Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар депутачӗн ывӑлӗ прицеп ҫинче илсе ҫӳренӗ икӗ ача вилнӗшӗн судра явап тытӗ. Калинин районӗн прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫулла усламҫӑ ашшӗн (вӑл Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Юрий Борисов) субподрячӗпе муниципалитет контрактне пурнӑҫланӑ – Шупашкарта курӑк ҫулнӑ. Борисов-кӗҫӗнни ҫул ҫитмен 5 ачана ӗҫ килӗшӗвӗсем тумасӑр, хӑрушсӑрлӑх техникине вӗрентмесӗр, ӗҫ сыхлавӗшӗн яваплӑ ҫынна палӑртмасӑр ӗҫлеттернӗ. Ҫурлан 8-мӗшӗнче ҫак ҫамрӑксене саккуна пӑсса ҫӑмӑл автомашинӑн тентпа витнӗ прицепӗнче илсе кайнӑ. Ҫавӑнтах бензотриммерсем тата бензин канистрӗсем пулнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчче прицеп ҫунма тытӑннӑ. Икӗ ҫамрӑк пиҫсе кайнине пула темиҫе кунран пульницӑра вилнӗ. Тепӗр иккӗшӗн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.
Тӗпчеве РФ Следстви комитечӗн Председателӗ Александр Бастрыкин тӗрӗслесе тӑнипе вӗҫленӗ. Прокуратура вилнӗ тата суранланнӑ ҫамрӑксен ҫемйисене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тӑкака саплаштарма граждан тавӑҫӗсем тӑратнӑ.
