РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем ларура ларасшӑн мар. Ҫакна хыпарланӑ май «РБК» информаци агентстви час-час сиктерекенсем хушшинче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем нумайраххине асӑрханӑ. Ларӑва ҫӳреме кӑмӑлламаннисем хушшинче депутат-ҫӑлтӑрсемпе пуян усламҫӑсем палӑраҫҫӗ.
Юлашки виҫӗ уйӑхра депутатсенчен кам епле тытнине сӑнанӑ та, маларах асӑннӑ парти пайташӗсенчен 30-а яхӑн ҫын пленарлӑ ларусене ҫурринчен пуҫласа чӗрӗк пайӗ таран сиктернӗ. Ларӑва «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем те кӑмӑлласах каймаҫҫӗ темелле-ши — сиктерессипе вӗсем иккӗмӗш вырӑнта. Коммунистсемпе либерал-демократсем вӑл енчен лайӑххисен шутӗнче — ку партисен пайташӗсем хӑйсен тивӗҫне манмаҫҫӗ.
Ҫапах та экспертсенчен хӑшӗсем партисем тӑрӑх уйӑрнипе килӗшесшӗнех мар. Вӗсен шучӗпе, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсен шучӗ нумай, ларӑва сиктерекенсенчен нумайӑшӗ ҫавна май вӗсем пек пулса тухаҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ пиллӗкмӗш сессийӗ иртрӗ. Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр арҫын плакатпа кӗтсе тӑнӑ. Ҫул кӑтартас тӗллевпе мар. Арҫын: «Хочу быть уполномоченным по правам родственников Игнатьева» (чӑв. Игнатьев тӑванӗсен прави енӗпе уполномоченнӑй пулас килет)», — тесе ҫырнӑ хутпа саркаланнӑ.
Александр Белов журналист хыпарланӑ тӑрӑх, полицейскисем акци тӗллевӗпе кӑсӑкланнӑ. Юрий Сидоров ятлӑ оппозиционер влаҫа тӑвансем йышӑннине хирӗҫҫине депутатсене кӑтартас шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Маларах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Игорь Молякова яваплӑ должноҫе педагогикӑри опытсӑр ҫынна, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Елена Сапаркинана, сӗнни тӗлӗнтернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн ертӳҫине вӑхӑт ҫитичченех суйлас пулсан «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Олег Николаевӑн (вӑл та «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ) кандидатурине тӑратма хатӗр. Ҫакна партин лидерӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков палӑртнӑ. Шухӑша вӑл партин регионти уйрӑмӗн канашӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Республика ертӳҫине суйлав вӑхӑчӗ ҫитичченех палӑртас пулсан регион ертӳҫин посчӗ валли Олег Николаев тӗп кандидат тенӗ Аксаков.
Кӗтмен хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Александр Белов журналист паян ирпе хыпарланӑ. Парти штабӗнче журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта кадр ылмашӗвӗсем пулса иртнине ларура сӑмах май кӑна асӑнса хӑварнӑ. Чӑваш Ен те Ҫӗр планета ҫинчех вырнаҫнӑ, апла кунта та тем пуласси пур.
«Парнас» парти хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене халӑха суйлаттарасшӑн. Ку ыйтупа вӑл референдум ирттерме сӗннӗ. Ҫак сӗнӳпе парти Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ҫырупа тухнӑ.
Алексей Глухов юрист «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, «парнасҫӑсем» ларӑва пыман, вӗсем вырӑнне Тӗп суйлав комиссийӗн татса паракан сасӑллӑ пайташӗ Игорь Михайлов тухса калаҫнӑ.
Лару «Парнас» сӗнӗвне пӑхса тухса пуҫару ушкӑнне регистрацилеме хирӗҫленӗ. Ҫакна вӗсем партин регионти уйрӑмӗн канашӗн сӗнӳпе тухма ирӗк ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Республикӑн Теп суйлав комиссийӗнче татса паракан сасӑллӑ пайташсем — 12 ҫын. Вӗсенчен улттӑшне республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртнӑ, тепӗр улттӑшне — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӑл ҫынсене пуҫласа йышӑннӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин йышӑну пӳлӗмне депутат патне «паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата общество деятелӗ Михаил Юхма» пынине пӗлтернӗ. Алена Аршиновӑна ҫыравҫӑ хӑйӗн ӗҫӗсенчен пӗрне парнеленӗ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл кӗнеке — Чӑваш Республики Раҫҫее кӗни ҫинчен. Халӗ ҫыравҫӑ республикӑри шкулсем валли чӑваш чӗлхин пособине хатӗрлессипе ӗҫлет-мӗн.
Маларах Юхма Мишши Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑччӗ. Наци музейӗнчи курнӑҫура ҫыравҫӑ хӑйӗн «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑччӗ, пӗрремӗш президента Иван Яковлевӑн премине панӑччӗ.
Депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе прокуратура килӗшмен. Ҫавна пулах вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ячӗпе асӑрхаттарса хут ҫырнӑ.
Аса илтеретпӗр, иртнӗ уйӑхӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессире депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташне Александр Федотова шанчӗҫ. Григорий Данилов коммуниста социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче ҫапла йышӑннине республика прокуратури Сергей Семенов правине пӑсни тесе йышӑннӑ. Асӑрхаттару хутӗнче кӑлтӑка пӗр уйӑхра пӗтермеллине, айӑплисене явап тыттармаллине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересшӗн. Ку шухӑш патне оппозици шутланакан парти пайташӗсем Александр Андреев коммунист тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫитнӗ.
«Куратӑр-и, ҫӑмӑллӑха мӗнпур енпе касса пыраҫҫӗ. Ӗҫ ветеранӗсен, нумай ачаллисен, ахаль тӳре-шаран перекетлӗ пурӑнма тивет. Пысӑк ертӳҫӗсен те ку утӑмпа каймалла тесе шухӑшлатӑп», — тесе каланӑ Александр Андреев «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова.
Унтан вӑл Моляковпа пӗр шухӑшлӑн республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересси ҫинчени саккун проекчӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ. Ырӑ тӗслӗх вырӑнне Коми Республикине илсе кӑтартнӑ май: «Гапликов пӗчченех чиперех ӗлкӗрсе пырать», — тенӗ. Капла туни тӑкаксене чакарма пулӑшмалла.
Нумаях пулмасть «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин Вӑрнар районӗнчи пайташӗсем отчетпа суйлав пухӑвне пуҫтарӑннӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ултӑ ыйтусен хушшинче партин вырӑнти уйрӑмӗн 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе 2016 ҫулхи раштав ҫурричченхи ӗҫне тишкересси тата политканашӑн ҫыруҫине суйласси пулнӑ. Докладпа партин вырӑнти уйрӑмӗн ҫыруҫин ҫумӗ Вячеслав Горбунов тухса калаҫнӑ.
Вячеслав Анатольевича парти пайташӗсем вырӑнти канашӑн ҫыруҫине суйланӑ. Вячеслав Горбунов, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ял хуҫалӑхӗпе экологи пайне ертсе пырать. Муниципалитет службинче 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак тытӑма куҫиччен ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшнӑ: вӑл тӗрлӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӗп инженерта чылай ҫул вӑй хунӑ.
Иртнӗ эрнере федераци шайӗнчи МИХсенче РФ Президенчӗн Администрацийӗ кӗпӗрнаттӑрсене ылмаштармалли регионсен списокне хатӗрлет текен хыпар сарӑлнӑччӗ. Ун пирки REGNUM информаци агентстви те ҫырнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере МИХсене калаҫтарнӑ темӑсене тишкернӗ май REGNUMӑн Чӑваш Енри журналисчӗ спикерсем «типпӗн комментарисем» панине асӑрханӑ.
РФ Патшалӑх Думин хысна енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри ертӳҫи Валентин Шурчанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫисем хальхи вӑхӑтри ҫивӗч социаллӑ-экономика ыйтӑвӗсене татса парас вырӑнне «сӗмсӗррӗн администрацилессипе» ытларах ӗҫлеҫҫӗ те «влаҫра нумаях тытӑнса тӑраймӗҫ». Унтан вӑл вӗсем патне виҫӗ кун шӑнкӑравласан та лешсем телефона тытманнине пӗлтернӗ. «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин экономика политикин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата кӗскенрех каланӑ: «Халь ӗҫлекен кӗпӗрнаттӑр пирки е лайӑх калаҫҫӗ, е нимӗн те. Ҫавӑнпа та — нимӗн те», — тенӗ депутат.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине Александр Цветоквах ертсе пырӗ. Ҫӗнӗрен суйланнӑ ушкӑн ӗнер пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑннӑ. ТСКн улттӑмӗш йышӗн ларӑвне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
«Чӑваш Енӗн ТСК лайӑххисен шутӗнче. Эпир ку комиссие тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартатпӑр», — тенӗ Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин ларура. Вӑл малтанхи 5 ҫул ӗҫленӗ йыша тав тунӑ. Чӑваш Енӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Лопатин Михаил Игнатьева та ырӑпа палӑртнӑ. РФ ТСК пайташӗ шучӗпе пирӗн регион ертӳҫи обществӑна «консолидацилессипе, мӗнпур политика партийӗпе тата общественноҫпа ҫыхӑну тытассипе» нумай ӗҫлет.
ЧР ТСКне республика Элтеперӗ тата чӑваш парламенчӗ 12 ҫынтан йӗркеленӗ, вӗсенчен улттӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, ЛДПР, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем), «Народ против коррупции» (чӑв. Халӑх коррупцие хирӗҫ) партисен регионти уйрӑмӗсен пайташӗсем, икӗ ҫынна Раҫҫей ТСК сӗннӗ, тӑваттӑшӗ — общество организацийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |