Шупашкарти Республика эндокринологи диспансерне Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпитальне куҫарасшӑн. Ку ыйтӑва юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускав районӗн администрацийӗнче иртекен итлевре пӑхса тухӗҫ.
Медучрежденисене реорганизацилесе эндокрин тытӑмӗн чирӗпе нушаланакан пациентсем валли консультативлӑ диагностика центрӗ тӑвасшӑн. Унта эндокринологсем, хирургсем пулӗҫ.
Тухтӑрсем ӗҫ вырӑнӗсӗр тӑрса юлмӗҫ. Оптимизаци пуҫлӑхсене ҫеҫ пырса тивӗ. Аса илтерер: унччен Шупашкарта Хулари 1-мӗш клиника пульницине тата Хулари 7-мӗш пульницӑна, Хулари 3-мӗш ача-пӑча пульницине тата Хулари 7-мӗш пульницӑна пӗрлештернӗ.
Реорганизацилесен ҫав ҫуртра ача пахчи уҫӑлма пултарӗ.
Вӑрнар районӗнче пӗр арҫынна упа ами тапӑннӑ. Кун пирки вӑл «Про Город» хаҫат редакцине каласа кӑтартнӑ. Суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче сунар йыттисене упа ҫинче тӗрӗсленӗ. Мероприятие «Росхотрыболовсоюзӑн» тӗрӗслев станцийӗнче ирттернӗ. Куракансенчен пӗри юраман вырӑна кӗрсе кайнӑ та ӑна упа ами тапӑннӑ.
Ун чухне Анатолий Чернов урӑ пулман. 68 ҫулти арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл темиҫе сантиметр ҫеҫ патнерех пынӑ, упа ами ӑна ҫӗре йӑвантарнӑ. Юрать, сунарҫӑсем йыттисене упа ҫинелле янӑ. Арҫын ҫапла ҫӑлӑнса юлнӑ.
Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ пульницӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн, Хулари клиника центрӗн тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗсем пациентсене йышӑнӗҫ.
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунне сӗт парӗсемпе тата ӳтпе ҫыхӑннӑ ыйтусене халаллӗҫ. Малтанах ҫырӑнас тесен электронлӑ регистратурӑна кӗмелле. Хӑвӑрпа пӗрле анализсен пӗтӗмлетӗвӗ, полис тат паспорт пулмалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вара терапевт, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ тата ансӑр специалист йышӑнӗ. 1-мӗш поликлиникӑра флюорографи тата маммографи пӳлӗмӗсем ӗҫлӗҫ.
Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнине, вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Унчченхи хыпарта автор пӗр ачана ҫеҫ урӑх пульницӑна илсе кайнине хыпарланӑччӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав урӑхларах хыпарланӑ. Инфекци уйрӑмӗнчи 32 ачана амбулатори килте сипленме янӑ, 64 ачана Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш пульницине вырттарнӑ, 18 пӗчӗк пациента Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ, 12 ачана — Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑн инфекци уйрӑмне.
Хӑш ача ӑста лекнине пӗлес текенсем валли министерство талӑкӗпех ӗҫлекен хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ – 8 /8352/ 26-15-15.
Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнӗ. Вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканӑ. Чӑн та, путвалта мӑкӑрланнӑ. Анчах хыпса ҫунман.
Пульницӑра сипленекен 126 ачана, пӗчӗккисемпе пӗрле выртакан 97 амӑшне тата шурӑ халатлисене, пурӗ 66 ҫынна, пульницӑран урама кӑларса тӑратнӑ. Чирлӗ ачасенчен пӗри йывӑр аптӑранине кура ӑна урӑх пульницӑна ӑсатнӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем тӗтӗмленекен вырӑна часах сӳнтернӗ. Яваплӑ службӑсем инкек сӑлтавне татса калама хальлӗхе тӑхтаҫҫӗ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек путвалти пӑралуксем пӗрлешнипе тухма пултарнӑ.
Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку икӗ ача-пӑча пульницине пырса тивет.
Кун пирки авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, унӑн ҫумӗ Алексей Кизилов тата ытти тӳре-шара калаҫнӑ. Вӗсем Хулари 1-мӗш ача-пӑча пульници ҫумне ҫирӗплетнӗ пульницӑсенче халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑве кӳрес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Хулара ачасем валли лайӑх клиника пульници тӑвасшӑн. Унччен вӗсем кашни уйрӑм ӗҫленӗ. Халӗ вӗсене пӗрлештересшӗн. Ку поликлиникӑсем хупӑнассине пӗлтермест. Кашни хӑйӗн вырӑнӗнче юлӗ.
Пульницӑсене ансӑр специалистсем тата педиатрсем ҫитменрен пӗрлештереҫҫӗ.
Эмелсене ачасенчен пытарма хушаҫҫӗ те… Анчах хӑшӗ-пӗри кун пирки манать пулмалла. Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнче чутах инкек пулман.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 16 сехетре Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьери 2 ҫулти ача сивӗтмӗш алӑкне хӑй тӗллӗн уҫнӑ та «Анаприлин» ятлӑ эмеле туртса кӑларнӑ. Пӗчӗкскер пӗр упаковкине ӗҫсе янӑ. Ку эмел – чӗре чирӗсемпе нушланакансем валли.
Юрать, ашшӗ-амӑшӗ ача мӗн хӑтланнине вӑхӑтра асӑрханӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана районти тӗп пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна тухтӑр тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
Полицейскисем тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ: эмелсене ачасем ҫитмен вырӑнта упрамалла.
«Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх марафонӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта ҫамрӑк артист юрлӗ. Пирӗн пата «Голос. Дети» проект ҫӗнтерӳҫи Данил Плужников килӗ. Вӑл юрланине пульницӑсенче сипленекен ачасем курайӗҫ.
Данил Шупашкарта икӗ хутчен сцена ҫине тухӗ. Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 11 сехетре вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин акт залӗнче юрлӗ. Концертра Раҫҫейри, тӗнчери конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ Ульяна Самохина, Олеся Захарова, Дима Белков, Дуняша Стайл фолк-ушкӑн, «Артикль» вокал та сцена ҫине тухӗҫ. Унта сипленекен ачасене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Ҫав кунах Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче 18 сехетре концерт пулӗ. Унта та тӗрлӗ конкурс лауреачӗсем хӑйсен юррисемпе савӑнтарӗҫ. Унта вара 350 тенкӗ тӳлесен ҫеҫ кӗртеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 18 сехет тӗлне Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫемьере чутах инкек пулман. 1 ҫул та 9 уйӑхри ача килӗнче уксус тупнӑ. Хайхискер ӑна уҫнӑ та хӑйӗн ҫине тӑкса янӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскере районти тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Полици ӗҫченӗсем аслисене асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ. Килте уксус йышши япаласене ачасем ҫитеймен вырӑнта упрама чӗнсе калаҫҫӗ. Унсӑрӑн инкек пуласси те инҫех мар.
Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |