Шупашкар хулинче гаражри машина хыпса илнӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти «Кӑкшӑм-2» гараж кооперативӗнче «Renault Sandero» автомбиль хыпса илнӗ. 2011 ҫулта туса кӑларнӑ машинӑна унӑн хуҫипе тусӗ гараж боксӗнчне тӗксе кӑларма ӗлкӗрнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫулӑма виҫӗ минутра сӳнтернӗ.
Пушар вӑхӑтӗнче машинӑн пӗр пайӗ сиенленнӗ.
Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 16 автопушар пулнӑ.
Паяр ирхине, 5 сехет ҫурӑра, Шупашкарти Мир проспектӗнчи 72-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртран 72 ҫынна урама кӑларнӑ. Ҫав шутра икӗ ача пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
87 ҫулти кинемей ватлӑхра килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Турра шӗкӗр, ӑна никам та килӗнчен хӑваласа кӑларса яман-ха. Пӗрех ватӑ нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑрӑ хӑварать, пушартан нимӗ те юлмасть тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче пурӑнакан кинемей килӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерекенсем ҫулӑма сӳнтерессишӗн пӗр сехет ытла тӑрӑшнӑ. Анчах ҫурта ҫӑлса хӑварайман — 87 ҫулти хӗрарӑм пӳрчӗ ҫунса кайнӑ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пушар пулнӑ килте арҫын виллине тупнӑ.
Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче пӗр ҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерсен 53 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ.
Инкек нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кил хуҫи пирус туртнӑ чух асӑрханса ҫитереймен.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Ишлей станцийӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма сӳнтерсен 61 ҫулти кил хуҫин тата унпа пӗрле пурӑннӑ 48 ҫулти хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ.
Пушар 40 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Кӳршӗ хуралтӑсем шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирус асӑрханмасӑр туртнӑран 12 пушар пулнӑ. Вӗсенче виҫӗ ҫын вилнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Куславкка хулинче пурӑнакан 70 ҫулти хӗрарӑмӑн хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм гаражри юсавсӑр электропралукран тухнӑ. Пушар хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫурт ҫине самантрах куҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем «хӗрлӗ автанпа» пӗр сехет ытла кӗрешнӗ. Ҫулӑм пӳрте, гаража, шалта ларнӑ машинӑна тӗп тунӑ. 70-ти хӗрарӑмӑн мунчи кӑна тӑрса юлнӑ.
Ҫак самантра Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра, 1-мӗш корпусра, пушар тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ.
Ҫурт - 9 хутлӑ, панельтен тунӑскер. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑра тӗтӗм подъезд чӳречисенчен тухать.
Паян 12 сехет те 40 минутра Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пучинке ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм 9 тӑваткал метр ҫинче кӑна алхаснӑ пулин те ку инкекпе вӗҫленнӗ - икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушара сӳнтерсен 1939 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑмӑн тата 1966 ҫулта кун ҫути курнӑ арҫыннӑн виллисене тупнӑ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче пушар пулнӑ. 51 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче хуралтӑ таврашӗ ҫуннӑ.
Пушар кирпӗчрен купаланӑ вите урайне сиенлетнӗ. Инкекре чӑхсем ҫунса вилнӗ. Кил хуҫи 30 чӑхсӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫав кунах Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнчи шкулта пушар пулнӑ. Унта хуралҫӑ пӳлӗмӗнчи матрас ҫуннӑ. Никам та шар курман.
Пӑрачкавра икӗ хутлӑ склад ҫунннӑ. Ку пӑтӑрмах ӗнер каҫхи 11 сехетре пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм икӗ хутлӑ складӑн тӑррине, унта пулнӑ пурлӑха тӗп тунӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрсемпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Халӗ пушар мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |