Шупашкарта нумай функциллӗ тепӗр центр хута яма палӑртаҫҫӗ. Ӑна кӗске вӑхӑтра, ҫур ҫулта, туса пӗтермелле-мӗн.
Нумай функциллӗ центр Шупашкарти Калинин районӗнче кӑҫал кӗркунне уҫӑлмалла. Халӗ Эгер бульварӗнче техника ӗҫлет. 1500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче юпа уйӑхӗ тӗлне центр ҫӗкленмелле вӗт. Вӑл патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене парӗ.
Подрядчик фундамент яма тытӑннӑ ӗнтӗ. Анчах ҫурта хӑпартса лартиччен нумай ӗҫлеме тивӗ. Фундамент блокӗсене, канализацие, ҫыхӑнӑва, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫурлан 1-мӗшӗ валли хурса пӗтересшӗн.
Сӑмах май, халӗ Шупашкарта нумай функциллӗ икӗ центр ӗҫлет. Заявленисене 48 чӳречере ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ центр хута кайсан тепӗр 30 чӳрече хушӑнӗ.
Нумай функциллӗ центра тумашкӑн 75 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫана республика, федераци, хула хыснисенчен уйӑраҫҫӗ.
Хакас Республикинче пушар алхасни пирки телекуравсем нумай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре ҫунса кайнисене пулашас тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Кӑмӑл пуррисене унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Ку ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пуҫӑннӑ. Пухнӑ укҫана Хакасие ярса парӗҫ. Кӑна ЧР Строительство министерствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Укҫа пушар тӗп тунӑ вырӑна ҫӗнӗрен хута яма кайӗ.
Акцие предприятисем, организацисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Реквизитсем ҫаксем:
ХРОФ "Республика", ИНН/КПП 1901089888/190101 001,
р/с40703810337110000017
Хакасский РФ ОАО «Россельхозбанк» г. Абакан,
БИК 049514767,
К/с30101810700000000767.
Укҫа хывнӑ чухне «Добровольное пожертвование пострадавшим от «Огненной стихии» в республике Хакасия» тесе ҫырмалла. Налук илмеҫҫӗ.
Паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене тата вӗсемпе пӗрле пынисене черетсӗр йышӑнассине пӗлтерет. Росреестрӑн тӗп аппарачӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 56-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫынсене 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ.
Акци вӑхӑтӗнче Росреестрӑн ӗҫченӗсем салтак арӑмӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсем патне киле пырсах пулӑшассине те пӗлтерет. Специалистсем хваттере, ҫурта, гаража е ҫӗре епле регистрацилессипе ҫыхӑннӑ кирек епле ыйтӑва та уҫӑмлатайӗҫ. Киле пыма ыйтса 62-45-43 номерпе шӑнкӑравламалла.
Енчен те ветерансем хӑйсен пeрлӑхне вӗсемсӗрех сутса ярасран шикленеҫҫӗ пулсан Росреестра ятарлӑ заявлени ҫырса пама пултараҫҫӗ. Ку пулӑшу тӳлевсӗр.
Чӑваш Енре «Авто-МотоДонор» акци иртет. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен республикӑра пурӑнакансене ҫул ҫинчи инкекре суранланнисене пулӑшмашкӑн юн пама чӗнеҫҫӗ.
Республикӑри юн илекен станцире авто- тата мотоклубсен пайташӗсене, профессионал водительсене, ҪҪХПИ ӗҫченӗсене тата пурне те, кӑмӑл пуррисене, кӗтеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗччен донор пункчӗ Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра ӗҫлӗ. Регистратурӑна 8(8352) 45-37-05 номерпе шӑнкӑравлама пулать. Юн илекен станцие пыракансен хӑйсемпе пӗрле паспорт пулмалла. Вӗсен Чӑваш Енре регистрацире ҫур ҫултан кая мар тӑмалла.
«Авто-МотоДонор» акцие республикӑра пӗр ҫул кӑна ирттермеҫҫӗ. Медицина ӗҫченӗсем юн паракан ҫыннӑн станцие тепӗр ҫур ҫултан пырса анализсем памаллине асӑрхаттараҫҫӗ. Ку вӗсен юнӗ хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине ҫирӗплетӗ. Ара, ӑна сипленмелли учрежденисене яраҫҫӗ-ҫке-ха.
Шупашкарта «Библиошефство» проект пуҫланнӑ. Хулари Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсен вулаканӗсене килти фондпа пайланма сӗнеҫҫӗ. Ҫав кӗнекесене сипленмелли учрежденисене ӑсатаҫҫӗ.
Парнене чи малтанах Васкавлӑ медпулӑшу пульници йышӑннӑ. Вулавӑша ҫынсем чылай кӗнеке илсе килеҫҫӗ-мӗн. Хӑш чухне сӗтел те йӑтӑнать.
Тӗрлӗ жанрлӑ кӗнекесем илсе килеҫҫӗ вӗсем. Классика, детектив… Сайра тӗл пулакан кӗнекесене те илсе килеҫҫӗ. Светлана Березкина ку вулавӑшра чылай ҫул ӗҫленӗ. Вӑл проект пирки пӗлсен килти ҫӳлӗксене ухтарнӑ та чылай кӗнеке йӑтса килнӗ.
Халӗ Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче хӑйсен мини-вулавӑшӗ пур. Пациентсемпе медицина ӗҫченӗсем кӗнекесем килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Ав унта сипленекен Борис Васильев ҫав ҫӳлӗксем ҫинче хӑйне килӗшекен детективсемпе мелодрамӑсем тупнӑ, хаваспах вуланӑ.
