Швейцари влаҫӗ патшалӑхӑн кашни гражданинне — ӗҫлет вӑл е ӗҫлемест ҫав-ҫавах — 2500 швеци франкӗ (€2250 е 184 526 тенкӗ) тӳлеме пуҫласшӑн. Ку ҫӗнӗлӗхе ырласан Швейцари уйӑхсерен пурне те тупӑшпа тивӗҫтерекен тӗнчери пӗрремӗш патшалӑх пулса тӑрӗ.
Ҫӗнӗлӗхе патшалӑхри демографи институчӗ ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх йӗркеленӗ пулать. Швейцари халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑхсерен тӳлекен тупӑш йӗркелесен те вӗсем ҫав-ҫавах хӑйсене валли ӗҫ шырӗҫ. 2% кӑна хӑйсен ӗҫне пӑрахса патшалӑх ӗнси ҫинче пурӑнма пуҫласси ҫинчен каланӑ. Тепӗр 8% шухӑшласа пӑхма вӑхӑт кирли ҫинчен пӗлтернӗ. Ыйтӑма хутшӑннӑ халӑхран 56% влаҫрисем унашкал саккуна йышӑнмасть тесе шухӑшлать.
Швейцари ҫыннисем ку тӗлӗшпе утӑ уйӑхӗнче сасӑласа йышӑнасшӑн. Сӑмах май ку ҫӗршыври чи пӗчӗк пенси виҫи 1160 франкпа (85 пин тенкӗ) танлашать. Вӑтамран Швейцари ҫынни уйӑхне 6 пин ытларах франк (453 пин тенкӗ) ӗҫлесе илет.
Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнчи Ксюша Максимова районти ӑмӑртура йӗлтӗрпе чупнӑ хыҫҫӑн комӑна кӗрсе ӳкни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ксюша халӗ те тӑна кӗмен, анчах ҫывӑх ҫыннисем алӑ усмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ пульницӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар тухтӑрӗсем ачана операци тума килӗшмен. Мускав специалисчӗсем те вӗсен шухӑшӗпе килӗшнӗ. Ҫывӑх ҫыннисем Ксюшӑн диагнозне палӑртнӑ документсене Раҫҫейри 20 клиникӑна янӑ.
Хӗрӗн организмӗ 24 сехет апат йышӑнман. Телее, ӗнер лару-тӑру улшӑннӑ — Ксюша каллех апата йышӑнма тытӑннӑ. Унӑн органӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах диагноз — «пуҫ мимине юн кайни» — ырринех кӑтартмасть.
Ксюшӑн ҫывӑх ҫыннисем пульницӑран пӗр утӑм та каймаҫҫӗ. Ҫемье тӗпренчӗкӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ чухне тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тупӑннӑ. Вӗсем хӗрачана сиплеме тесе укҫа пухаҫҫӗ. Анчах вӗсене ӗненмелле мар. Ҫемье хальлӗхе укҫа-тенкӗ пухмасть.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба пайташӗсем, правӑна сыхлакансем Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров хушнипех кайнӑ-мӗн. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчи профилактика кунне хутшӑннисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи прокурорӑн пулӑшуҫи Ю.А. Казаков, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен И.В. Макарова инспектор, Е.В. Петрова нарколог, ӗҫлӗх центрӗн районти центрӗн пуҫлӑхӗ О.И. Александров, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Т.А. Михайлова пулнӑ.
Шкул ачисемпе профилактика темипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара учетра тӑракан ҫемьесене тата нумай ачаллисем патне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нумай ачаллисене Татьяна Андреевна пылак парнесемпе савӑнтарнӑ.
Юрист кирлӗ пулсан вулавӑша каймалла.
Ӑслӑ-тӑнлӑ та пултаруллӑ юрист пулӑшӑвне илес тесен кӗсьене самай ҫӳхетмелле. Гражданла тавӑҫ суда шӑрҫалама тӑрсан та специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивет, юридици ыйтӑвӗпе уҫӑмлатмалли тупӑнсан та ятарласа вӗреннисен куҫӗнчен пӑхмалла. Тав сӑмахӗшӗн кӑна никам та пулӑшасшӑн мар.
Кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ черетлӗ хутчен юристсене пухать. Право информацийӗн халӑх центрӗнче уйрӑм ҫынсене юридици пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ.
Раҫҫей юрисчӗсен ассоциацийӗн пайташӗсем Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулура тӳлевсӗрех ӑнлантарӗҫ-пулӑшӗҫ.
Йышӑну вӑхӑчӗ 16 сехетрен 18 сехетчен пырӗ. Юристсем патне вулавӑшри 101-мӗш пӳлӗме пымалла. Малтанласа ҫырӑнмалли телефон номерӗ: 23-02-17 (хушма номер — 128).
Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене паракан 100 пин тенкӗ капитала илмелли условисене пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: ӑна пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене е шӑпӑрлан усрава илекенсене 2012 ҫултанпа пама тытӑннӑ.
Малашне ку капитала сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ парӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ӑна 2016 ҫул вӗҫӗччен илме май пур. Анчах 2015 ҫул вӗҫӗнче, раштавӑн 24-мӗшӗнче, саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ парӗҫ.
Республикӑри амӑшӗн капиталне ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, ачана вӗрентнӗ ҫӗре яма юрать. Саккуна кӗртнӗ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн, халӗ ӑна ачана общежитире пурӑнтарнӑшӑн та тӳлеме юрать.
«Чӑваш Ен» ПТРК «Русфондпа» пӗрле чирлӗ ачасене малалла пулӑшать. Акӑ Пӑрачкав районӗнчи Даша Кондратьевӑна пулӑшу кирлӗ. Унӑн — паралич. Ӑна Мускаври клиника йышӑнма хатӗр. Анчах ашшӗ-амӑшӗн унта сипленме укҫа ҫитмест. 200 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ.
Дашӑна куҫса ҫӳреме йывӑр. Пӗр пӳлӗмрен теприне ҫитме — ту ҫине хӑпарнӑ пекех. Халӗ вӑл утмалли ҫӗнӗ меслете вӗренет. Дашӑна урисене куҫарма йывӑр.
Даша ӳкерме юратать. Утма вӗренет, ывӑнать те ӳкерме ларать. Вӑл вулама та хӑнӑхнӑ — ҫитес ҫул шкула кайма хатӗрленет. Амӑшӗпе пӗрле кашни кун тӗрлӗ хӑнӑхтару тӑваҫҫӗ вӗсем. Мечӗкпе тӗслӗхрен. Ятарлӑ велосипедпа ярӑнма та хӑнӑхнӑ вӑл.
Дашӑн сипленмелле, ыттисем пулӑшмасӑр утма хӑнӑхмалла. Даша та, амӑшӗ те ҫакна шанаҫҫӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата «Русфонд» сайчӗ 103 620 тенкӗ пухӗҫ. Тепӗр компани 50 пин тенкӗ парӗ. 46 пин тенкӗ ҫитмест. Дашӑна пулӑшас тесен 5542 номер ҫине «ДЕТИ» тесе СМС-ҫыру ямалла. Халӑх сурсан кӳлӗ пулать теҫҫӗ…
«Ирӗклӗх» халах пӗрлӗхӗ тӗрлӗ карас операторӗсене хӑйсен пулӑшӑвне чӑвашла та туса пыма ыйтни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара нумай пулмасть «Мегафонран» хурав ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма хирӗҫ мар имӗш, анчах... «Ирӗклӗх» ыйтнине туллин пурнӑҫлас тесен укҫи-тенкине чылай пӗтермелли пирки пӗлтернӗ. Кӑҫалхи плана унашкал тӑкаксене кӗртмен тесе хуравланӑ.
Ҫавах та «Мегафон» хуравӗнче вӗсен килес ҫулсенчи укҫа-тенкӗ планне ҫак тӑкаксене кӗртме шухӑшласа пӑхасси пирки пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Ирӗклӗх» карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене тӗрлӗ информаци хучӗсене чӑвашла куҫарса, колл-центрта чӑвашла та хуравлама, автоответчиксене чӑвашла та куҫарма ыйтнӑ. Ҫак ҫырупа вӗсем «МТС», «Мегафон», «Билайн» тата «Tele2» операторсем патне тухнӑ. Тепӗр виҫҫӗшӗ хальлӗхе хуравламан-ха.
ЧР Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине пултаруллӑ, пуҫаруллӑ, маттур ҫамрӑксем тивӗҫеҫҫӗ. Ҫулсерен ӑна Чӑваш Енри 1000 яш-хӗре параҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ҫамрӑксем документсем пухса леҫсе панӑ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ЧР Элтеперӗн стипендине камсем тивӗҫнине палӑртнӑ. Ҫак кунсенче Михаил Васильевич хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Хушупа килӗшӳллӗн 1000 яш-хӗр ҫулталӑк тӑршшӗпе уйӑхне 1830 тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Ҫак тӗллевпе республика хыснинчен 22 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2004–2016 ҫулсенче стипендие 13 пине яхӑн ҫын тивӗҫнӗ.
Кӑҫал стипенди илекенсен йышӗнче 70 проценчӗ — вӗренекен ҫамрӑксем. 12,5 проценчӗ — общество пӗрлӗхӗсен хастарӗсем, 18,5 проценчӗ — промышленноҫ, ял хуҫалӑх, вӗренӳ, культура тата ытти тытӑмра тӑрӑшакан специалистсем.
Районсенче пулма тӳр килнӗрен тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫма май пур. Вӑл е ку районта лайӑх е япӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ теме ҫук. Эпир пӗр ҫынна курса пурне те хаклама хӑнӑхнӑ-ҫке-ха. Кашни тарӑхрах тӗрлӗ ҫын пурӑнать.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, «вӑрҫӑ ачисем» мӗнле пурӑнни куҫ умӗнчех. Пӗрисене ачисем лайӑх пӑхаҫҫӗ, тирпейлӗ ҫӳретеҫҫӗ. Теприсем вара… ватӑ ҫын вилессе кӗтеҫҫӗ. Ҫапла, 90 е 100 ҫулалла кармашакан амӑшӗ е ашшӗ автан авӑтман яла ӑсанасса кӗтсе пурӑнакансем те пур. Пӗррехинче Ҫӗрпӳ районӗнче пултӑмӑр, ватӑ арҫынпа калаҫрӑмӑр. Хӑй сусӑр, вӑрҫӑ ҫулӗсенче ача-пӑча пулнӑ. Алӑ тупанӗ, иккӗшӗ те, ҫук унӑн, хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Юлташӑм ватӑ арҫынпа калаҫрӗ, йывӑр ҫулсем пирки, вӑрҫӑ нуши ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Чӑннипех те шеллерӗ вӑл ватӑскере. Сывпуллашнӑ чухне вӑл ӑна тата нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунчӗ. «Мӗн, мана вӗлересшӗн-им?» - мӑртӑхса пат татса хучӗ хӗрӗ. Ашшӗне, памперспа ҫӳрекенскере, пӑхса ывӑннӑ-ши вара вӑл? Хӑйне пӑхса ӳстернӗ ҫывӑх ҫынни пирки вӑл ҫапла епле калама хӑять?
«Эрех ӗҫме ҫынсен ӑҫтан укҫа тупӑнать кӑна тульккӑш? Манӑн хӗрӗме ыран шкула парса яма 100 тенкӗ ҫук», — кӑмӑлӗ пӑсӑккине кура чунне уҫрӗ пӗлӗшӗм. Виҫӗ ача амӑшӗ вӑл. Аслисем шкула ҫӳреҫҫӗ, кӗҫӗнни кӑҫал ача пахчине кайма пуҫларӗ.
Шкул валли укҫа пухни йӗркеллӗ пулӑм мар тесе вӗренӳ тытӑмӗнчи пур пуҫлӑх та калать-тӗр. Ун пек фактсем пирки пӗлтерме ытйаҫҫӗ вӗсем. Вӗренӳ кӗнеки илме, классене юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухмалла маррине ӗнентереҫҫӗ. Пурнӑҫра вара пачах урӑхла пулса пырать. Манӑн пӗлӗшӗм каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн вӗсем шкула 2-шер пин тенкӗ пухса панӑ. «Кӗнекесене илмелле мар темеҫҫӗ-и вара?» — шалт аптӑрарӑм пӗлӗшӗм кӑмӑлсӑрланса пӗлтернине кура. «Вӗренӳ тетрачӗсем илме», — хуравларӗ виҫӗ ача амӑшӗ. «Икӗ пин тенкӗлӗх вӗренӳ тетрачӗсем мӗнле хутран вара?» — ӑнланаймасӑр тӗпчетӗп малалла.
Тетрадь туянса йӑлтах пӗтермен иккен-ха. Юлнӑ укҫапа куллер туянмалла тет. Ачасем шыв ӗҫесшӗн аптӑраҫҫӗ имӗш. Ахаль-махаль шыв ӗҫмеҫҫӗ пулать. Эпир ӳснӗ чух ҫӗрулми пуҫтарма аннесемпе хире ана ҫинчи кӳлленчӗкренех е тата кӳршӗ яла лавккана кайсан таврӑннӑ чух ҫырмари шыва тутӑр витӗр сӑрӑхтарса ӗҫеттӗмӗр те 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнисем, ав, кранран юхаканнине те тиркеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |