Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пульницӑсем

Хулара

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗре Шупашкарти пепкелӗх центрӗнчен ача кӗтекен хӗрарӑм тухса тарнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑмӑн варти пепки — тӑватӑ уйӑхра. Пульница тухтӑрӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна кӗтеҫҫӗ.

Хӗрарӑм пӗрремӗш хутри чӳречене уҫнӑ та резин тапочкипех тухса кайнӑ. Ҫийӗнче халат пулнӑ. Вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патне тухса тарнӑ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑра ҫак хӗрарӑмпа питех лайӑх калаҫман. Вӑл сусӑр пулни пирки аса илтернӗ имӗш. Хӗрарӑм ҫакна чӑтаймасӑр тухса тарнӑ.

Паллах, пульницӑра никама та вӑйпа тытса тӑраймаҫҫӗ. Пепкелӗх центрӗн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑмсене унта лайӑх пӑхаҫҫӗ, кӳрентермеҫҫӗ.

Тухса тарнӑ хӗрарӑмӑн амӑшӗ Валентина вара суда ҫитесшӗн. Унӑн шухӑшӗпе, медицина ӗҫченӗсем этика нормисене пӑснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40044
 

Республикӑра

Тӑвай район администрацийӗ 27 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарассишӗн суда тавӑҫ ҫырнӑ. Вӑл икӗ ҫулти ачине воспитани памасть-мӗн.

Хӗрарӑм ачине йӗркеллӗ пӑхман. Пӗчӗкскер апат лайӑх ҫименнипе дистрофипе аптӑрама пуҫланӑ. Халӗ администраци амӑшӗн правинчен хӑтарса унран алимент шыраса илесшӗн.

Хӗрарӑм ачине пӑхмасӑр ҫапкаланса ҫӳренӗ, эрех ӗҫнӗ. Ку ача пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Хӗрарӑма хӑйне йӗркеллӗ тытманшӑн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси ларӑвне пӗрре мар чӗннӗ.

Палӑртмалла: 2015 ҫулта хӗрарӑм ачине пульницӑра пӗчченех хӑварнӑ, каҫхине ӳсӗр таврӑннӑ. Унтан ачине пульницӑран кӑларма ыйтса кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Ача дистрофипе аптӑранӑскер хӑйне япӑх туйни те ӑна татса чарман.

2015 ҫулта хӗрарӑма амӑшӗн правинчен чикӗленӗ, шӑпӑрлана ача ҫуртне янӑ. Амӑшӗ 1,5 ҫул ачипе пачах интересленмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39950
 

Сывлӑх

Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пульницӑсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче пациентсене тӑватӑ пульница йышӑнӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Республикӑри кардиологи диспансерӗ алӑкне уҫӗ. Унта мероприяти ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен иртӗ. Республикӑри наркологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ 8-14 сехетсенче пулӗ. Унта 9 сехетре реабилитаци центрӗнче «Прокурорпа – право сехечӗ» иртӗ.

Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин консультаци поликлиники те уҫӑ алӑксен кунӗ 8-13 сехетсенче ирттерӗ. Хулари 7-мӗш пульница уҫӑ алӑксен кунне 14 сехетчен йӗркелӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39967
 

Сывлӑх

Кӑҫал Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче инфекци пульници хута ярӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ корпусӑн проектне ҫирӗплетнӗ, укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫӗнӗ инфекци пульнцинче 56 пациент валли вырӑн пулӗ. Сӑмах май, паян Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче шӑпӑрлансем валли 140 вырӑнлӑ стационар ӗҫлет.

Иртнӗ ҫул инфекци стационарне пулӑшу ыйтса килекенсен йышӗ 16 процент ӳснӗ. Пациентсенчен ытларахӑшӗ унта ӑнсӑртран лекет. Чылайӑшӗ – пӗчӗк ача. Вӗсенчен 43,7 проценчӗ – ҫулталӑк тултарман ачасем.

 

Хулара

Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сакӑр уйӑхри ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Ачана унта иккӗмӗш хут илсе килнӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ ун патне пӗрре те килсе курман.

Амӑшӗ 18 ҫулта кӑна. Ачине вӑл килте пӗччен иккӗмӗш хут пӑрахса хӑварнӑ. Кӳршисем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полици чӗннӗ.

Тӑванӗсем ӳкӗтленине ҫамрӑк амӑшӗ хӑлхана чикмест. Ачи патне килме яланах шантарать, анчах сӑмсине те килсе кӑтартмасть. «Кам валли ҫуратнӑ-ши? Ачине выҫӑ лартни те пӗрре мар пулнӑ. Уншӑн вара пӗрех, арҫынсем кӑна пулччӑр», - тенӗ тӑванӗ «Про Город» хаҫата. Анчах вӗсем ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарасшӑн мар, тӳрленессе шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39688
 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, нарӑсӑн 1-мӗшӗнче, Мускавра хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Аварире Чӑваш Ен ҫынни, 60 ҫулти арҫын, чӗрӗ юлнӑ.

Варшава ҫулӗ ҫинче УАЗ тата «Тайота» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та УАЗ ҫине кӗрсе кайнӑ. УАЗ рулӗ умӗнче ларакан водитель руле пӑрма та ӗлкӗреймен.

Икӗ машина та ҫунма тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, УАЗ алӑкӗ питӗрӗнсе ларнӑ. Пассажирсем унтан тухма хӑтланнӑ, анчах уҫайман. Пулӑшма чарӑннӑ водительсем машина патне пырайман – ҫулӑм алхаснӑ.

Аварире тӳрех 8 ҫын вилнӗ. Тепри пульницӑра сывлама чарӑннӑ. Тӑватӑ ҫынна медицина пулӑшӑвӗ кӳнӗ. Чӑваш Енри арҫын нимӗн те астумасть, никама та палламасть. Тухтӑрсем ку вӑхӑтлӑха кӑна пуласса шанаҫҫӗ.

Иномарка водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/39649
 

Сывлӑх

Кӑҫал диспансеризаци пуҫланни пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. ЧР официаллӑ порталӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви диспансеризаци йӗркине улшӑнусем кӗртнине пӗлтернӗ.

Йышӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, пульницӑра тӗрӗсленмелли перечене ҫирӗплетнӗ. Малашне 21–48 ҫулсенчи ҫынсене ВИЧ-инфекци пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн маларах пӗлтерӗҫ.

Ҫавӑн пекех ВИЧ-инфекцие анонимлӑ майпа тӗрӗслемелли пульницӑсен адресӗсене парӗҫ. Кунсӑр пуҫне пульница ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхӑн 23 проценчӗн мар, 21 проценчӗн диспансеризаци витӗр тухмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39445
 

Сывлӑх

Кӑҫал Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнчи 22 пульницӑна тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 135 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Тепӗр 7,5 миллион тенкине Раҫҫей Президенчӗн резерв фондӗнчен илӗҫ.

Кӑҫал Вӑрнар районӗн тӗп пульницине, Сӗнтӗрвӑрри районӗн тӗп пульницин хӗрарӑмсен тата ача-пӑча консультацине юсӗҫ.

Кунсӑр пуҫне Республикӑри клиника пульницин ревматологи уйрӑмӗн, Хулари ача-пӑча пульницин Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш филиалне тата Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницин Гладков урамӗнчи ача-пӑча инфекци стационарне тӗпрен ҫӗнетӗҫ.

Халӗ Куславкка районӗн тӗп пульницинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче икӗ ҫулти ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Пульницӑра хӑй выртакан хутри хӗрарӑмсене вӑл «анне» тет.

Ку хыпара «Про Город» хаҫата Людмила Никифорова пӗлтернӗ. Ача пульницӑра пӗр уйӑх ытла выртать. Амӑшӗ ку таранччен пӗрре те килсе курман.

Ача пӗчченех выртать. Тӑванӗсем те килсе курӑнмаҫҫӗ. Ача типтерлӗ курӑнать. Медсестра каланӑ тӑрӑх, ача пӗрремӗш хут выртмасть унта. Ашшӗ-амӑшӗнчен ӑна тӑватӑ хутчен туртса илнӗ.

Раштав уйӑхӗнче ачана амӑшӗ кӳршисем патӗнче хӑварнӑ-мӗн. Хӑй темиҫе кунлӑха ҫухалнӑ, таврӑнма шантарнӑ. Анчах хӗрарӑма халӗ те никам та курман.

Халӗ ачана кукамӑшне пама документсем хатӗрлеҫҫӗ. Лешӗ Красноармейски районӗнче пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39361
 

Хулара

Чӑваш Енри мотоциклистсен пӗрлӗхӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча медицина центрӗнче йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансен пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Халӗ унта хӑтлӑ.

Пӗчӗкскерсем валли парнесемпе кирлӗ япаласем те илсе килнӗ. Унччен, юсаса ҫӗнетиччен, пӳлӗм тӗксӗм пулнӑ. Мотоциклистсем вара вӗсене мӗнпе те пулин савӑнтарасшӑн пулнӑ. Вӗсем пӳлӗмре юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн унта хаваслӑх хуҫаланнӑ.

Вӗсем каҫхине те, канмалли кунсенче те ӗҫленӗ. Пӗр уйӑха яхӑн тӑсӑлнӑ ку. Мотоциклистсемшӗн ку йывӑр пулман — ачасене пулӑшма яланах хавас вӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39332
 

Страницӑсем: 1 ... 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, [56], 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.10.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 18

1940
85
Панкратов Николай Иванович, Социалистла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Шупашкарта К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи