Кӑҫалхи кӗркунне РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртмелле. Унччен вара Раҫҫейри чи пысӑк партисенчен пӗри, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав ирттерет. Ӑна ют чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахпа каласан, праймериз тени пулать. Праймериза хутшӑнакансем те хастаррине палӑртмалла. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗн Николай Маловӑн, акӑ, хӑйӗнпе пӗр пек хушаматлӑ виҫӗ кандидатпа кӗрешме тивӗ. Етӗрнери 9-мӗш суйлав округӗнче праймериза тата тепӗр виҫӗ Малов хутшӑнма шут тытнӑ иккен. Вӗсен хушшинче ӗҫсӗр ҫын та, усламҫӑ та, ҫар оркестрӗн дирижерӗ те пур.
Маларах эпир «Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) общество юхӑмӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисем тата шкулсенче политика сӗмӗллӗ реклама пуррине асӑрханине, ҫавӑн пирки Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратурӑна пӗлтернине хыпарланӑччӗ.
Коммунистсен партийӗнчен тухнӑ Дмитрий Евсеев хӑйне валли урӑх вырӑн куҫ хывнӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗнчен нарӑс уйӑхӗнче тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Маларах Дмитрий Евсеев чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне куҫас шухӑшли паллӑ.
Депутат пуканӗ вакантлӑ пулса тӑни Алексей Лапин депутата судпа айӑпласа 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннипе ҫыхӑннӑ. Ӑна улталанӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.
Дмитрий Евсеев муниципалитетӑн суйлав комиссине те лекесшӗн.
Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗн кунӗ кӑҫал Мӑнкунпа пӗр килчӗ. Ҫав ятпа православи чиркӗвӗсем яланхиллех кӗлӗ йӗркелерӗҫ. Шупашкарти Пукрав-Татиана чиркӗвне те Турра ӗненекенсем ҫӗрлехи кӗлле пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче, сӑмах май каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа хутшӑннӑ. Кӗлле Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, вӑл «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи те, ҫитнӗ. Пушӑ алӑпа та мар. Сергий Пушков протоирейпе Иерусалимран Сипетлӗ ҫулӑм илсе килнӗ. Ун патне Анатолий Аксаков Андрей Первозданный фончӗпе пӗрле тухса кайнӑ. Йышра 100-е яхӑн ҫын пулнӑ. Сипетлӗ ҫулӑм патне А. Аксаков ытти ҫул та ҫӳренӗ иккен.
Патӑрьел районӗнчи Алманчӑкра пурӑнакансем малтан урам тӑрӑх утнӑ, кайран Мӑнкун сӗтелӗ хушшине ларнӑ. Кун пирки асӑннӑ ял тӑрӑх администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ.
Алманчӑксем ӗнер Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе ял тӑрӑх утса тухас тенӗ. Ҫакӑнта вырӑнти шкул ачисене явӑҫтарнӑ. Аллисене шар, ялав тытнӑскерсем малтан митинга хутшӑннӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Георгий Фомин тата "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пуҫламӑш организацийӗн секретарӗ Сергей Никитин хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне республикӑра тата районсенче те уявланӑ. Кӑҫал ҫак кун Мӑнкунпа, вӑл православи тӗнӗн чи ҫутӑ та аслӑ уявӗ шутланать, пӗр килчӗ. Уяв ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та республикӑра пурӑнакансене саламланӑ, "...тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫуралнӑ ҫӗр тата ҫӗршывӑмӑр ячӗпе ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп", - тенӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре деклараци кампанийӗ пынине эпир пӗлтернӗччӗ. Налукҫӑсем ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тарӑхри 15 ҫын декларацире 10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнине палӑртнӑ. 987 ҫыннӑн вара тупӑшӗ 1-10 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Халӗ тата ҫӗнӗ хыпар пӗлтерер. Пуянсем хушшинче республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те пур. Тупӑш самай илнисем - "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пайташӗсем, пӗчӗк тупӑшлисем - коммунистсем.
Пӗлтӗр пуринчен ытла ӗҫлесе илни - парламентӑн вице-спикерӗ Олег Мешков. Иртнӗ ҫул унӑн тупӑшӗ 22,2 миллион тенкӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн арӑмӗн - 11 миллион. Укҫа-тенкӗсӗр пусне Олег Мешковӑн ҫӗр лаптӑкӗ самай, урапасем нумай, ытти пурлӑх та пур. "Акконд" кондитер хапрӑкӗн директорӗ Валерий Иванов та юрлӑ пурӑнмасть. Унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ – 14,7 миллион тенкӗ. "Элара" савут гендиректорӗ Андрей Углов 13,5 миллион, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Елена Бадаева 11,9 миллион ӗҫлесе илнӗ. Юрий Попов спикер тупӑшӗ – 2,6 миллион тенкӗ, Николай Малов вице-спикерӑн, "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин регионти секретарӗн Николай Маловӑн – 2,2 миллион тенкӗ.
«Парнас» партин регионти канашӗн пайташӗ Дмитрий Семенов Этем правине хӳтӗлекен Европӑри суда ҫитнӗ. Ҫамрӑка Дамира Гайнутдинова юрист хӳтӗлет.
Каччӑна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче РФ Пуҫиле кодексӗпе айӑпланӑччӗ, ун пирки суд экстремизмла ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама чӗннӗ тесе йышӑннӑччӗ. Аса илтеретпӗр, каччӑ тӗнче тетелӗсенчен пӗринче Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев евӗр сӑнлӑ демотиватора перепост туса сарнӑ тесе калаҫрӗҫ.
Дмитрий Семенова суд 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ, анчах вӑл амнистие лекнӗ. Каччӑ ваккачӗ ӳкерчӗк авторӗ «Парнас» хастарӗ мар тени те ӑна хӳтӗлесе хӑварма май паман.
Европӑри суд заявление регистрациличчен 1 уйӑхран пуҫласа 3 уйӑх таран кӗтме тивӗ. Суд ҫӑхава йышӑнмасан та пултарать.
Тепӗр виҫӗ кунтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Владимир Милов экономистпа курнӑҫу йӗркелеме палӑртнӑ.
Владимир Милов — «Парнас» парти никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ демократи коалицин ертӳҫисенчен пӗри. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗн ҫумӗ тата Энергетика политикин институчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти «Ибис Центр Шупашкар» хӑна ҫурчӗн «Атӑл» конференц-залӗнче 18 сехетре пуҫланмалла. Тӗлпулура Раҫҫей Федерацийӗнчи политика тата экономика хальхи лару-тӑрӑвне, «Парнасӑн» ҫитес суйлавпа ҫыхӑннӑ планӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта Чӑваш Енри ҫивӗч ыйтусене те хускатасшӑн. Тӗлпулӑва тӳлевсӗр кӗртессине, пурне те хапӑл пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Милов малтанласа пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче килмелле пулнӑ, анчах ун чух экономистӑн килме май килменрен курнӑҫӑва куҫарнӑ.
Суйлав ҫывхарнӑ май политиксен хушшинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Пӗр парти пайташӗсем те пӗр-пӗринпе тем пайлама тытӑнаҫҫӗ хӑш чух.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пуху ирттернӗ чух коммунистсем йӗрке хуралҫисене чӗннине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, отчетпа суйлав конференцин кунне коммунистсем малтанах палӑртса хунӑ-мӗн. Анчах патне ҫитеспе парти рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов ӑна урӑх вӑхӑта куҫарма ыйтнӑ пулать. Делегатсем Шурчановӑн тата Зюгановӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Анчах хулари комитетӑн пӗрремӗш секретарӗ Адольф Федоров хайхисене саланма ыйтнӑ. Лешсем ҫакна ӑша хывманнине кура Адольф Федоров полици чӗннӗ.
Ӗнер вара Валентин Шурчановпа пӗр чӗлхе тупайман коммунистсем унӑн карикатурисене сарма тытӑннӑ. Тӑрӑхласа ӳкернисем партин аслӑ ертӳҫисем патне ҫитессе, унта вара тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ тӑвасса шанаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта суту-илӳ точкисене "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти пайташӗсем тӗрӗслеме тытӑннӑ. Паян вӗсем "Шупашкар" пасарта пулнӑ.
Парти символикиллӗ куртка тӑхӑнни кӑна тӗрӗслев ирттерме ирӗк памасть-ха. Вӗсемпе пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн потребитель пасарне тата усламҫӑлӑха аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин, Россельхознадзорӑн ӗҫченӗсем тухнӑ.
"Халӑх тӗрӗслевӗ" тесе ят панӑ рейд вӑхӑтӗнче апат-ҫимӗҫ сутакансем йӗркене пӑснипе пӑсманнине хакланӑ. Тӑпӑрчӑ, услам ҫу, сысна пуҫӗнчен хатӗрленӗ какай туянса пӑхнӑ вӗсем. Илнӗ партине Россельхознадзорӑн лабораторине янӑ. Апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ кирлӗ шайра пулмасан ӑна сутакансен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мера йышӑнса вӗсене явап тыттарасси пирки систереҫҫӗ.
Суйлав ҫывхарнӑ май политиксен хушшинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухкалани вӑрттӑнлӑх мар-ха. Анчах тепӗр чух пӗр парти пайташӗсем те пӗр-пӗринпе тем пайлайми (мӗн пайлайманнине, пӗр енчен, тӗшмӗртме йывӑрах мар-ха) пулса каяҫҫӗ.
Ӗнер, акӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пуху ирттернӗ чух коммунистсем йӗрке хуралҫисене чӗннӗ-мӗн.
Отчетпа суйлав конференцине ирттерме коммунистсем малтанах палӑртса хунӑ-мӗн. Анчах патне ҫитеспе парти рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов ӑна урӑх вӑхӑта куҫарма ыйтнӑ. Делегатсем Шурчановӑн тата Зюгановӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Анчах асӑннӑ хулари комитетӑн пӗрремӗш секретарӗ Адольф Федоров делегатсене саланма ыйтнӑ. Лешсем ҫакна ӑша хывманнине кура Адольф Федоров полици чӗннӗ. Ҫапла тума ӑна унӑн пуҫлӑхӗ хушнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |