Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пушарсеМ

Пӑтӑрмахсем
21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канашри нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче юсавсӑр ҫутӑ чейникне пула инкек пулнӑ.

Асӑннӑ хулари Ильич урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушар 10 тӑваткал метр лаптӑка сиенленӗ.

Тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑ подъездран ҫӑлавҫӑҫем пырса ҫитиччен 20 ҫын урама тухса тӑнӑ.

Пушара сӳнтерме виҫӗ техника пырса ҫитнӗ. Ҫынсем шар курман.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнчи Пысӑк Енккассинче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын пушарта шар курнӑ. Инкек кӑнтӑрла пулнӑ.

Кил-ҫуртриа япаласем, сӗтел-пукан ҫуннӑ. Кил хуҫи урама тухса ӗлкӗрнӗ-ха, анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.

Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14573
 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче прицеп ҫинче тухнӑ пушар хыҫҫӑн икӗ ача вилнӗ. Тискер авари ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ. Триммерпа курӑк ҫулакан ҫул ҫитмен 5 ачана прицеп ҫине лартнӑ, ҫавӑнтах 14 триммер тата бензин тултарнӑ канистрсем пулнӑ. Ҫул ҫинче пынӑ чухне ачасенчен пӗри хӑйӗн тумӗ ҫинчи ҫипе зажигалкӑпа ҫунтарса татма шут тытнӑ — прицеп ҫавӑнтах хыпса илнӗ. Ачасем унтан тухса ӗлкӗрнӗ, анчах ӑна машинӑран вӗҫертнӗ чухне пиҫсе кайнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.

Пӗр ача ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чулхулари медицина центрӗнче вилнӗ. Унӑн ӳчӗн 90 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Тепӗр ачан чӗри ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ, унӑн учӗн 70 проценчӗ пиҫнӗ. Тепӗр икӗ ачан ӳчӗ 60 тата 23 процент таран сиенленнӗ, вӗсем реанимаци уйрӑмӗнче сипленеҫҫӗ, иккӗшӗ те ИВЛ аппарачӗ пулӑшнипе сывлаҫҫӗ. Тепӗр ача Шупашкарти больницӑра выртать, вӑл — 14-ра, унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.

Ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманшӑн ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Водителе ҫул ҫитмен пассажирсене кирлӗ условисенче илсе ҫӳременшӗн штрафланӑ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян Шупашкарти саунӑра пулнӑ пушарта икӗ ҫын вилнӗ. Инкек ирхи 7-ре «Сокол» кинотеатр пулнӑ зданири «Банный эталон» саунӑра пулнӑ.

Ҫав вӑхӑтра унта арҫынпа хӗрарӑм каннӑ. Ҫапӑнмалли пӳлӗмре ҫулӑм тухнӑ, вӗсем тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем арҫынпа хӗрарӑма урама илсе тухнӑ. Анчах, шел те, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлма май килмен.

Халӗ пушар сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ, арҫынпа хӗрарӑм кам пулнине палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9254
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр округӗнче 37 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Ку инкек паян ҫӗрле Киря поселокӗнче Пушкин урмӗнче пулнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем 126 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ пушара сӳнтерсен 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.

Палӑртса хӑварар: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 803 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫын вара аманнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9173
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Куславкка округӗнчи Аслӑ Куснар ялӗнче 70 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Ҫамрӑксен урамӗнчи ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, кил хуҫи урама тухса ӗлкӗреймен, пушара сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пирус асӑрханмасӑр туртнӑран 110 пушар тухнӑ, вӗсенче 13 ҫын вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9161
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнче бензин янӑ чухне арҫын ачан тумтирӗ ҫунма тытӑннӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхине Кивӗ Вӑрмар поселокӗнче пулнӑ.

12 ҫулти арҫын ача гаражра мопед бакне бензин яма тӑрсан шар курнӑ. Бензин хӗрсе кайнӑ двигатель ҫине тӑкӑннӑ та ачан тумтирӗ ҫунма тытӑннӑ. Амӑшӗ вӑл кӑшкӑрнине илтсе чупса пынӑ, часрах ывӑлне пулӑшнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра ҫулӑм хуралтӑсем ҫине куҫнӑ.

Телее, пушарнӑйсем кил-ҫурта ҫунса кайм паман. Арҫын ача вара пиҫсе кайнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника больницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9107
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Аслисем ҫывӑрнӑ чухне ачасем шӑрпӑкпа выляса пушар кӑларнӑ. Ҫулӑмран вӗсен тӑванӗ тухайман.

Ку инкек ӗнер каҫхине Йӗпреҫ округӗнчи Ленино ялӗнче пулнӑ. Аслисем ҫывӑрнӑ чухне 6-ри арҫын ачапа пӗчӗк хӗрача крыльца ҫинче шӑрпӑкпа вылянӑ, япаласене чӗртсе, янӑ. Ҫулӑм алӑк умӗнче хӑвӑрт сарӑлнӑ.

Амӑшӗ ҫак 2 ачана тата вӗсен пиччӗшне чӳречерен урама кӑларнӑ, кайран ашшӗ тухнӑ. Пӳртре 56-ри тӑванӗ юлнӑ. Шел те, вӑл ҫунса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ округӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче пушарнӑйсем 20 вӗллене ҫӑлнӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑҫхине пулнӑ.

Пушар ял хӗрринчи никам та пурӑнман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма 8 ҫӑлавҫӑ, икӗ техника сӳнтернӗ. Вӗсем кӳршӗре вырнаҫнӑ утара ҫӑлса хӑварнӑ. Унти 20 вӗллене ҫунса кайма паман.

Ҫӗрле вара Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫутӑ лампочки ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл юрӑхсӑра тухнӑскер пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑр хулинче ӗнер ирхине уйрӑм ҫуртра пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм кухньӑра алхаснӑ, вал пӳрт ҫиивиттине кӑштах сиенлетнӗ.

Пушара сӳнтерме пырса ҫитнӗ специалистсем 83 ҫулти кинемее пӳртрен тухма пулӑшнӑ. Ватӑ ҫын шар курман.

Пушара сӳнтерме 9 ҫын тата 2 техника хутшӑннӑ. Пушар 8 тӑваткал метр лаптӑка сиен кӳнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар апат пӗҫерме лартсан тимсӗр пулнӑран тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 92
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 01

1924
102
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
36
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть