вӗсем.
Сооружение ыррӑн ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли районти хыснаран 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Вырӑнтисем ӗҫ-пуҫа ҫулталӑк вӗҫне ҫеҫ йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратура апла хуравпа килӗшмен: кӑлтӑка пӗтерме хистес тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ, унтисем те надзор органӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.
Шупашкарта пӗрисем хваттере хостела, тепӗр майлӑ каласан, йӳнӗ хӑна ҫуртне, ҫавӑрнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе Шупашкарти Калинин район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Тавӑҫра Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнчи хваттере хӑна ҫурчӗ евӗр усӑ курни кӳршӗсен саккунлӑ интересне пӑснине палӑртнӑ.
Хваттере хостел евӗр усӑ курнӑ. Унта сакӑр ҫын валли вырӑн йӗркеленӗ. Хӑна ҫурчӗ евӗр ӗҫленине хыпарлакан пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче те рекламӑланӑ, алӑк ҫине те ҫырса хунӑ, епле ӗҫленине кӑтартнӑ.
Ҫак кунсенче суд ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна куҫӑнсӑр майпа йӗркеленӗ. Тӳре Шупашкарти хваттере хостела ҫавӑрни саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ, хӑна ҫуртне ӗҫлеме чарма йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |