Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче пухусем ирттерес йӗркене ҫирӗплетекен саккуна пӑхса тухма кӗртнӗ тет. Ун тӑрӑх халӑха йышлӑ пуҫтарса митинг-пуху таврашне ирттерес тесен пурӑнмалли ҫуртсенчен, патшалӑх учрежденийӗсенчен, ҫулсемпе тротуарсенчен, вокзалсенчен, суту-илӳ ҫурчӗсенчен, пасарсенчен тата ытти тӗрлӗ енлӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑнсенчен 50 метр аяккарах лаптӑк шырамалла иккен. Паллах, кунашкал вырӑна тупас тесен республикӑн тӗп хулинче ҫутӑ ҫутса та тупаяс ҫук. Ирӗксӗрех вӑрмана кайма тивет-ши? Ҫӗнӗ патшалӑх хутне 54-ФЗ номерлӗ федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ пулас.
Патшалӑх Канашӗн профиллӗ комитечӗ ку ҫӗнӗлӗхе ыран, аванӑн 18-мӗшӗнче пӑхса тухмалла тет. Официаллӑ сайтсенче вара саккун тексчӗ халӗ те ҫук имӗш. Кӑсӑкланакансем ӑна «Щит и меч» право йӗркине сыхлакан организаци ертӳҫин блогӗнче тупайраҫҫӗ.
«Извести» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей правительстви ятарлӑ хут хатӗрленӗ иккен, вӑрттӑн япала тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ун тӑрӑх халӑхсен хушшинчи хутшӑнӑва ҫирӗплетес тата хирӗҫӳлӗхе пӗчӗклетес тӗллевпе федераллӑ телеканалсенче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен культурине ҫутатакан фильмсене кӑтартма хушасшӑн.
Унсӑр пуҫне «ТВ-Центр» тата «Мир» каналсемпе тӳрӗ эфирта Сабантуя (ҫав шутра чӑвашсен Акатуйне те), Курбан-байрама, Мэрцишора, Навруза тата ытти уявсене кӑтартмалла иккен. Христиансен уявӗсем валли те эфирта вӑхӑта ытларах уйӑрмалла иккен. «Извести» ҫырнӑ тӑрӑх правительство хутӗнче еврейсемпе буддистсен уявӗсем валли темшӗн вырӑн тупӑнман.
Ҫавӑн пекех ӑс-тӑн вӑййисенче те халӑхсен культурипе паллаштаракан ыйтусен йышӗ ӳсмелле. «Своя игра» (чӑв. «Хамӑн вӑйӑ») продюссерӗ Сергей Пехлецкий пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен патне кунашкал хушусем ҫитмен-ха, ҫапах та ку вӑйӑра тӗрлӗ халӑхсен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем унччен те сахал мар пулнӑран пысӑк улшӑнусене кӗтменни пирки вӑл каласа панӑ.
Мӗнех, Акатуя та пулин федераллӑ каналсемпе кӑтартсан пирӗн халӑх пирки Раҫҫей ҫыннисем ытларах пӗлӗҫ.
Кӗҫнерникун, авӑнӑн 13-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта Шупашкар хула администрацийен пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа калаҫма пулать. «Тӳрӗ эфир» телефонӗ: 23-50-06.
Ладыков Алексей Олегович — 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет. Экономика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ, 35 ҫулта. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухнӑ.
2000–2002 ҫулсенче «Протект» ТМЯО директорӗн ҫумӗ пулнӑ, 2002–2011 ҫулсенче — «Инкрит» ТМЯО директорӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗ, партин Шупашкар хулинчи политика канашӗн пайташӗ. Шупашкар хулин 4-мӗш тата 5-мӗш пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ.
СК ӗҫченӗ Владимир Маркин пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Надежда Осиповӑна судпа айӑплӗҫ — хӑйӗн вырӑнне усӑ курса вӑл 240 миллион укҫа ытлашши тӑкакланӑ имӗш. Унпа пӗрле ҫак ӗҫпе министерствӑн медицинӑпа социаллӑ пулӑшӑвӑн аталану управленийӗн пурлӑхпа тивӗҫтерекен пай начальникне Наталья Полетаевӑна та суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Йӗрлевҫӗсем тӗпченӗ тӑрӑх Надежда Натальйӑпа пӗрле ку ӗҫе тунӑ иккен.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх 2008-2009 ҫулсенче Полетаева сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем валли томографсем туянма хутсем хатӗрленӗ, Осипова вара пысӑк йӑнӑшсем пуррине кура куҫа хупса тавара кӳрекен организацисемпе килӗшӳсем тунӑ. Наталья Полетаева хатӗрленӗ хутсемпе чӑрмавсем пуртан конкурссене чылай организаци хутшӑнма пултарайман — ҫапла май томографсене хаклӑ хакпа туянма май килнӗ.
Надежда Осиповӑпа Наталья Полетаевӑна СК хӑйсен вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑплӗҫ, вӑл статьяпа 7 ҫул колони кӗтме пултарать. Паллах, Надежда та, Наталья та, хӑйсен апӑпне йышӑнмаҫҫӗ — пур ӗҫе саккунпа килӗшӳллӗн тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне СК томографсене кӳрекен организацисене те айӑплать — вӗсем хӑш-пӗр ӗҫе лицензисӗр пурнӑҫланӑ иккен.
Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтӗперӗ Михаил Игнатьев Хушу пусса Сергей Владимирович Мельникова Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗ вырӑнне лартрӗ.
Сергей Владимирович 2008 ҫулхи аван уйӑхӗнчен министерствӑра ӗҫлет — малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кайран — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗн ӗҫне туса пырсаччӗ.
Министрествӑна лекиччен Сергей Мельников Ҫӗмӗрлери ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӑй хунӑччӗ — вӑй-хал культурине вӗрентнӗ, тренер-преподаватель пулнӑ, директор ҫумӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ. Хушӑва алӑ пуснӑ май Михаил Игнатьев Сергей Владимировичӑн малтанхи ӗҫ вырӑнӗ пирки те сӑмах каларӗ — республикӑн спорт политикинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗсене аталантарасси малта пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Сергей Мельников ку ӗҫпе ӗслени ҫак тӗллеве ҫӑмӑлрах пулнӑҫлама пулӑшӗ тесе палӑртрӗ Элтепӗр.
Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Нацисен хушшинчи хутшӑнусен енӗпе ӗҫлекен канаш ҫинчен» Хушӑва алӑ пуснӑ. Асӑннӑ канашӑн председателӗ В.Путин, унӑн ҫумӗсем — Президент администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин тата РФ вице-премьерӗ Дмитрий Козак. Канашӑн яваплӑ секретарӗ — РФ Президенчӗн Шалти политика енӗпе управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Павел Зенькович.
Ҫавӑн пекех канашӑн йышӗнче Тутарсен федераллӑ наципе культура автономийӗн ертӳҫи Ильдар Гильмутдинов та пур.
Якути патшалӑх пухӑвӗн депутачӗсем хӑйсен Президентне Ил дархан ятпа улӑштарма сӗннӗ. Чӑвашла куҫарсан, тӑрӑх ертӳҫи пулать. Якутлипе пӗрле вырӑсли те пулӗ — Глава.
Республика пуҫлӑхӗн ячӗ икӗ чӗлхеллӗ пулни икӗ халӑха — якутсемпе вырӑссене — туслӑрах пурӑнма май парӗ тесе шутлаҫҫӗ депутатсем. Каласа хӑварас пулать, сӗнӳсем хушшинче ытти вариантсем те пулнӑ: дархан (чӑв. «ертӳҫӗ»), аан дархан («аслӑ ертӳҫӗ»), багылык («кӑлава», «пуҫлӑх»). Вӗсене пӑрахӑҫласа «ил дархан» суйласа илнӗ.
Ку ятсене кӗртме республика Конституцине улшӑнусем кӗртме тивӗ. Ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра пӑхса тухма палӑртнӑ — ҫӗртмен 8-мӗшӗнче.
Чӑн та республикӑн ертӳҫи ячӗ тӗп халӑх чӗлхипе те пулсан епле килӗшӳллӗ пулӗччӗ. Сӑмахран, вырӑсла «Глава» ҫумне чӑвашла ята та хушсан.
Паян Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ Министрсен Кабинечӗ йӗркеленчӗ. Правительствӑна унчченхи президент Дмитрий Медведев ертсе пырӗ.
Малтанхи министрсенчен ҫурри тенӗ пек хӑйсен вырӑнӗсене упраса хӑварчӗҫ — хӑшӗ-пӗри валли ҫеҫ ҫӗнӗ правительствӑра вырӑн тупӑнман. Сӑмахран, энергетика ыйтӑвӗсемпе малашне Александр Новак ӗҫлӗ. Минздравсоцразвити министерствине икке пайланӑ хыҫҫӑн — малашне Ӗҫ министерствипе Сывлӑх сыхлав министерстви пулӗҫ — Татьяна Голикова валли вырӑн тупӑнман. Сывлӑх ыйтӑвӗсемпе Вероника Скворцова ӗҫлӗ, Ӗҫ министерствине Максим Топлин ертсе пырӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министерствине вара малашне Николай Фёдоров ертсе пырӗ — пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӑл унччен нумай ҫул хушши пирӗн республика президенчӗн ӗҫне туса пычӗ. Малашне вара пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑхӗшӗн яваплӑ пулӗ.
Ӗнер, пушӑн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑхӗ Президента суйларӗ. Сӑнавҫӑсем ултавсене нумай палӑртнӑ пулин те тӗп суйлав комиссийӗ сасӑлав пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр иртнӗ тесе шутлать. Протоколсен 99% шута илнӗ хыҫҫӑн кандидатсем ҫакӑн чухлӗ процент пухни паллӑ пулчӗ: Путин — 63,82; Зюганов — 17,18; Прохоров — 7,77; Жириновский — 6,23; Миронов — 3,82.
Чӑваш Енри халӑх та, пирӗн тӑрӑхри тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ытларах Владимир Владимирович Путина кӑмӑлланӑ пулать — 62, 32%. Ытти кандидатсем ҫакнашкал пухнӑ: Геннадий Зюганов — 20,58% (элӗксем, каҫалсем, Ҫӗмӗрле хулин ҫыннисем ӑна хӑйсен сассине 24-26% таран панӑ); Владимир Жириновский — 5,65% (уйрӑлса тӑракан район-хула ҫук, вӑтамран 4-6%); Михаил Прохоров — 5,52% (ытларах хула ҫыннисем сасӑланӑ пулас, Шупашкар хулин Мускав районӗнчи хисеп 10% яхӑн); Сергей Миронов — 4,44% (пур район-хулара та вӑтам, Ҫӗнӗ Шупашкар хули уйрӑлса тӑрать — 6,49%). Путиншӑн хуласенче сахалтарах сасӑланӑ — Шупашкарта та, Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Ҫӗмӗрлере те хисепӗ вӑтамран 55-57%.
Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗччен вӑхӑт пӗр уйӑхран та сахалрах юлчӗ. Ӑна ирттернӗ чухне кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем те сахал мар. Вӗсем ҫинчен журналистсене Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков пресс-конференцире каласа пачӗ.
Кӑҫал пӗрремӗш хут патшалӑх ертӳҫине 6 ҫуллӑха суйлатпӑр. Сасӑлав уҫӑмлӑхӗпе те ытти чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ вӑл. Суйлав участокӗсенче видеосӑнав хатӗрӗсем выранаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа пушӑн 4-мӗшӗнче сасӑлав мӗнле пынине тӳрремӗнех тӗнче тетелӗнче пӑхма май килӗ. 17 ҫӗрте кӑна (вӗсем больницӑсемпе следствии изоляторӗсем) камерӑсем пулмӗҫ. Халӗ сӑнав хатӗрӗсене вырнаҫтарма пуҫланӑ. Сасӑлава уҫамлӑрах тӑвакан тепӗр меслет вӑл — витӗр курӑнакан урнасем. Вӗсене Шупашкарти пур участока та лартӗҫ. Суйлав бюллетенӗсене шутлакан комплекссене хальхинче Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи 7 участокра вырнаҫтарӗҫ.
Пушӑн 4-мӗшӗнче мӗнле те пулин сӑлтава пула хӑвӑрӑн участока пыраймасан урӑх ҫӗрте сасӑлама юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |