Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пӗрлехи суйлав кунӗ пулӗ. Ун чух эпир тӑван республикӑмӑр Элтеперне палӑртӑпӑр тата хӑш-пӗр тӑрӑхра депутатсене суйлӗҫ. Суйлав вӑхӑтӗнче видеосӑнавпа усӑ курмӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва хысна укҫи-тенкине перекетлес тӗллевпе тунӑ-мӗн. Кун пирки республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков REGNUM информаци агентствине пӗлтернӗ.
Суйлав ирттернӗ чух видеосӑнавпа усӑ курсан 1 пин камера вырнаҫтарма тата видеосӑнава йӗркелеме тӑкак 25–30 миллион тенке кайса ларать иккен. Ку вӑл суйлав бюджечӗн ҫуррипе танлашать. Пӗтӗмпе суйлав валли 55 миллион тенке яхӑн тухса кайӗ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 80 проценчӗ, 1165 участокри комисси пайташӗсене тӳлеме кайӗ. Кашни комиссире вӑтамран 7-шар ҫын ларать.
Видеосӑнавпа хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑра усӑ курнӑччӗ. Хальхи вӑхӑтри ҫав технологие 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Раҫҫей Президентне суйланӑ чух хута янӑччӗ. Суйлав епле иртнине ун чух онлайн-меслетпе те кӑтартнӑччӗ, вӑл ҫырӑнса та юлнӑччӗ.