Пульницӑсен кӗнеке фончӗсене кашни ҫын пуянлатма пултарать. Кӗнекесене Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑша ҫеҫ илсе пымалла.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене (ун пеккисем Чӑваш Республикинче 25 пин ытла ҫын) юбилейлӑ ҫӗнтерӳ ҫулӗпе пӗр хутчен укҫан парса хавхалантарма хушу кӑларнӑ. Кашнине ҫичшер пин тенкӗ параҫҫӗ. Ҫак тӳлеве илекенсем кашни районтах пур. Патӑрьел районӗнче, сӑмахран, 36 вӑрҫӑ ветеранӗпе 17 инвалид. Тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе участниксен мӑшӑрӗсене те хавхалантару кӗтет.
1941 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен (6 уйӑхран кая мар) тылра хастар ӗҫленисене (Патӑрьел районӗнче ун пеккисем 941 ҫын) виҫшер пин тенкӗ параҫҫӗ.
Тӳлеве илес тесен ыйтупа тухма е хушма документсем хатӗрлеме кирлӗ мар. Пенси фончӗн уйрӑмӗ укҫана куҫарма пуҫӑннӑ. Ӑна ака уйӑхӗпе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫынсем патне ҫитерӗҫ.
Ку хыпара эпир пӗр-пӗр савута рекламӑлас тесе ҫырмастпӑр-ха. Сӑмахӗ — хамӑр ҫӗршывра кӑларакан автомобиль рынокне аталантарасси пирки пырать. Реклама тесе шухӑшласран машина ятне те калама тӑхтаса тӑрӑпӑр. Хамӑр ҫӗршыври автомобиль савучӗсенчен пӗрин Шупашкарти салонӗ машинӑна ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа туянма май пуррине пӗлтерет. Патшалӑх кредитӑн 9,33 процентне саплаштарать иккен.
Сӑмахран, банк кивҫене 14,83 процентлӑ ставкӑпа парать. Ҫав процентран 9,33 процентне субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫыннӑн кредита 5,5 процентпа кӑна тӳлемелле.
Кредитпа туянас тесен машина хакӗн 20 процентӗнчен кая мар тӳлемелле. Кивҫене 6 уйӑхран тытӑнса 36 уйӑх таранлӑх параҫҫӗ.
Кирек епле кредит илес пулсан та паспорт тата тупӑша кӑтартакан справка ыйтаҫҫӗ. Кунта та ҫаплах.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев концерт лартнӑ. Ентешӗн концертне Етӗрне район ҫыннисем уйрӑмах йышлӑн пухӑннӑ. «Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ кашни ҫын Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫинине чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленме хутшӑнчӗ теме пулать», — тесе хыпарлать ЧНКн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева.
Валерий Клементьев пуҫарнипе Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче вӑрҫӑра вилнисене асӑнса питӗ сумлӑ асӑну стелли — часавай тӑвасшӑн. Концерта ирттерсе пухнӑ укҫана Валерий Клементьев йӑлтах ҫак ӗҫе ярасшӑн иккен.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов ку пархатарлӑ ӗҫе ырланӑ кӑна мар, хӑй енчен питӗ пысӑк пулӑшу кӳнӗ-мӗн. Вӑл стелла тума пилӗк пин кирпӗч парассине ӗнентерекен сертификат панӑ.
Ҫӗршывӑн правительстви ипотекӑна субсидилеме йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, банксен процент ставкине патшалӑх субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫынсен 12 процентпа ҫеҫ тӳлемелле тӑрса юлать.
Ҫӑмӑллӑхлӑ кредит паракан программа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнчӗ. Вӑл шӑп та лӑп ҫулталӑка, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пымалла.
Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа парас кӑмӑллине ҫӗршыври темиҫе кредит организацийӗ пӗлтернӗ те ӗнтӗ. Ҫав шутра — Перекет банкӗ, ВТБ, Россельхозбанк. Юлашкинчен асӑннӑ банкӑн Чӑваш Енри филиалӗн пресс-служби кредита илес тесен ҫынсен хӑйсен кӗсйинчен ҫурт-йӗр хакӗн 20 процентӗнчен кая мар кӑларса хумаллине пӗлтерет. Кивҫен укҫана 30 ҫул таран параҫҫӗ.
ЧР Вӗренӳ министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, волонтер студентсем нумай ачаллӑ ҫемьесене ача-пӑча тумтирне, кӗнекесем, теттесем килсе панӑ.
Ырӑ ӗҫ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти коопераци институчӗн юридици факультетӗнчи «Ыркӑмӑллӑх» нимеҫӗсен (волонтерсен) отрячӗн студенчӗсем деканпа тата проректорпа пӗрле Етӗрне районӗни Тури Ачак ялне ҫитнӗ.
Унччен маларах ҫамрӑксем Шупашкарти храмра ача-пӑча япалисене кӗнекесем, теттесем пухни пирки пӗлтернӗ. Йӑлтах — ялсенчи нумай ачаллӑ ҫемьесем валли.
Кунашкал ыркӑмӑллӑх акцийӗ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентсем шутланӑ тӑрӑх, ҫынна ӑнланма пӗлни юрист профессийӗнче питӗ кирлӗ. Студентсене Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альбина Егорова кӗтсе илнӗ. Волонтерсем унта Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ, пухнӑ япаласене панӑ. Студентсем «Ленинская искра» колхоз музейне те ҫитсе курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |