Кӑҫал Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче инфекци пульници хута ярӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ корпусӑн проектне ҫирӗплетнӗ, укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ инфекци пульнцинче 56 пациент валли вырӑн пулӗ. Сӑмах май, паян Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче шӑпӑрлансем валли 140 вырӑнлӑ стационар ӗҫлет.
Иртнӗ ҫул инфекци стационарне пулӑшу ыйтса килекенсен йышӗ 16 процент ӳснӗ. Пациентсенчен ытларахӑшӗ унта ӑнсӑртран лекет. Чылайӑшӗ – пӗчӗк ача. Вӗсенчен 43,7 проценчӗ – ҫулталӑк тултарман ачасем.
Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сакӑр уйӑхри ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Ачана унта иккӗмӗш хут илсе килнӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ ун патне пӗрре те килсе курман.
Амӑшӗ 18 ҫулта кӑна. Ачине вӑл килте пӗччен иккӗмӗш хут пӑрахса хӑварнӑ. Кӳршисем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полици чӗннӗ.
Тӑванӗсем ӳкӗтленине ҫамрӑк амӑшӗ хӑлхана чикмест. Ачи патне килме яланах шантарать, анчах сӑмсине те килсе кӑтартмасть. «Кам валли ҫуратнӑ-ши? Ачине выҫӑ лартни те пӗрре мар пулнӑ. Уншӑн вара пӗрех, арҫынсем кӑна пулччӑр», - тенӗ тӑванӗ «Про Город» хаҫата. Анчах вӗсем ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарасшӑн мар, тӳрленессе шанаҫҫӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 1-мӗшӗнче, Мускавра хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Аварире Чӑваш Ен ҫынни, 60 ҫулти арҫын, чӗрӗ юлнӑ.
Варшава ҫулӗ ҫинче УАЗ тата «Тайота» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та УАЗ ҫине кӗрсе кайнӑ. УАЗ рулӗ умӗнче ларакан водитель руле пӑрма та ӗлкӗреймен.
Икӗ машина та ҫунма тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, УАЗ алӑкӗ питӗрӗнсе ларнӑ. Пассажирсем унтан тухма хӑтланнӑ, анчах уҫайман. Пулӑшма чарӑннӑ водительсем машина патне пырайман – ҫулӑм алхаснӑ.
Аварире тӳрех 8 ҫын вилнӗ. Тепри пульницӑра сывлама чарӑннӑ. Тӑватӑ ҫынна медицина пулӑшӑвӗ кӳнӗ. Чӑваш Енри арҫын нимӗн те астумасть, никама та палламасть. Тухтӑрсем ку вӑхӑтлӑха кӑна пуласса шанаҫҫӗ.
Иномарка водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал диспансеризаци пуҫланни пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. ЧР официаллӑ порталӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви диспансеризаци йӗркине улшӑнусем кӗртнине пӗлтернӗ.
Йышӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, пульницӑра тӗрӗсленмелли перечене ҫирӗплетнӗ. Малашне 21–48 ҫулсенчи ҫынсене ВИЧ-инфекци пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн маларах пӗлтерӗҫ.
Ҫавӑн пекех ВИЧ-инфекцие анонимлӑ майпа тӗрӗслемелли пульницӑсен адресӗсене парӗҫ. Кунсӑр пуҫне пульница ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхӑн 23 проценчӗн мар, 21 проценчӗн диспансеризаци витӗр тухмалла.
Кӑҫал Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнчи 22 пульницӑна тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 135 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Тепӗр 7,5 миллион тенкине Раҫҫей Президенчӗн резерв фондӗнчен илӗҫ.
Кӑҫал Вӑрнар районӗн тӗп пульницине, Сӗнтӗрвӑрри районӗн тӗп пульницин хӗрарӑмсен тата ача-пӑча консультацине юсӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Республикӑри клиника пульницин ревматологи уйрӑмӗн, Хулари ача-пӑча пульницин Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш филиалне тата Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницин Гладков урамӗнчи ача-пӑча инфекци стационарне тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Халӗ Куславкка районӗн тӗп пульницинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче икӗ ҫулти ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Пульницӑра хӑй выртакан хутри хӗрарӑмсене вӑл «анне» тет.
Ку хыпара «Про Город» хаҫата Людмила Никифорова пӗлтернӗ. Ача пульницӑра пӗр уйӑх ытла выртать. Амӑшӗ ку таранччен пӗрре те килсе курман.
Ача пӗчченех выртать. Тӑванӗсем те килсе курӑнмаҫҫӗ. Ача типтерлӗ курӑнать. Медсестра каланӑ тӑрӑх, ача пӗрремӗш хут выртмасть унта. Ашшӗ-амӑшӗнчен ӑна тӑватӑ хутчен туртса илнӗ.
Раштав уйӑхӗнче ачана амӑшӗ кӳршисем патӗнче хӑварнӑ-мӗн. Хӑй темиҫе кунлӑха ҫухалнӑ, таврӑнма шантарнӑ. Анчах хӗрарӑма халӗ те никам та курман.
Халӗ ачана кукамӑшне пама документсем хатӗрлеҫҫӗ. Лешӗ Красноармейски районӗнче пурӑнать.
Чӑваш Енри мотоциклистсен пӗрлӗхӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча медицина центрӗнче йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансен пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Халӗ унта хӑтлӑ.
Пӗчӗкскерсем валли парнесемпе кирлӗ япаласем те илсе килнӗ. Унччен, юсаса ҫӗнетиччен, пӳлӗм тӗксӗм пулнӑ. Мотоциклистсем вара вӗсене мӗнпе те пулин савӑнтарасшӑн пулнӑ. Вӗсем пӳлӗмре юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн унта хаваслӑх хуҫаланнӑ.
Вӗсем каҫхине те, канмалли кунсенче те ӗҫленӗ. Пӗр уйӑха яхӑн тӑсӑлнӑ ку. Мотоциклистсемшӗн ку йывӑр пулман — ачасене пулӑшма яланах хавас вӗсем.
Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ертсе пыма тытӑнӗ. Галина Пуяндайкина ку должноҫре чылай ҫул ӗҫленӗ, халӗ вӑл унтан кайнӑ. Галина Алексеевна урӑх медицина учрежденине ӗҫе вырнаҫнӑ ӗнтӗ.
Пульницӑна кам ертсе пырасси паллӑ. Нарӑс уйӑхӗнче ку должноҫӗ 41 ҫулти Владимир Дубов йышӑнӗ. Хальлӗхе вӑл Шупашкар районӗн тӗп пульницин пуҫлӑхӗ.
Халӗ пульницӑна вӑхӑтлӑха Вера Алексеева ертсе пырать. Вӑл унччен Галина Пуяндайкинӑн ҫумӗ пулнӑ.
«Пурнӑҫшӑн» психологи енчен пулӑшу паракан центр усал шыҫӑпа аптӑракан ҫынсене тата вӗсен тӑванӗсене кӑҫал та пулӑшать. Вӗсем чирлисемпе тӗлпулу нумай ирттереҫҫӗ.
Пациентсен шкулне кӑрлач уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ун чухне икӗ мероприяти пулӗ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 13 сехетре «Химиотерапи вӑхӑтӗнчи апатлану уйрӑмлӑхӗсем» темӑпа Александ Иванов онколог калаҫӗ. Химиотерапи вӑхӑтӗнче кӑмӑл-туйӑм лайӑх пулмалли пирки Татьяна Владимирова ӑнлантарӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче 10 сехетре усал шыҫӑпа аптӑракан ҫынсен тӑванӗсем валли мероприяти йӗркелӗҫ. Тухтӑрсем ытти ыйтупа та тухса калаҫӗҫ. Юлашкинчен специалистсем пациентсен, тӑванӗсен ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ. Тӗлпулусем Республикӑри онкологи диспансерӗнче иртӗҫ.
Паян Шупашкарти вӗҫевҫӗ тата фотограф вилнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкара ҫӳле улӑхса ӳкерсе ҫӳренӗ. Интерфакс пӗлтернӗ тӑрӑх, мотопараплан кӑнтӑрла персе аннӑ. Унта ларса пынӑ Валерий Тимофеев пульницӑна ҫитиччен васкавлӑ пулӑшу машининче вилсе кайнӑ. Маларах асӑннӑ МИХ экстренлӑ служба пӗлтерни ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, «Мотопараплан Шупашкар ҫийӗн ирӗк илмесӗр вӗҫнӗ».
«МариМеди» информаци агентстви инкек 12 сехет те 20 минутра аэропортран инҫех мар пулнине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха курнисем каланӑ тӑрӑх, мотопараплан сывлӑша ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн темиҫе минутран, пӗр 70 метр ҫуллӗшӗнчен, ӳкнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкарти авиаклуб пайташӗ пулнӑ.
Инкеке РФ Следстви комитечӗн Атӑлҫи управленийӗн транспорт ҫинчи инкекпе ӗҫлекен специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |