Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кушар Юнтапа ялӗнче ҫурт ҫунса кайни пирки, унтан 10 ҫын ҫӑлӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 9 ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнче 5-12 ҫулсенчи виҫӗ ача, виҫӗ хӗрарӑм тата виҫӗ арҫын пулнӑ.
Шел те, паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ. Пульницӑра 54-ри тата 58 ҫулти арҫынсем вилнӗ. Ыттисем сипленеҫҫӗ-ха.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар газ баллонӗнчен газ тухнипе пулма пултарнӑ. Баллона малтан пушар вӑхӑтӗнче пӳртре пулнӑ ҫыннах илсе кӗнӗ. Экспертиза ирттерсен инкекӗн сӑлтавне ҫирӗплетӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Патӑрьелте шкул автобусӗ ҫунса кайнӑ. Ку патӑрмах 2-мӗш шкулта пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекре шар курнисем пулман. округра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, шкул автобусӗ – ҫӗнӗскерех.
Сӑмах май, юлашкинчен Патӑрьел муниципаллӑ округне шкул автобусӗсемпе раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче тивӗҫтернӗ. Ҫав партири автобус ҫуннӑ-и е ҫук-и – пӗлтермен.
Паян ирхи 3 сехетре Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Михайловка ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм ҫурт тӑррине тӗп тунӑ, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Пушара сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын.
Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑ кӑна-ха, республикӑра 41 пушар пулнӑ. Вӗсенче виҫӗ ҫын вилнӗ, 27 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. 17 тӗслӗхре пушар кӑмака хутнӑ вӑхӑтра тухнӑ, 11 тӗслӗхре – электрохатӗрсемпе тӗрӗс усӑ курманран.
Паян Шупашкарти Павлов мичман урамӗнчи 60-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Унта диван ҫуннӑ. Шел те, инкекре пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Подъездра ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫалавҫӑсем пилӗк ҫынна урама тухма пулӑшнӑ.
Халӗ пушар мӗнле майпа тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче, 23 сехетре Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Кушар Юнтапа ялӗнче пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫав самантра пӳртре 10 ҫын пулнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем.
Вӗсем пушар вӑхӑтӗнче урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ, анчах пиҫсе кайнӑ. Шупашкара Республикӑри клиника пульницине 9 ҫынна илсе ҫитернӗ: виҫӗ ачана, виҫӗ хӗрарӑма тата виҫӗ арҫынна.
Ҫулӑм 190 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Хуралта таврашӗ те сиенленнӗ. Пушара виҫӗ техникӑпа пӗр сехетре сӳнтернӗ.
Ӗнер 11 сехет тӗлнелле Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пӑкӑян поселокӗнче агрофирма территоринче пушар тухнӑ. Сӗт цехне, пӗтӗмпе 150 тӑваткал метра, ҫулӑм ярса илнӗ.
Пушара виҫӗ техникӑпа 50 минутран сӳнтернӗ. Унта цех тӑрри тата шыв ӑшӑтмалли хатӗр ҫуннӑ. Юрать-ха, ҫулӑма кӳршӗ ҫурт ҫине куҫма паман. Пушар вӑхӑтӗнче мӑйракаллӑ 50 ытла шултра выльӑха эвакуациленӗ.
Паян 9 сехет те 50 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннӑ.
Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑртах сӳнтернӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехет те 5 минутра «хӗрлӗ автан» ташлама чарӑннӑ. Кайран хваттертен ҫуннӑ сӗтел-пукана урамалла ывӑтнӑ.
Хальлӗхе инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтермен.
Канмалли кунсенче республикӑра пулнӑ пушарсенче икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкексем Муркаш тата Елчӗк муниципалитет округӗсенче пулнӑ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Анатри Панкли ялӗнче 77 ҫулти арҫын хӑйӗн килӗнче ҫунса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электрокӑмакана пула тухнӑ.
Кӗҫӗр Елчӗк тӑрӑхӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пушар пулнӑ. Унта 36 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем унта пурӑнакан виҫӗ ҫынна пулӑшнӑ.
Спутник-хулари Советски урамри 9-мӗш ҫуртра пушар кӑнтӑрла тухнӑ. Виҫӗ ҫынна: арҫынпа икӗ хӗрарӑма – эвакуаци ҫулӗпе тухма май килмен. Пушар тӑххӑрмӗш хутри секцисенчен пӗринчи пушӑ пӳлӗмре алхаснӑ.
Куславкка муниципалитет округӗнчи Мӗниҫырми ялӗнчи 68 ҫулти арҫын мунчара пурӑннӑ. Виҫӗ ҫул каялла унӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ, ҫавӑнпа унӑн унта кун кунлама тивнӗ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара ҫак арҫыннӑн мунчи те ҫунса кайнӑ. Шел те, вӑл хӑй те унтан тухайман. Пушар каҫхи 7 сехетре пулнӑ. Вӑл ҫуннине ҫынсем тӳрех асӑрхаман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1454 пушар пулнӑ, вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |