Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пушарсеМ

Пӑтӑрмахсем
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 15 сехет ҫитеспе Шӑмӑршӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ.

Вут-ҫулӑма сӳнтерме 2 автоцистерна, 1 МЛПК, плуг ҫакнӑ 2 трактор тухса кайнӑ. Вут-ҫулӑм 1,1 гектар ҫинче алхаснӑ.

Пушарпа кӗрешме 15 сехет те 10 минутра тытӑннӑ, 15 сехет те 42 минутра сӳнтернӗ. 16 сехет те 30 минут тӗлне мӗнпур ӗҫе вӗҫленӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑҫа аҫа ҫапнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав округӗнчи Кожевенное ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм 3 гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» часах парӑнтарнӑ. Инкекре ҫынсем шар курман.

Инекеклӗ лару-тӑру министерстви вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулни пирки аса илтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Улатӑр округӗнчи Междуречье ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. 9 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ вӑл.

Ку кӑна мар. Пушара пула ялти 4 ҫурт ҫунса кайнӑ. Виҫҫӗшӗ пушӑ ларакан пӳрт пулнӑ, пӗринче вара ҫынсем пурӑннӑ.

Ҫулӑм ҫиллӗ ҫанталӑка пула хӑвӑрт сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем унпа 6 сехет ытла кӗрешнӗ. Ку ӗҫе 16 ҫӑлавҫӑ тата 6 техника хутшӑннӑ. Юрать-ха, тепӗр икӗ ҫурта ҫулӑм хыпса илесрен ҫӑлма май килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пӑрачкав округӗнчи Полибино ялӗнче харӑсах 6 ҫурт ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, вӗсенче никам та пурӑнман.

Ку паян 15 сехетре пулса иртнӗ. Ял ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ, 2 гектар ытла лаптӑка ярса илнӗ. Унтан ҫулӑм юхӑнса ларакан ҫуртсем ҫине куҫнӑ. Улттӑшӗ ҫунса кайнӑ. Тепӗр саккӑрӑшне пушарнӑйсем ҫӑлма пуларнӑ.

Ҫулӑмпа 2 сехет ҫурӑ кӗрешнӗ. Ҫынсем шар курни пирки хыпар пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_429448
 

Пӑтӑрмахсем
21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗр кунта Чӑваш Енри пилӗк тӑрӑхра типӗ курӑк ҫуннӑ.

Чаваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра типӗ курӑка Улатӑр, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тара Шупашкар тӑрӑхӗсенче сӳнтернӗ. Вӗсенче курӑк пурӗ 4 гектар ытла лаптӑк ҫинче ҫуннӑ. Сӗнтӗрвӑрри хулинче вут-ҫулӑм сарӑлса кайнипе Ҫеҫпӗл урамӗнчи дачӑна сиенленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Паян ирхине 6 сехет те 40 минутра Шупашкарта «Газопровод» чарӑнура маршрутка ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм Fiat Ducato автобуса хӑвӑртах ярса илнӗ. Транспортран нимӗн те юлманпа пӗрех.

Ҫав вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем «Дорис парк» чарӑну енчен килекен транспорта унталла кайма чарнӑ, тавран янӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Муркаш округӗнчи Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе – 2 гектар ҫӗр ҫинче.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта электролини пралукӗ татӑлса ӳкнӗ те ҫулӑм тухнӑ. Ҫулӑм ял, дача патнелле ҫывхарас хӑрушлӑх пулман, пушӑрнӑйсем ӑна сӳнтернӗ.

Халӗ прокуратура электролиние пӑхса тӑракан организаци ӗҫӗ-хӗлне тишкерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Шупашкарта 61 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ пушарта татӑлнӑ.

Инекек Октябрь: 50 ҫул урамӗнче пулнӑ. Ҫак урамри 6-мӗш ҫуртра 5-мӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Кил хуҫи пульницӑна илсе кайнӑ чухне ҫул ҫинче вилнӗ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.

Ҫулӑм 15 тӑваткал метр лаптӑкри отделкӑна сиенлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_426138
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Пуш уйахӗн 26-мӗшӗнче, ӗнер, Тӑвай окургӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 63 ҫулти арҫын пушарта ҫунса вилнӗ.

Ҫулӑм 70 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара 9 ҫӑлавҫӑ, икӗ техника сӳнтернӗ.

«Хӗрлӗ автана» парӑнтарсан кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл килте пӗччен пурӑннӑ.

Палӑртмалла: пӗр талӑкра 4 пушар пулнӑ. Ҫав шутран пӗри – типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8396
 

Персона
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

ШӖМ пуҫлӑхӗ Чӑваш Ен полицейскине хӗрарӑмпа ачана пушарта ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. Йӗрке хуралҫи хӑй те ун чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.

Ку пушар кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере пулнӑ. Амӑшӗ тӗпелте чухне 4-ри ачи залра шӑрпӑкпа вылянӑ. Кӗҫех икӗ пӳлӗмлӗ хваттере ҫулӑм ярса илнӗ.

Хӗрарӑм малтан ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ. Анчах май килмен – ывӑлӗпе подъезда чупса тухнӑ. Унта вара – тӗтӗм.

Дмитрий Антропов чӳречерен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Подъездра пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтсен унталла вирхӗннӗ, тӗттӗмре хӗрарӑма тупнӑ та ӑна урама илсе тухнӑ. Шалта ача юлнине пӗлсен каялла кӗнӗ. Вӑл ӑна урама илсе тухса хӑйӗн бушлачӗпе чӗркенӗ.

Ачапа амӑшне Шупашкара пульницӑна ӑсатнӑ. Полицейски те пӗр каҫ пульницӑра выртса тухнӑ. Ҫак кунсенче ӑна ШӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев «Ҫӑлнӑ чухне хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн» медальпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 92
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 01

1924
102
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
36
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть